Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Аннесене парне

Районти Культура çуртӗнче Анне кунне халалланă уяв концерчӗ пулчӗ.

Аннесен кунне Раҫҫейре ноябрӗн юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. 

Уяв мероприятийӗ ятарлӑ ҫар операцийӗнче службӑра тӑракан, паттӑр ывӑлсем пăхса ӳстернӗ амӑшӗсене тав сӑмахӗ калама та тепӗр хут май пулчӗ.

Концерта чӗннӗ аннесене район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров саламларӗ, тав тунине пӗлтерчӗ, сывлӑх сунчӗ. 

— Кашни ҫын пурнӑҫӗнче Амӑшӗ тӗп вырӑн йышӑнать. Шӑпах анне ачине ырӑ кӑмӑллă, чыслă пулма, ҫынсене, Тӑван ҫӗршыва хисеплеме вӗрентет. Ҫывӑх ҫыннӑрсемшӗн тӑрӑшнӑшӑн, ӗҫе чунтан парӑннӑшӑн тав тăватăп сире. Ывӑлӑрсем сирӗн ятарлӑ ҫар операцийӗсен зонинче паттӑрлӑх, ҫирӗплӗх тата ҫар тивӗҫне парӑннин тӗслӗхне кӑтартаҫҫӗ. Анне юратӑвӗпе ӗненӗвӗ пирӗн ҫар ҫыннисене вӑй-хал, шанӑҫ параҫҫӗ, — терӗ вӑл. 

Амӑшӗсене «Ҫӗпрел районӗ йӗркеленӗренпе 95 ҫул» медальсем, чечек ҫыххисем тата Тав ҫырӑвӗсем пани каҫӑн ӑшӑлăх, кăмăллă пайӗ пулчӗ.

Чӑваш Паснапуç ялӗнчи Вера Портновӑн виҫӗ ывӑлӗ те паян ятарлӑ ҫар операцийӗнче службăра тăраççӗ. Уявпа саламланӑ май, вӑл та амӑшӗсене сывлӑх, ачисене çухатнин хуйхине ан курмалла ан пултăрччӗ, тесе сунчӗ.

— Пире манмаҫҫӗ. Тӗрлӗ мероприяти иртет, тавах ҫак мероприятисене йӗркелекенсене, — тесе тав турӗ Аслӑ Чăнлă ялӗнчи Гулия Шигапова та.

Концерт питӗ пӗлтерӗшлӗ, тарăн содержаниллӗ пулса тухрӗ. Сцена ҫинчен чуна пырса тивекен юрӑсем, тухса калаҫнисем, хӗмлентерекен ташӑсем — мӗнпур аннене халалланă уяв парни пулчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев