Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Акатуйра наци кӗвви-юрри янăрарӗ

Уяв, яланхи пекех, Упи ялӗнче иртрӗ

Акатуй вӑл –  ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн иртекен чӑваш халӑх уявӗ. 

Ир-ирех «Акатуй» лаптăкӗнче юрă-кӗвӗ янӑрарӗ, илемлӗ пултарулӑх, халӑх фольклор ансамблӗсем сцена çине пӗрин хыççăн-тепри тухса юрларӗç.  Суту-илӳ речӗсене те йӗркеленӗ. Ачасем валли чуччу вырнаҫтарнă. Спорт ӑмӑртӑвӗсем те пуҫланса кайрӗç. Унта хутшăнакансем кӗрешӳ, канат туртасси, армрестлинг, юпа ҫине хӑпарасси, кире пуканне ҫӗклесси, турник ҫинче йăтăнасси пек тата ытти вăйăсенче вӑй-хал, ҫаврӑнӑҫулӑх кӑтартрӗç. Ӑмӑртӑвӑн кашни тӗсӗнче ҫӗнтерӳҫӗсем дипломсем, хаклӑ парнесем илчӗҫ. 

Уявӑн официаллӑ пайӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хӑнасемпе пӗрле Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсене халалланӑ обелиск умне чечек хунинчен пуҫланчӗ. Кунта «Рубеж» çар ветеранӗсен регионсен хушшинчи обществӑлла организацийӗн Ульяновск облаçӗнчи уйрӑмӗн ертӳçи Владимир Ярухин район пуçлăхӗпе Марат Гафаровпа пӗрле «За содействие СВО» медальпе «Своих не бросаем» волонтерсен ушкӑнне йӗркеленӗ  Наталия Дмитриевна Кузнецована тата  «Ангел малта, эпир ун хыҫҫӑн» кӗнеке авторне, «Сувар» хаҫат журналистне  Ирина Николаевна Кузьминана; «За ратную доблесть» медальпе «Своих не бросаем» волонтерсен ушкӑнӗн ертӳҫине Наталия Владимировна Пустынинана; «За вклад в победу в специальной военной операции» медальпе  Петр Петрович Ухваркина; гуманитари пулӑшӑвне фронта леҫекенсене Виктор Петрович Петухова,  Александр Петрович Ярухина тата  Ирек Абдулбариевич Яфризова  «Участнику гуманитарного конвоя» медаль пачӗҫ.

Малалла «Акатуй» уявӗн хӑнисене яланхи пекех лаптăкра чӗрӗ коридорпа кӗтсе илчӗç. Акатуй уявӗн лаптăкӗнчи представлени пурте уяв картине тăрса ҫаврӑннинчен пуҫланчӗ. Акатуя халалланӑ представление Шупашкартан килнӗ Чӑваш патшалӑх тата «Суварята» ташӑ ансамблӗсемпе Упи ялӗ тăрăхӗн каччисем кӑтартрӗҫ. 

Акатуй ялавне районӑн пултаруллӑ ӗҫченӗсем Д.Степанов, Н.Сердцева тата ятарлă çар операцийӗн ветеранӗ А.Ягашкин  ҫӗклерӗҫ. 

Уявăн хӑнисем: Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров; Ҫӗпрел районӗнчи Чӑваш наципе культура центрӗн председателӗ Алексей Ярухин; ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Валерий Клементьев; ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑваш Республикин тата Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, «ТУС» обществăн генеральнӑй директорӗ Николай Угаслов; Красноармейски муниципаллӑ округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Олег Николаев; республикӑри «Сувар» чӑваш хаҫачӗн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова; ТР Чӑваш хӗрарӑмӗсен Союзӗн председателӗ, ТР Чӑваш наципе культура автономийӗн Совечӗн членӗ Сильвия Чаркина;  «Эткер» чӑваш телекӑларӑмӗн телеертӳҫи, юрӑҫ, композитор, сӑвӑҫ, Екатерина Лашманова тата ыттисем те пулчӗç. 

Упи ялӗнчи чиркӗвӗн пачӑшки Владимир атте кӗлӗ туса пил панă хыççăн, район халӑхӗпе хӑнасене Çӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров чăвашла уявпа саламларӗ, паян пирӗн ентешсем Тӑван çӗршыв хуралӗнче тăнине, вӗсене пула эпир лӑпкӑн пурӑнма, ӗҫлеме пултарнине палӑртрӗ. Ентешӗмӗр Николай Угаслов та пухӑннисене саламларӗ. Район пуçлăхӗпе пӗрле ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсене тата кӗске вăхăтлăха отпуска таврӑннӑ ентешӗмӗрсене-çар çыннисене парнесем пачӗҫ. Çаплах, районӑн чи пултаруллӑ ҫыннисене «Район йӗркеленнӗренпе – 95 ҫул» медальпе, Хисеп Хучӗсемпе, парнесемпе чысларӗҫ.
Уявра районăн социаллă экономика аталанăвне пысăк тӳпе кӗртекен, обществăлла ӗçе хастар хутшăнакансене тата тăван культурăна аталантаракансене район Пуҫлӑхӗн Тав Çырăвӗсене; ТР Ял хуҫалӑхӗпе апат-çимӗç тата агропромышленность комплексӗн Тав ҫырӑвӗсене; Чуваш наци конгресӗн тата чӑваш наципе культура центрӗн Хисеп хучӗсене; Тутарстан халӑхӗсен Ассамблейин Тав ҫырӑвне; Халӑхсен Туслӑхӗн Ҫурчӗн Тав çырăвне; «ТАТМЕДИА» обществăн тата «Сувар» хаҫат редакцийӗн Тав ҫырӑвӗсене; Чӑваш наципе культура автономийӗн тата ТР Чӑваш хӗрарӑмӗсен союзӗн Хисеп хучӗсене; Чӑваш хӗрарӑмӗсен союзӗн Тав ҫырӑвӗсене те  пачӗç.

Кăçал Анатолий Чебанов ячӗллӗ район премийӗпе çар юхăмӗн ветеранне, таврапӗлӳçе, çыравçа, 7 кӗнеке авторне Владимир Ярухина, «Тăван ен» тата «Сувар» хаçатсен штатра тăман корреспондентне Геннадий Карсакова, «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторне, 5 кӗнеке авторне Ирина Трифонована чысларӗç.

Уявра Акатуйăн хăнисем лаптăкра ял тăрăхӗсем йӗркеленӗ чӑваш ялӗсен кил-ҫурчӗсенче те пулчӗç. Вӗсенче наци апат-ҫимӗҫне, сăрине тутанса пăхрӗç. 

Кӑҫал çӗнӗлӗх пулнă май, «Акатуй» уявӗн уҫланкинче ятарласа районти Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗ валли пысӑках мар сцена йӗркеленӗччӗ. Унта ӑстасен куравне, мастер-класӗсене те курма пулчӗ ертӳçи Надежда Мокшина. Çак лаптăкрах кăçал «Акатуй пики – 2026» илем тата талант конкурсӗ те иртрӗ. Сцена ҫине 6 пике тухса, хăйсен пултарулăхӗсене кăтартрӗç. «Акатуй пики» титула тата коронăна Ольга Дергунова ҫӗнсе илнӗ, 2-мӗш вырӑна – Дарья Яковлева, 3-мӗш вырӑна – Ирина Мутина тивӗçлӗ пулчӗç.

Акатуй авалтан ирӗклӗ кӗрешӳ ҫӗнтерӳҫисене, кӗрешӳ паттăрӗсене чыслать. Кăçал «Акатуй паттӑрӗ» ята Матак ял каччи Алексей Шингарев ҫӗнсе илчӗ тата тӗп парнене – такана та – вăлах тивӗçлӗ пулчӗ.

Уявӑн тӗп илемӗ – ташӑ, юрӑ-кӗвӗ. Лаптăкра та, сцена ҫинче те Шупашкартан килнӗ  чӑваш эстрада артисчӗсем хăйсен пултарулăхӗпе халăха савăнтарчӗç, пӗрле ташлаттарчӗç, юрлаттарчӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев