Фестиваль
Рифкать Аллямович Хуснутдинов ячӗпе иккӗмӗш хут район шайӗнче купӑсҫӑсен фестивалӗ иртрӗ.
Сцена ҫинче – купӑс кӗвви. Вылякан курӑнмасть, кӗвви юхать кӑна. Тутар халӑхӗн историйӗнче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑннӑ шедевр вăл – купӑс. Пархатарлӑ арҫынсем хӑйсен ҫӗршывне хӳтӗлес тесе вӑрҫа тухса кайнӑ чухне те вӗсем хулпуҫҫи ҫине купӑс çакса, ӑна тӑсса хурлӑхпа тунсӑха пусарнӑ. Вӑл юрату свидетелӗ те, савние тарӑн туйӑмӗсене пӗлтерекен те. Юлашки ҫулсенче ку пулӑм пирӗн кулленхи пурнăçран ҫухалса пырать пулин те, ялсенче купӑс сасси лӑпланмасть-ха. Кивӗ Кахăрлă ялӗн купӑс ӑстине Рифкать Аллямович Хуснутдинова халалланă купӑсҫӑсен фестивалӗ те ҫакна ҫирӗплетрӗ. Вӑл пурнăçран уйрăлса кайнăранпа ултӑ ҫула яхӑн вӑхӑт иртрӗ.
Мероприятие Рифкать Хуснутдиновӑн тусӗсем, ҫывӑх ҫыннисем, купăс кӗввине юратакансем пухӑннӑччӗ. Фестивалӗн хӑнисем «Çӗпрел каччисем» купӑсҫӑсен ансамблӗ, таврари ялсенчен, Кивӗ Кахăрлăран хăйӗнчен те купӑс калама юратакансем пулчӗҫ. Мероприяти вӑхӑтӗнче Рифкать Аллямович Хуснутдинов çинченхи ӑшӑ та ҫутӑ асаилӳсем пулчӗç.
Кивӗ Кахăрлă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рустам Фаткуллин:
– Пирӗн ял тӗнчене чаплӑ ҫынсем нумай парнелерӗ, вӗсенчен пӗри – Рифкать Аллямович Хуснутдинов. Вӑл 20 ҫула яхӑн Кивӗ Кахăрлă тата Тутар Тӗкки ялӗсенче шкул директорӗнче ӗҫленӗ, ял культурине аталантарма тивӗҫлӗ пай кӗртнӗ.
– Рифкать манӑн тусăм, пӗр класра вӗреннӗ. – Эпир пӗрле выляса ӳснӗ, ӗҫ ҫулӗ те пӗрле çыхăнса пычӗ: эпӗ колхоз председателӗччӗ, вӑл – шкул директорӗ пулчӗ. Ялти мӗнпур культура мероприятийӗсене хастар хутшӑнакан, ертсе пыраканӗччӗ. Питӗ лайăх пурӑнчӗ, хăй хыҫҫӑн çутă асаилӳсем хӑварчӗ, – тет Салют Саматович Ахметов та.
Рифкать Аллямович ҫинчен видеозапись хатӗрленӗччӗ, Кивӗ Кахăрлă ялӗнчи иртнӗ мероприятие илемлӗх ертӳҫи Фанзия Алиева ертсе пычӗ. Унта юрӑсем те, тутар кӗввисем те, чӑваш кӗввисем те янӑрарӗç.
Мероприятире районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов хутшӑнчӗ, вӑл фестиваль малалла та çапла пытăрччӗ тесе, йӗркелӳҫӗсене тав турӗ, юлашкинчен хутшӑнакансене парнесем пачӗ.
Наиль Арсланов, Кивӗ Кахăрлă ялӗнчи Культура çурчӗн ертӳҫи:
– Ял ӗлӗкрен купăсçăсен ялӗ пулнӑ. Ҫамрӑксен уявӗсем, каҫхи вӑйӑсем, салтака ӑсатни, туйсем, пӗри те вӑйӑсӑр, юрӑсӑр, купӑссӑр иртмен. Рифкать Аллямовичăн пайӗ питӗ пысӑк. Пирӗн ялта халӗ те кӗвӗ лӑпланмасть. Халӑх пултарулӑхӗн пуласлӑхӗ пулмалла. Пирӗн ачасем мӑн асаттесен йӑли-йӗркине малалла тӑсчӑр.
Ҫапла, выляччӑр, нихӑҫан та ан шӑпланччăр, хуткупӑссен сасси, мӗншӗнт тесен вӗсенче халӑх кӗвви, халӑх тунсăхӗ, савӑнӑҫӗ-ҫке.
Справка
Рифкать Аллямович Хуснутдинов 1946 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнче, нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вӑл пурăннă пулсан 80 ҫул тултарнă пулӗччӗ. Унӑн ашшӗ-амӑшӗн юрра-кӗвве пултарулӑхӗ ҫамрӑк Рифакатьăн чун-чӗрине те кӗрсе вырнаçнă пулӗ. Рифкать Аллямович мӗн пӗчӗкрен хӑй тӗллӗн купӑс калама вӗреннӗ, тӗрлӗ мероприятисенче юрланӑ, ташланӑ. Шкулта малта пыракансен йышӗнче пулнӑ. 1969 ҫулта тӑван шкулне ӗҫлеме таврӑннӑ. Истори, географи, музыкăна вӗрентнӗ. 20 ҫула яхӑн директор тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Унӑн мӑшӑрӗ Сания Вахитовна чылай ҫул пуҫламӑш классене вӗрентет. Ачисем – Азатпа Чулпан – вӗрентекенсем, шкулта ӗҫлеҫҫӗ. Кинӗ Гульнара пуҫламӑш классенче вӗренекенсене пӗлӳ парать. Мӑнукӗсем те ашшӗ-амӑшӗнчен тӗслӗх илсе, аслӑ шкулсенче вӗренеҫҫӗ.
Рифкать Аллямович район, республика конкурсӗсене хастар хутшӑнать. «Выля, хуткупăс!» уявра шавах хутшăнса, Хисеп грамотисемпе дипломсем нумай илнӗ.
Нет комментариев