Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ачасен хӑрушсӑрлӑхӗ – пӗрлехи яваплӑх

Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн хуралӗнче тăракансем ҫул-йӗр правилисене ҫирӗп пӑхӑнма чӗнеҫҫӗ

Районта шкул ҫулне ҫитменнисемпе шкул ачисене ҫул-йӗр правилисене вӗрентес ӗҫ малалла пырать. 

Мероприятисем Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД пайӗн инспекторӗсем, «Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалӑх учрежденийӗн представителӗсем, ҫул-йӗр юхăмӗн ҫамрӑк инспекторӗсен хастарӗсем хутшӑннипе иртеҫҫӗ. 

«Сказка» ача сачӗ умӗнче ирттернӗ «Ача – тӗп пассажир» акцийӗн тӗп тӗллевӗ – пассажир-ачасен хӑрушсӑрлӑхӗн проблемисене ашшӗ-амӑшӗн тимлӗхне явӑҫтарасси, районта пурӑнакансене ҫул-йӗр правилисене пăхăнтарасси, уйрӑмах ачасене автомобильпе ятарлӑ ларкӑчсемпе илсе çӳретесси, хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсене ҫыхăнтарасси пулчӗ. Ачасем машина салонӗнче чухне вӗсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн туллин руль умӗнчи ҫын, ашшӗ-амӑшӗ яваплӑ пулать», – тесе пӗлтерчӗ «Çул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăх учрежденийӗн специалисчӗ Диана Мухаметшина.

Ашшӗ-амӑшне ҫак кун «Ача – тӗп пассажир»  текен справочниксем пачӗç, водительсем хӑйсен пурнӑҫӗшӗн кӑна мар, ытти ҫынсен пурнӑҫӗшӗн те яваплӑ пулнине аса илтерчӗç.

– Кӗҫех каникул пуҫланӗ. Çакă – ачасемшӗн кану вӑхӑчӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах хӑрушлӑх та ӳсет. Ачасем час-часах урамра пулаҫҫӗ, тусӗсемпе уҫӑлса ҫӳреҫҫӗ, выляҫҫӗ. Шел те, шăпах ҫак тапхӑрта инкексен шучӗ ӳсме пултарать. Ҫавӑнпа эпир ашшӗ-амӑшӗсене, ачисене уйрӑмах тимлӗ пулма чӗнсе калатпăр, – теççӗ ГИБДД инспекторӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев