Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Анне чӗри канӑҫа пӗлмест...

Салтак амӑшӗн чӗри мӗн туять-ши? Тимӗртен-и вӑл е хурҫӑран-ши?

Ҫук. Анне чӗри ҫепӗҫ те туйӑмлӑ, черченкӗ те ачаш. Кашни кун ун чӗри витӗр ҫивӗч хӗҫ тухать.  
Хӑй ҫуратса ӳстернӗ  ывӑлӗн сассине илтессишӗн ҫӗрӗн-ҫӗрӗпе куҫ хупмасть. «Ах, ҫыхӑнӑва тухӗ-ши, ывӑлӑм...Ах, ӑҫта-ши эсӗ, чӗппӗм», – тесе миҫе хутчен телефона аллине илмест-ши, амăшӗ...

Вӑл ялан кӗтсе пурӑнать  – кашни шӑнкӑрава, кашни ҫырӑва ирттерсе ярас марччӗ тесе тӗпӗртетет.
Амӑшӗ ывӑлӗсене кӗрхи кунра пӗрремӗш хӗвел пайӑркине кӗтнӗ пек, кӗтет – хӑшӗ  ӑшӑтать, ҫутӑ шантарать. Унӑн юратакан чӗри тӑван ачисемшӗн хытӑ тунсӑхлать, сехетсемпе кунсене шутласа, шӑплӑхра кӑлт-калт тапать. Ывӑлӗсем каллех тӑван кил алӑк урати урлӑ каҫнӑ куна пӗлсен-и, анчах паллӑ марлӑх унӑн чунне татӑкӑн-татӑкӑн ҫурать. Чи нумай кӗтнӗ самантсенче асӑнче юлнӑ асамлӑ йӗркесем тухса тӑраҫҫӗ: «Кӗт мана, эп таврӑнатӑп, анчах питӗ кӗт...» 

Юлашкинчен ывӑлӗн сасси илтӗнсен – лӑпкӑ, ывӑннӑ, анчах чӗрӗ – амӑшӗн чӗри чӑннипех чӗрӗлет. Самантлӑха пӗтӗм тӗнче шӑпланать, ывӑлӗн сасси ҫеҫ пур тӗнчере, ҫав сывлав ҫеҫ, ҫак ҫыхӑну кӑна амӑшне савӑнтарать. Ӑна вӑхӑт та, инҫелӗх те, хӑрушлӑх татаймасть.
 Анне чӗри вӑл – тимӗртен те, хурҫӑран та мар. Вӑл юратуран тӑрать. Тӗнчери чи вӑйлӑ, чи черчен тата чи арканми вӑй.

Наталия Клементьева.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев