Кӗрхи каникул тапхӑрӗнче ачасен хӑрушсӑрлӑхне тӗрӗслессине уйрăмах вӑйлатӗҫ
Районти ГИБДД пайӗ ачасен кӗрхи каникулӗн тапхӑрӗнче водительсемпе ҫуран ҫӳрекенсене ҫулсем ҫинче уйрӑмах тимлӗ пулма чӗнсе калать.
2026 çулхи октябрӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 8-мӗшӗччен Тутарстан Республикин территорийӗнче ачасен ҫул-йӗр-транспорт травматизне пултарас марришӗн анлă масштаблă «Кӗрхи каникул» ятлă мероприяти иртӗ. 2026 ҫулхи 9 уйӑхра республика ҫулӗсем ҫинче 358 çул-йӗр-транспорт инкекӗ пулнӑ, вӗсенче 14 ача вилнӗ, 381-шӗ аманнӑ.
Ачасене транспортпа илсе çӳренӗ чухне аварисемпе ҫыхӑннӑ лару-тӑру уйрӑмах пӑшӑрхантарать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 13 пассажир-ача вилнӗ.
– Паллах, кӗрхи каникул вӑхӑтӗнче ачасем килте ахаль лармаҫҫӗ. Хальхи лару-тӑрӑва тата пысӑк цифрӑсене шута илсе, ачасем йышлӑн çӳрекен вырӑнсенче кӗрхи каникул тапхӑрӗнче рейдсем ирттерӗҫ. Çаплах, ачасене лартса çӳрес йӗркесене пăхăннине, ҫуран каҫмалли ҫулсене уйрӑмах тимлӗх уйӑрӗҫ. ГИБДД пайӗн ӗҫченӗсем, çамрӑк инспекторсем отрячӗсемпе, ашшӗ-амӑшӗн комитечӗсемпе, педагогсемпе, «Малтисен юхӑмӗ» обществăлла организаципе пӗрле те ӗçлӗç. Ҫак тапхӑрта çутă кунсем кӗскелнипе тата ҫулсем ҫинче ҫанталӑк условийӗсем япӑхланнипе питӗ асӑрхануллӑ пулмалла, – тесе палӑртать ГИБДД пайӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Михайлов.
Ҫак кунсенче районти пӗлӳ паркан учрежденисемпе ача сачӗсенче «Ача – тӗп пассажир!» ятлӑ мероприятисем те иртеççӗ.
«Кӗрхи каникул» пынă хушăра ачасене лартса çӳрес йӗркесене пăхăннине уйрăмах пысăк тимлӗх уйрăлӗ. Акци шайӗнче ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнасси тата ачасене хӑрушлӑхсӑр ҫӳретесси пирки калаҫусем ирттереҫҫӗ. Мероприятийӗн тӗп тӗллевӗ – ашшӗ-амӑшӗсене ачисене хӑрушлӑхсӑр илсе çӳретессине хăнăхтарама явăçтарасси. Кун пирки специалистсем справочниксем те валеçӗç. Акцие районти ГИБДД пайӗн ӗҫченӗсемпе тата «Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» учрежденийӗн представителӗсемпе, çамрӑк инспекторсен отрячӗсемпе пӗрле ирттереҫҫӗ.
Нет комментариев