Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Анатолий Михайлов: «Ачасен хӑрушсӑрлӑхӗ – пирӗн пӗрлехи тивӗҫ»

Районта ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ачасем хутшӑннипе 1 çул-йӗр-транспорт аварийӗ пулса иртнӗ

Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД пайӗн начальникӗ, полици майорӗ   Анатолий Михайлов 2026 ҫулта республика ҫулӗсем ҫинчи пăшăрхануллă статистика, ачасен хӑрушсӑрлӑхӗ тата ашшӗ-амӑшӗн яваплӑхӗ пирки калаçрӗ.

– Анатолий Николаевич, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Ҫӗпрел районӗнче ачасен травматизмӗпе çыхăннă лару-тӑру мӗнле?

– Районта ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ачасем хутшӑннипе 1 çул-йӗр-транспорт аварийӗ пулчӗ. Çавăн пек çул-йӗр-транспорт аварийӗ пӗлтӗр те пулнӑччӗ.

– Республика ҫулӗсем ҫинче пӗтӗмӗшле лару-тӑру мӗнле?

– Шел те, статистика савӑнтармасть. Июнӗн 1-мӗшӗ тӗлне республика ҫулӗсем ҫинче 1106 авари пулнӑ. Аварисенче пурӗ 116 ҫыннăн пурнăçӗ татăлнă, 1343-шӗ аманнӑ.

– Чи хӑрушӑ ҫул-йӗр инкекӗсем..?

– Водитель хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухни. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫакнашкал 78 çул-йӗр-транспорт аварийӗ пулнă. Вӗсенче 39 ҫын вилнӗ, 128-шӗ тӗрлӗ шайри çан-çурăм суранӗ илнӗ.

– Ҫак маневршӑн водителе мӗнле наказани кӗтет?

– 7500 тенкӗ штраф е водитель правинчен 4 уйӑхран пуҫласа 6 уйӑх таран хӑтарни. Тепӗр хут  правилăна пӑссан – пӗр ҫулталӑка водитель правинчен хӑтарӗç. Водитель правинчен хӑтарнӑ водитель каллех ҫул ҫине тухать пулсан, ҫакăн йышши преступлени тусан ӑна хупса лартасси патне илсе çитерӗ.

– Республикӑра ачасем хутшӑннипе ҫул ҫинчи инкексем ҫинче уйрӑммӑн чарӑнса тӑрасчӗ...

– Кӑҫал ҫакӑн йышши 153 çул-йӗр-транспорт аварине шута илнӗ. Виҫӗ ача вилнӗ (пӗлтӗрхи пекех – виҫӗ ача), 170 ҫын  суранланнă (29 сахалрах). Кун пек аварисен пӗтӗмӗшле шучӗ пӗлтӗрхипе танлаштарсан 22е чакнӑ. Шел те, пассажир-ачасемпе аварисене регистрацилесси питӗ пӑшӑрхантарать. Иртнӗ çул вилнӗ 15 ачаран 13-шӗ автомобиль салонӗнче пулнӑ. Кӑҫал вилнисенчен иккӗшӗ – çавăн пекех, пассажирсем. Кӑҫал мӗнпурӗ 57 çул-йӗр-транспорт аварийӗ пулнă, вӗсенче 2 ача вилнӗ, 68-шӗ суранланнӑ.
Сӑмахран, февралӗн 2-мӗшӗнче Мамадыш районӗнче Renault автомашина водителӗ кирлӗ дистанцие пурнӑҫлайман, ҫурма прицеп çине пырса çапăннă. Икӗ уйӑхри ачан унтах пурнăçӗ татăлнă. Майăн 28-мӗшӗнче Анат Кама районӗнче автотранспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса BMW-па ҫапӑннӑ. Водитель хӑй тата ятарлӑ креслора пулман 5 ҫулти ача-пассажир вилнӗ.

– Апла пулсан, ача кресли чӑннипе те  пурнӑҫа ҫӑлса хăварма пултарать?

– Паллах. Тӗслӗх: мартăн 23-мӗшӗнче Хусанта Hyundai автомобильпе ҫӳрекен хӗрарӑм управленине ҫухатса, ҫаврӑнса хупланать. Анчах ятарлӑ кресло ҫинче пулнӑ пилӗк ҫулти хӗрача ҫӑмӑл суранланнă май хăтăлса юлать, сиен пулмасть.

– Ачасене автокреслосăр çӳретнӗшӗн мӗнле штрафсем пӑхса хӑварнӑ?

– Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 4000 ытла водителе ҫакӑн йышши штрафсем панă. Унӑн виҫине 2026 ҫултанпа ӳстернӗ: граждансемшӗн штраф – 3000 тенкӗрен 5000 тенке ҫити, должноҫри ҫынсемшӗн – 50 пине ҫити, юридици сӑпачӗсемшӗн – 200 пине ҫити.

– Ҫуран ҫӳрекен ачасемпе лару-тӑру мӗнле?

– Республикӑра ҫуран ҫӳрекенсене çапса хăварнă 67 тӗслӗх палăрнă, 68 ача сиен курнӑ. Аварисен шучӗ 4 факта чакнӑ, анчах аманнисен шучӗ, шел те, 5 ӳснӗ. Мартăн 19-мӗшӗнче Пестречинск районӗнче водитель,  амӑшӗнчен малта пыракан,  ҫулпа чупакан ултӑ ҫулти арҫын ачана ҫапса хăварнă.

– Мототехника ҫӳретекен ҫамрӑксем чи хӑрушӑ водительсем пулса шутланаҫҫӗ...

– Ҫапла, мӗншӗн тесен вӗсен ҫак йышши техникăпа çӳреме прави те, опычӗ те, элементарлӑ экипировки те ҫук. Нумаях пулмасть, Высокогорск районӗнче синкерлӗ ӗҫ пулса иртрӗ. Мопедпа çӳрекен 17 ҫулти çамрăк хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та, ҫул ҫинче бордюр çине пырса тӑрӑннӑ. Унӑн тантӑшӗ-пассажир вилет. Бугульма районӗнче те питбайкпа 14 ҫулти хӗрача электричество линийӗн тӗрекне пырса ҫапӑнать, пурнăçӗ татăлать.

– Хӑйсен ачисем валли ҫакӑн пек техника туянса панă ашшӗ-амӑшне явап тыттараҫҫӗ-и?

– Ҫапла, РФ ук 151.2 статйипе яваплӑх пӑхса хӑварнӑ. Кайпăç районӗнче ҫакӑн пек ҫамрӑксен пӗрин ашшӗ-амӑшне суд 55 пин тенкӗ штраф панă. Ашшӗ-амӑшӗ те, ҫамрӑксем те чи кирли – мототехника, питбайк трассăпа çӳремелли транспорт пулманнине ӑнланччӑрччӗ, вӗсем спорт хатӗрӗсем кӑна! Пӗтӗмӗшле усӑ куракан ҫулсем ҫине ҫакӑн йышши транспортпа тухма юрамасть.

– Аслисем çулӗ çитмен ачана руль умне ларма  ирӗк панӑ тӗслӗхсене курма пулать...

– Ку аслисем тунӑ чи хăрушă ӗҫ. Пӗлтӗр Спас районӗнче 15 ҫулти ҫамрӑк аслашшӗн машинине çине ларнӑ, управленине ҫухатнӑ, çул аяккине ыткăнса каять, çав вырӑнтах вилет. Транспорт хатӗрне прави пулман, çитӗнсе çитмен ҫамрӑка панӑшӑн 30 000 тенкӗ штраф тӳлеттерме пăхăннă. 

– Водитель ҫул ҫинче ҫывӑрса кайнипе инкексем час-часах пулаççӗ-и?

– Кӑҫал ҫакӑн пек 3 авари пулнӑ, анчах вӗсем пурте питӗ пысӑк: вӗсенче 9 ҫын вилнӗ. Майăн 9-мӗшӗнче М-12 трасса ҫинче руль умӗнче ҫывӑрса кайнӑ водитель хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухать, ҫавна пула пӗр пассажир вилет, ҫиччӗшӗ аманаççӗ. Майăн 22-мӗшӗнче Менделеев районӗнче руль умӗнче çывăрса кайнă водитель электричество юпи çине пырса тăрăннă, çавăнтах вилнӗ.

– Эсир водительсене, ашшӗ-амӑшне мӗн суннă пулăттăр?!

– Ҫул-йӗр правилисене ҫирӗп пӑхӑнса, пӗр-пӗрне хисеплесе, ҫулсем тӑрӑх çӳресчӗ пирӗн. Ывăннă пулсан, тем тесен те, руль умне ан ларӑр. Ятарлӑ ача креслишӗн укçăра ан шеллӗр. Ҫамрӑк ачӑр валли мототехника туяниччен чӑнласах шухӑшлӑр. Ачасен хӑрушсӑрлӑхӗ – пӗрлехи тивӗçӗмӗр! 

– Калаçăвăршăн тавтапуç!

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев