Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Ана даны – Материнская слава» медальпе чысларӗç

Наградӑна Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов пачӗ

Наталия Клементьевана район ҫыннисем лайӑх пӗлеççӗ. Вӑл ултӑ ача амӑшӗ, ялти Культура çурчӗн заведующийӗ пулса ӗçлет.
Наталия – республикӑри чылай конкурса хутшӑнса ҫӗнтернӗ творчество ҫынни, сӑвӑсем те ҫырать. 2023 ҫулта вӑл республикӑри «Нечкэбил» çемье тата аннелӗх конкурсне хутшăнчӗ, 2024 ҫулта «Ҫулталӑк хӗрарӑмӗ. Çулталăк арçынӗ: хӗрарăм куçӗпе» республика конкурсӗнче «Ҫулталӑк Хӗрарӑмӗ – анне» ноинацире çӗнтерӳçӗ пулчӗ. Иртнӗ çул вара, «Татар сузе» халăхсен хушшинчи илемлӗ сӑмах конкурсӗнче вӑл ывӑлӗсене халалланӑ сӑвӑ сӗнчӗ. 
Наталия Николаевна, пӗрремӗшӗсенчен пулса, ял ҫыннисемпе пӗрле ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли маскировка сетки ҫыхас ӗçе те йӗркелерӗ. Паянхи кун унӑн икӗ ывӑлӗ те ятарлӑ ҫар операцийӗнче, ҫӗршывăн хӑрушсӑрлӑхне сыхлаççӗ.
Патшалӑх наградине памалли мероприяти Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен уявӗн шайӗнче Хусан Кремлӗнче иртрӗ. Наградӑна Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов пачӗ.

Справка
«Ана даны – Материнская слава» медале Тутарстан Республикинче 2000 ҫулта йӗркеленӗ, ăна пилӗк е ытларах ача ҫуратса тивӗҫлӗ воспитани панӑ амӑшӗсене параҫҫӗ. 2000 ҫултанпа çак наградӑна республикӑра 2 пине яхӑн хӗрарӑм  тивӗҫнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев