Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ăрусен ҫирӗп ҫыхӑнӑвӗ

Информаци

«Хикмэт» – «Ăрусен çыхăнăвӗ» республикӑри чемпионатӑн муниципаллӑ тапхӑрӗ иртрӗ.

Мероприятире хутшӑнакансем цифра пӗлӗвӗнче, смартфонпа ӗҫлессинче, «Яндекс» шырав системипе усӑ курассинче ăмăртрӗç. Ҫавӑн пекех информаци тата финанс хӑрушсӑрлӑхӗ пирки ыйтусене хуравларӗç.

Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене Раҫҫей Социаллӑ фондăн Тутарстан Республикин Ҫӗпрел районӗнчи клиент службин (уйрӑмăн правипе) ертӳҫи Роза Гафарова тата Раҫҫей Пенсионерӗсен союзӗн Ҫӗпрелӗнчи уйрӑмӗн ертӳçи Дилюза Азизова саламларӗҫ. Хутшӑнакансене мероприятие педагог тата куратор Фирдауса Яфизовапа Сирин Ахметов хатӗрленӗ.

– Çак чемпионат аслӑ ӑрӑва, вӗсен ачисемпе мӑнукӗсемпе пӗрле цифра технологийӗсене алла илме пулӑшать, ҫакӑ пирӗн кулленхи пурнӑҫăмăрта питӗ актуаллӑ, – тесе палӑртрӗ Дилюза Азизова.

Ӑмӑртӑва аслă çулсенчисем тата  14 ҫула ҫитмен ачасем: Гульфира Бикчурова, Дамир Халитов, Елена Мискина, Галина Мишанкина, Екатерина Юсупова, Лилия Низамова, Альбина Фадеева, Рамзия Исхакова, Динар Низамов, Милена Фадеева, Николай Мискин, Юлиана Шурбин тата Ильяс Исхаков хутшӑнчӗç.

Муниципаллă тапхӑрăн ҫӗнтерӳҫисем Елена Мискина, Дамир Халитов, Гульфира Бикчурова тата Юлиана Шурбина Хусанти республика тапхӑрӗнче район чысне хӳтӗлӗç.

Хутшӑнакансене пурне те сертификатсемпе парнесем пачӗҫ.

Справка
Чемпионата «Çемье» наци проекчӗн «Активлӑ вӑрӑм ӗмӗр» республика программи шайӗнче ирттереҫҫӗ. Чемпионатӑн тӗп тӗллевӗ – ӑрусем хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетесси тата хальхи технологисене пур ӳсӗмри ҫынсем хушшинче сарасси.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев