Ҫамрӑк авиамоделистсем ăмăртрӗç
Космонавтика кунӗ
Районта авиамоделистсен кружокӗ 2003 ҫултанпа ӗçлет.
«Алтын» спорт комплексӗнче ачасен пултарулӑх çуртне çӳрекенсем хушшинче авиамодельсене вӗçтерес енӗпе ӑмӑрту иртрӗ. Ӑна апрелӗн 12-мӗшне – Космонавтика кунне тата Тутарстанра пӗлтернӗ Çарпа ӗç паттӑрлӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑччӗ.
Авиамоделистсен кружокӗ район центрӗнче 2003 ҫултанпа ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе тăрать. Ӑна летчик пулнӑ Марат Бикмухаметов ертсе пырать. Вăл çак кружока Вӑтам Азирен района куҫса килсен йӗркеленӗ. Кружокра ҫулсерен ҫирӗм ытла ача авиамоделизмпа интересленет, пӗчӗк самолетсене хӑйсем тӗллӗн конструкцилесе ӑмӑртусем ирттереççӗ.
Марат Бикмухаметов кун пирки хӑйӗн асаилӗвӗсемпе паллаштарчӗ.
– Самолета тата тӳпери сенкер анлӑша юратасси мана аттен тăванӗнчен куçнă. Аттен иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ летчик пулнӑ, мана пӗрремӗш хут пилӗк ҫулта чухне шăпах вăл самолет штурвалӗ умне лартрӗ. Унтан эпӗ те унӑн тӗслӗхӗнче летчик пулса тӑтӑм, ҫак профессие вӗрентӗм, 20 ҫул хушши сенкер тӳпе анлăшне Ан-24 самолетпа парӑнтартӑм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан, ҫамрӑк ӑрӑва ҫак профессие юратма хӑнӑхтарма тытӑнтӑм, – тет педагог.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, кружока ахаль кăна тенӗ пек килнӗ ачасем икӗ-виҫӗ кун хушшинче ҫак ӗҫе алла илме ӗлкӗреҫҫӗ, унтан авиаци тӗнчин вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тытӑнаҫҫӗ.
Ҫамрӑк авиамоделистсене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Залялов саламларӗ.
Айрат Фиркатович хӑйӗн сӑмахӗнче Ҫӗпрел районӗ хӑйӗн летчикӗсемпе тата авиаконструкторӗсемпе – СССР авиаци промышленноçӗн министрӗпе Петр Дементьевпа, Раҫҫей Геройӗпе Газинур Хайруллинпа, легендарлӑ летчиксемпе Ильсур Низамовпа тата Марат Хайрутдиновпа мăнаçланнине палӑртса иртрӗ.
– Сирӗн хушӑра та легендарлӑ ҫыннăмăрсен ӗҫне тивӗҫлӗ тӑсакансем тупӑнӗҫ, тесе шутлатӑп, – терӗ Айрат Залялов.
Ӑмӑрту пуҫланас умӗн «ТехноСпорт» ӑмӑртăвӗсенче Атӑл ҫи федераци округӗн ҫӗнтерӳҫи Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн студенчӗ Адель Нуртдинов, ҫавӑн пекех, Дияз Мушарапов мастер-классем кӑтартрӗҫ. Ӑмӑртӑвăн судйи педагог Фарит Муратов пулчӗ.
Виҫӗ тур пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, 1-мӗш вырӑна Евгений Трофимов, 2-мӗш вырӑна Расим Хайруллов, 3-мӗш вырӑна Бахтияр Мресов йышӑнса илчӗç. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе хутшӑнакансене асӑнмалӑх парнесем пачӗҫ.
Ачасен пултарулӑх çурчӗн директорӗ Альфред Хасанов ҫакнашкал ӑмӑртусем малашне те йӑлана кӗрессине палӑртрӗ, кӑмӑл тӑвакансене пурне те авиамоделистсен кружокне чӗнчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев