Ҫар ҫыннисемпе ăшă тӗлпулу
Кашни саманан хӑйӗн геройӗсем пулнӑ. Паян вӗсем – ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан каччăсем
Ҫӗнтерӳ уявӗн кунӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ятарлӑ ҫар операцийӗнче хутшӑнакансемпе тӗл пулчӗ.
Марат Гафаров ҫак ҫӑмӑл мар тапхӑрта малти линире тӑракан ҫар ҫыннисене тав турӗ, вӗсен хастар гражданла позицине тата Тӑван çӗршывшăн тивӗҫлипе служить тунине палӑртса иртрӗ. Вӑл ҫар ҫыннисене ӑнӑҫу, сывлăх сунчӗ.
«Эсир – пирӗн мӑнаҫлӑх. Паттӑрлӑхшӑн, Тӑван çӗршыв умӗнчи тивӗҫшӗн, ҫар службишӗн, шанчӑклӑхшӑн тав тăватăп», – терӗ район пуҫлӑхӗ.
Тӗлпулура ҫар ҫыннисем социаллӑ пулӑшу, пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатас енӗпе ыйтусем пачӗç. Марат Гафаров вара, ҫар операцине хутшӑнакансен к ирек мӗнле тӗл пулнӑ проблемине те татса пама, пулӑшу пама хатӗррине пӗлтерчӗ, тӗлпулӑва килнисене пурне те парнесем пачӗ. Тӗлпулу чей сӗтелӗ хушшинче иртрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев