Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Ҫамрӑк журналистсем» малти вырӑнсене йышӑнчӗç

Ачасен, çул çитменнисен тата ҫамрӑксен пресс фестивалӗн — «Алтын калэм — Ылтӑн перо» республика конкурсӗн пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхса тухрӗҫ. Кӑҫал ăна 29-мӗш хут ирттерчӗç.

Кӑҫал конкурса 356 заявка панӑ, вӗсенчен 67-шӗ финала иртнӗ. Унччен онлайн-занятисем ирттернӗ, килти заданисем те панӑ. Июнӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗшӗччен ҫамрӑк журналистсем «Волга» çамрăксен центрӗнче хăйсене сăнаса пăхрӗç. 

Направленисен шутне илес пулсан, вӗсем — 8: вырӑсла пичетленекен журналистика, тутарла пичетленекен журналистика, подкассемпе радио, фотожурналистика, телевидени тата видеоблогинг, дизайн тата верстка, SMM, реклама тата общественноçпа ҫыхӑну. Кашни направленийӗн хӑйӗн наставникӗ пурччӗ.

Финала иртнӗ 67 ача 21 муниципаллă районтан пулнă. Чи нумай хутшӑнакансен хушшинче — Çӗпрел ҫыннисем — 7! Унсӑр пуҫне Ҫӗпрел районӗнчи ҫамрӑк журналистсем «Ылтӑн перо» SMM-направлени енӗпе мӗнпур малти вырӑнсене те ҫӗнсе илнӗ.

1 вырӑна Дилия Фаизова, 2 вырӑна Диляра Шарапова, 3 вырӑна Инзиля Садеева тивӗçлӗ пулчӗç.

«Ку ахаль ҫӗнтерӳ кăна мар, ку пирӗн командӑн системӑллӑ ӗҫӗн кăтартăвӗ, — тесе хăйӗн шухăш-кăмăлӗсене пӗлтерчӗ ачасен искусство çурчӗн „Ҫамрӑк журналистсем“ кружокăн ертӳҫи Энже Залялова. — Эпир кашни кунах мӗн те пулин ҫӗннине вӗренетпӗр, ку чухнехи пулнă майсене алла илетпӗр. Паянхи наградӑсем те — эпир тӗрӗс ҫул ҫинче пулнине кӑтартаҫҫӗ».

Фестиваль йӑлана кӗнӗ конкурсăн площадки кӑна мар, вӗренӳ центрӗ те пулса тӑчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев