Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ăрусен çыхăнăвне çирӗплетсе

«Мучелей вулавӗсем» регионсем хушшинчи ХІХ-мӗш хут наукăпа практика конференцийӗ иртрӗ

Иртнӗ шӑматкун   Мучелей ялӗ каллех тутар халӑхӗн культура, ӑс-хакӑл тата тӗн центрӗ пулса тӑчӗ. Йӑлана кӗнӗ                    вӗренӳсем «Йӑла-йӗркесем – наци еткерлӗхне упрамалли мел» лозунгпа   иртрӗ.

Мероприятие кашни ҫулах, 2008 ҫултан пуҫласа, тӗне, нацийӗмӗре тата ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани памалли тӗслӗхсене кӑтартни пек ирттереҫҫӗ. Ӑна паллӑ тутар драматургӗ, ҫыравҫă, публицист, общество деятелӗ, политик, ТР Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Туфан Миннуллин пулӑшнипе тата пилленипе вăя кӗме пуçланăччӗ.

Паллă тутар ӑсчахӗ Шигабутдин Марджани:  «Тӗнре виҫӗ япала ҫук, анчах вӗсем тӗне упраҫҫӗ. Вӗсем – наци чӗлхи, наци тумӗ тата наци йӑли-йӗрки». Ҫак шухӑша тӗпе хурса, кăçалхи пухура наци тумӗсене, йӑли-йӗркине, традицийӗсене, вӗсене упраса хӑварассине тата пулас ӑрусене парассине пысӑк тимлӗх уйӑрчӗç.

Ир-ирех ял кӗрлесе тăчӗ. «Гыйлемпиада»  конкурс шайӗнче ачасем хушшинче Коран вулас тата азан калас енӗпе конкурссемпе викторинӑсем йӗркелерӗç. Уйрӑмах ҫамрӑк ӑру тӗн тата тӑван чӗлхе никӗсӗсене пӗлни савӑнтарчӗ. Сцена ҫинче тӗн юррисем янӑрарӗҫ.

Уяв чӗри  – наци йӑли-йӗрки пулса тӑчӗ. Куракансене авалхи «Кин кӗртес» йăлана илемлӗн кăтартса пани тӗлӗнтерчӗ. Ӑстасем тамбур тӗрри, сӑран япаласем ӑсталасси, ҫу тӑвасси, мунча тата мунча милӗкӗ ӑсталасси пек авалхи ал ӗҫӗсемпе мастер-класӗсем кӑтартрӗҫ. Куравсенче шамаилсем, кивӗ тутар алҫырăвӗсемпе тутар пичет кӗнекисем, ҫемье реликвийӗсем тата тутар-мишер тумӗсем вырăн илнӗччӗ.

Ӑслӑлӑх тӳпи те тулли содержаниллӗ пулчӗ. Пленарлӑ ларура ученăйсем, тӗн тата общество деятелӗсем паллӑ ҫынсен сӑмахӗсене аса илсе, наци еткерлӗхне пулас ӑрусене мӗнле парса хăвармаллине сӳтсе яврӗç. 

Кӑнтӑрлахи намаз (кӗлӗ) вӑхӑтӗнче ҫынсем пурте рете тӑрса, пӗрле намаз вуларӗç. Программӑра, ҫавӑн пекех, шкулта вырнаçнă «Ял пурнӑҫӗ» музейпе паллашассиччӗ, Туфан Миннуллина асӑнса ирттерес енӗпе мероприятисем те пулчӗç.

– Мучелей вулавӗсем – тӗл пулмалли, курнăçмалли, тӑванла ҫыхӑнусене ҫирӗплетмелли вырӑн. Халӑхӑмăрăн чи пуян еткерӗ пурӑнтӑр, ӑруран ӑрӑва куҫтӑр, ҫуталса тăтăр, – тесе палӑртрӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров уяв хӑнисене саламланӑ май. 
Марат Ринатович хӑйӗн сӑмахӗнче яла сыхласа хӑварас ыйтусем ҫинче чарӑнса тӑчӗ, ялти ветерансене «Район йӗркеленнӗренпе – 95 ҫул» медаль парса чысларӗ. Мероприятие Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ искусство ӗҫченӗ, илемлӗ сӑмах ӑсти, журналист Ильдар Киямов ертсе пычӗ.

– Кун пек уявсем иртнӗ чухне, Ильмир Расихович Измайлов пек вӗсене йӗркелекен ҫынсем, ҫак уява курма ăнтăлса тăракан çынсем пур чухне, ялсем пурӑнӗҫ, тӑван енӗн туртăмӗ вăйлă пулӗ, – тесе хӑйӗн шухӑшне пӗлтерчӗ Тутарстанӑн тӗп казыйӗ Джалиль хазрат Фазлыев та.

Мунчелей вулавӗсем – кӳршӗ регионсенче пурӑнакан халӑхӑмăрăн, ентешсен, тӗрлӗ наци халӑхӗсен пӗрле пухӑнмалли, тӗл пулмалли, курса калаçмалли вырӑнӗ те пулса тăрать. 

Мероприяти вара кӑҫал та, ним ӳстерсе каламасӑр, пысăк шайра, ӑс-хакӑл, наци, тӗн хутлӑхӗнче иртрӗ. Йӗркелӳ тӗлӗшӗнчен те, масштабӗпе те, калӑпӑшӗпе те, ӗҫӗпе те питӗ тӗлӗнмелле пулчӗ. 


Справка
Пухӑва ТР Раисӗн ҫумӗнчи  тутар чӗлхине  тата Тутар Республикинче пурӑнакан халӑхсен тӑван чӗлхисене упраса хӑварас, аталантарас ыйтусемпе ӗҫлекен комисси, Тутарстан Республикинчи мусульмансен  Тӗн управленийӗ, Пӗтӗм тӗнчери тутар конгресӗ ырланипе тата пулӑшнипе ирттереҫҫӗ.   Мероприятие республикӑри тата кӳршӗ регионсенчи паллӑ тӗн деятелӗсене, ӑсчахсене, паллӑ   обществӑпа наука деятелӗсене  йыхравлаҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев