Ача вырӑнӗ ятарлă креслора пулмалла!
Çакна пӗлмелле!
Раҫҫейре ачасене автокреслосӑр ҫӳретнӗшӗн штрафсен виҫи икӗ хут ӳсрӗ.
Тӳрлетӳсене Административлă право йӗркине пăсакансен кодексӗн 12.23 статйин 3-мӗш пайне кӗртнӗ. Водительсемшӗн чи пысӑк штрафа 5 пин тенкӗ таран ӳстернӗ.
Должноҫри ҫынсемшӗн санкцисем халӗ 25-50 пин тенкӗпе танлашаҫҫӗ, юридици тӗлӗшӗнчен – 100-200 пинпе танлашать.
Хӑй тӗллӗн ӗҫлекен таксистсем валли штраф должноҫри ҫынсемпе танлашать, 50 пин тенке ҫитет.
Мӗншӗн автокресло?
Ятарлӑ хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсемпе амортизацилекен материалсене пула автокресло автомобиль ҫапӑннӑ е сасартăк тормоз çине пуснă чухне ачасен суранланас хӑрушлӑха палăрмаллах чакарать. Вӑл ачана кресло ҫинче тытса тӑрать, пырса çапăнассине чакарать.
Чылай ҫӗршыв законодательстви палӑртнӑ пӗр ӳсӗмри тата йывӑрӑшри ачасене лартса çӳретессишӗн ачасен автокреслисемпе обязательнӑй майпа усӑ курма ыйтать.
Раҫҫейре ачасене 7 ҫултан кӗҫӗнреххисене ача пӗвӗпе тата йывӑрӑшӗпе тивӗҫтерекен ятарлӑ хатӗрсенче кӑна илсе çӳремелле.
Хальхи автокреслосене лайӑх проектланӑ, ачасене вӑрӑм ҫул ҫӳревсенче те хӑтлӑ ларма май парать. Тӗрӗс вырнаçтарнă автокресло ачан ҫурӑм шӑмми ҫинчи тиеве чакарма пулӑшать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев