Апрель – пахчаҫӑшӑн яваплӑ уйӑх
Сад-пахча ӗҫне чӑннипех пуçăнма вӑхӑт
Тухăç илес тесен, чăннипех те нумай вăй хумалла.
Вӑрлӑх хатӗрлесси
Уҫӑ ҫӗре акма ҫак уйӑхра вӑрлӑхсем палăртмалла, шӑтаслăхне тӗрӗслемелле. Кишӗр, петрушка, укроп, апат кӑшманӗ, салат, шпинат, сухан акма хатӗрленмелле.
Пахчана
тирпейлени
Ӳсентӑран юлашкийӗсене, ҫӳп-ҫапа, ҫулҫӑсене сиен-сӗрлеттерсе, ҫум курӑксене, уйрӑмах хӳмесем, сарайсем ҫумӗпе ӳсекен курӑксене препаратсемпе ӗçе кӗртмелле. Улма-ҫырла йывӑҫҫисен вуллисене шуратмалла. Шуратни ытлашши ăшăран сыхлать, чечек çурассине хӑвӑртлатать, хупӑлча айӗнче хӗл каҫнӑ чечек ӗрчетекенсене, пыйтӑсене, кӑмпасене, мӑка пӗтерет.
Тӑпрана
удобрени кӗртесси
Юр ирӗлсенех, тӑпра питӗ нӳрӗк чухне, сада азот удобренийӗсем (мочевина, аммиак селитри, тислӗк шӗвекӗ) кӗртмелле. Ҫак вӑхӑтра вӗсем тӑпрара лайӑх ирӗлеҫҫӗ, ҫурхи шыв ӗнтӗ вӗсене аялти сийсене юхтарса антарма пултараймасть. Ку меслет питӗ тухӑҫлӑ, уйрӑмах эсир пахчара виктори ӳстеретӗр пулсан. Енчен те виктори 10-15 кун маларах пиҫсе ҫиттӗр тесен, ҫиелтен пӗкӗ евӗр каркас хурӑр та ҫиелтен пленкӑпа витӗр. Ҫав вӑхӑтрах иртнӗ çул ҫеҫ лартнӑ ҫырласене тимлӗн тӗрӗслӗр, вӗсен хушшинче тӑпрана ҫӳлелле хӗссе кӑларнӑ хунавсем пулсан вӗсене путарса хурăр. Нумай ҫул ӳсекен пахчаҫимӗҫ культуриллӗ лаптӑксенче (сухан, ревень, щавель), ҫавӑн пекех, виктори çырли ӳсекен вырăнӗсене сӳрелмелле, ӳсентӑран юлашкисене пуҫтармалла, минераллӑ удобренисем кӗртмелле, ретсем хушшине кӑпкалатмалла.
Ҫӗрулми вăрлăхӗ хатӗрлесси
Апрель уйӑхӗн варри хыҫҫӑн, лартиччен 3 эрнене яхӑн маларах, ҫӗрулмине нӳхрепсенчен е путвалсенчен кăларса, куçланччăр тесе уҫӑ сывлӑшра е ҫутӑ сарайсене сармалла. Ҫӗрӗк ҫӗрулмисене суйласа ҫӳп-ҫап купи ҫине пӑрахмалла. Анчах та компост тума ҫӗрӗк ҫӗрулми хума тем тесен те сӗнмеҫҫӗ.
Пӗрремӗш культурӑсене лартассиТӑпрана тирпейлесенех кишӗр, петрушка, укроп, редис, салат, шпинат, пӑрҫа, хӗрлӗ чӗкӗнтӗр, симӗс сухан, пуçлă сухан, ыхра, ир ӗлкӗрекен шурӑ купӑста лартма тытӑнма пулать.
Йывӑҫсемпе, тӗмсемпе ӗҫлемелли правилӑсем
Йӗпе садра ытлашши ҫӳреме ан тӑрӑшӑр.
Йывӑҫсемпе тӗмсем ҫинчен хӗл каҫма витнӗ материалсене илсе ҫунтаратпӑр.
Типӗ, хуҫӑлнӑ, вӑйсӑр, чирлӗ туратсене касатпӑр, юлашкисене те çунтаратпӑр.
Хурлӑханпа крыжовник тӗмӗсене йӗркене кӗртетмелле.
Апрель уйӑхӗн иккӗмӗш ҫурринче ҫӗнӗ улма-ҫырла йывӑҫҫисемпе тӗмсем лартмалла.
Йывӑҫсемпе тӗмсене кӗркунне çӗр ҫумне авса хунă йӑлмаксенчен хӑтармалла, ҫӑра туратсене касмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев