96 ҫулта пулсан та баянпа вылять
Ветерансем
Чӑваш Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан, чипер те пултаруллӑ Мария Степановна Сачкова хӑйӗн 96 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ.
Выҫлӑхне, хӗн-хурне, хуйхи-суйхине те нумай курнă пулин те, 96 ҫула çитнӗ Мария Сачкова халӗ те чун хавалне упрать, питӗ хастар, иртнӗ ҫулсенчи пур пулăмсене те астӑвать. Мария аппа халӗ те купӑс та калать, вырӑсла, чӑвашла, çаплах, тутарла та юрлама пултарать.
Мария Степановна ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ. Ӗҫ çулне колхозра пуҫлать, каярахпа Ульяновск хулине куҫса каять, чугун ҫул станцийӗнче ҫул кӑтартакан пулса ӗҫлет. Вăрçă çулӗсен ӑрăвӗн çыннисем пекех, вăл та йывӑр шӑпа тӳссе ирттернӗ. Паянхи пурнӑҫа вӑл тав туса, килӗнче яланах ӑшӑ та тутӑ, пурнăç тулӑх пулни çинчен калаçрӗ.
Мария Степановна мăшăрӗпе 50 ҫул килӗштерсе пурăнаççӗ, икӗ ача пăхса ӳстереççӗ. Халӗ унӑн пысӑк та юратнă ҫемйи пур: виçӗ мӑнук, икӗ кӗçӗн мăнук. Ачисемпе мӑнукӗсем хӑйсен юратнӑ çынни патне час-часах килсе ҫӳреҫҫӗ. Хӑй вӑл, пӗччен пурӑнать пулин те, хастар: халичченех хӑйӗн юратнӑ «Тăван ен» хаҫатне те вулать.
Мария Степановнана паллӑ кунпа саламлама район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин тата ял тăрăхӗн Ӗç тăвакан комитечӗн представитель килнӗччӗ. Хӑнасем ăна Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне тата асӑнмалӑх парне пачӗҫ. Алексей Ярухин аслӑ ӑрури ҫынсем ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх пулнине палӑртрӗ, вӑрӑм та телейлӗ кун-ҫул сунчӗ.
Тимлӗхне кура хӗпӗртенӗ Мария Степановна хăнасене чун-чӗререн тав турӗ, пурне те телей, савӑнӑҫ, юрату тата ырлӑх сунчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев