Аллейăра çӑка йывăççисем шавласа ӳсӗç...
Ҫӗнӗ Тăваньел ялӗнче çӗршыври «Астӑвӑм пахчи» акципе килӗшӳллӗн 200 тӗп çăка хунавӗсене лартрӗç
Аллейӑна йӗркелес ӗҫе ҫак тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ предприниматель тата хурт-хӑмӑр ӑсти Марат Исхаков пуҫарса янă. Пурнӑҫа кӗртме пулӑшакансем вара, Алешкин-Саплăк тата 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗсен «Малтисен юхӑмӗнче» хутшӑнаканӗсем пулса тăчӗç.
– Эпир ҫак акцие хутшӑнма питӗ хавас. Вӑл пирӗн командӑна пӗрлештерет кӑна мар, тӑван ҫӗре юратассине ҫирӗплетет, паянхи мирлӗ тӳпе парнеленӗ паттӑрсене асӑнмалӑх ҫутӑ паллӑ пулса тӑрать, – тесе шухӑш-кӑмӑлӗпе паллаштарчӗ «Малтисен юхăмӗн» ертӳҫи Раниля Алиуллова.
Ҫӗпрел районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов та ҫак кун «Малтисен юхăмӗн» команди çумне хушӑнчӗ:
– «Астӑвӑм пахчи» акци тарӑн пӗлтерӗшлӗ. Çакă территорие тирпей-илем кӗртесси, ешертесси кӑна мар, чӗрӗ астăвăм мемориалне йӗркелемелли символ та. Паян эпир ҫамрӑк хунавсем лартатпӑр, иртнине малашлӑхпа ҫыхӑнтаратпӑр. Çак акцие ҫитӗнекен ӑру хутшӑнни уйрӑмах кӑмӑллӑ – çакă астӑвӑм ҫиппи татӑлманнине пӗлтерет. Кашни хунав – паттӑрлӑх историйӗ, эпир çакна асра тытма тивӗçлӗ, – тесе палӑртрӗ Рустам Мухаметзянов.
Ҫӗнӗ Тăваньел ялӗнчи имам-хатыб Ринат Хасановăн пиллени ҫак мероприятие уйрӑмах ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен пӗлтерӗшлӗ пулчӗ. Вӑл та ҫамрӑксемпе пӗрле ӗҫлерӗ, ырӑ ӗҫе хăйӗнчен пай кӗртрӗ.
Акцийӗн пуçаруçи Марат Исхаков:
– Ҫӑка – нумай çул ӳсекен йывӑҫ. Эпӗ çакна хамран тӳпе хывма пултарнӑшӑн питӗ савӑнатӑп. Чи пахи вара, вӗсем пирӗн мӑн асаттесен, аттесен, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсен астăвăмне сыхлӗç.
Çӗршыври «Астӑвӑм пахчи» акци чӑн-чӑн пӗрлӗх кунӗ пулса тӑчӗ. Ҫак пулăм мероприятие хутшӑннă кашни çыннăн асӗнче юлӗ. Çамрӑк ҫӑка хунавӗсем часах вара, шавлăн, ӳссе те кайӗç...
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев