Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ачисемпе мăнукӗсем – унăн савăнăçӗ

Назия Махмутова 25 ҫул колхозра дояркӑра ӗҫленӗ

Юратнӑ ӗҫӗнчен илем тупса пурăнакансенчен телейлӗрех ҫын ҫук та пулӗ. Ҫавӑн пеккисенчен пӗри – Мучелей ялӗнче пурӑнакан Назия Алиулловна  Махмутова.

Назия Алиулловна вӑрҫӑ хыҫҫӑн, 1946 ҫулта, Мучелей ялӗнче, сакӑр ачаллă çемьере, тӑваттӑмӗш ача пулса ҫуралнӑ. Ашшӗ Алиулла пичче – Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, фронтран аманса таврӑнать. Ашшӗ те, амӑшӗ те ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван ялӗнчи колхозра вӑй хунӑ, ачисене хӑйсен тӗслӗхӗпе ӗҫе юратса, лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама вӗрентсе ӳстернӗ.  

Ялти шкулта 8 класс пӗтернӗ Назия аппа телей шыраса, Украина енне ҫул тытать. Шăпа ӑна унта пӗр ял ҫыннипе, пулас мӑшӑрӗпе Султангарейпе тӗл пултарать. Ҫамрӑксем тӗлпулӑвӑн пӗрремӗш кунӗнчен пӗр-пӗрне юратса пӑрахаççӗ, часах мӑшӑрланаççӗ. Пӗрин хыҫҫӑн тепри хӗрӗсем Сания, Венера, Эльмира, Алсу ҫуралаççӗ. Мăшăрӗ шахтӑра забойщикра ӗҫлет. Назия аппа ялшӑн тунсӑхлать, ачисем ют ҫӗр çӗрте тӗпленсе юласран пăшăрханать, ҫавӑнпа мӑшӑрӗпе канашланӑ хыҫҫӑн, вӗсем Мучелей ялне таврӑнса, тӗпленме шут тытаççӗ. Кӗҫӗн ывӑлӗ Ильдар Мучелей ялӗнче ҫут тӗнчене килет. Мăшăрӗ çемйине ялта хӑварать, хӑй вара каярахпа, шахтăран пенсине тухсан кăна, яла таврӑнать.

– Тӑван яла таврӑнса тӗпленнӗшӗн эпӗ нихӑҫан та ӳкӗнмен. Ют ҫӗрте тем пек лайӑх пулсан та, хамӑр ял сывлӑшӗпе сывлама кӑмӑллӑ, –      тет Назия   аппа.


Назия Алиулловна яла таврӑнсанах колхоза фермӑна ӗҫлеме каять, унта ӑна пӗр ушкӑн ӗне параççӗ. Ун чухне фермӑри пур ӗҫе те алӑпа ӗçленӗ, ӗнесене алӑпа сунă, апатлантарнă, айӗсене тасатнӑ, çӳрекен вырăнсене те таса тытнӑ. Ушкӑнра унӑн 25 пуҫ сӑвакан ӗне пулать. Тата килӗнче те выльӑх-чӗрлӗх, хуҫалӑх пур-ҫке, пурне те ӗлкӗрмелле... Ҫавӑнпа Назия аппан ирхи 3 сехетре пуҫланса кайнă кунӗнче вӑхӑчӗ те нумай пулать. Хунямӑшӗпе вӗсем 15 ҫул килӗштерсе, пӗр-пӗрне ҫур сӑмахранах ӑнланса пурăнаççӗ, ӑна юлашки ҫула ӑсатса унӑн пехилне илсе юлать Назия аппа.

Çулсем хушшинче Назия аппапа мăшăрӗ ҫӗнӗ пӳрт туса лартаççӗ, унта ачисене ӳстерсе, пурнӑҫ анлăшне ӑсатаççӗ. Паян Назия аппа хӑйсем туса лартнă ҫӗнӗ пӳртре пурӑнать.

Хисеплӗ ветеранӑн тӳрӗ кӑмӑллӑ ӗҫне тӗрлӗ ҫулсенче районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗнчен, Тутарстанри Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министерствинчен Хисеп грамотисемпе, Тав ҫырӑвӗсемпе палăртаççӗ, районти Сабантуя, малта пыракансен слетне те чӗнсе чыслаççӗ, нумай ҫул вӑл ялта депутат пулса та тăнă.

Назия аппа – ырă чӗреллӗ ҫын. Хӳтлӗхсӗр юлнӑ чирлӗ икӗ тӑлӑха Шакирапа Минсылуна  та, ялта пӗччен пурӑнаканскерсене, килне илсе килсе пăхать, юлашки ҫула ăсатать.

Хисеплӗ ветерана 80 ҫулхи юбилейпе саламлама районти ветерансен советӗнчен Рустем Хамидуллин, Матак ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Шумилов, Мучелей ялӗнчи ветерансен совечӗн ертӳҫи Таскиря Идиятуллина килнӗччӗ. Хӑнасем юбиляра Тав ҫырӑвӗсем, парнесем, чечексем пачӗҫ, ӑна ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр сунчӗҫ. Рустам Хамидуллин хисеплӗ ветерана тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Тутарстан Республикин премьер-министрӗн ҫумӗн – ТР Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗн Марат Зяббаровăн Тав ҫырӑвне пачӗ. 

Паянхи кун Назия аппана 11 мӑнукпа 11 кӗçӗн мӑнук савăнтарса пурăнаççӗ. Амӑшӗпе асламӑшӗн сумлă юбилейне пур ачисем те, мӑнукӗсемпе  кӗçӗн мӑнукӗсем те килнӗччӗ. Ҫуралнӑ кун ячӗпе тулăх сӗтел хатӗрлесе,  уяв ирттернӗ, унта тӑванӗсене, унчченхи ӗҫтешӗсене пурне те чӗннӗ.

– Ялта та халӗ хулри пек пурӑнма пулать. Манӑн килте пур хӑтлӑх та пур. Пенсие вӑхӑтра кӳрсе параççӗ, лавккара мӗн илес тетӗн, ҫавă пур. Султангарейӗм ҫеҫ пурнӑҫран ир уйрăлса кайрӗ, 11 ҫул каялла ӑна юлашки ҫула ӑсатрăмăр. Ачамсем кашни эрнерех килеҫҫӗ, кӳршӗре çеҫ хӗрӗм Сания пурӑнать. Тав тăватăп Турра, маншӑн ачасем питӗ тӑрӑшаҫҫӗ, мана пăхаççӗ, мӗнпур ӗҫе пӗрле пуçтарăнса тăваҫҫӗ, вӗсене чунтанах тав тӑватӑп, – тет Назия Махмутова.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев