90 ҫулхи юбилейпе саламларӗҫ
Ватă çынсен кунӗнче ӑшӑ, килти лару-тӑрура, Кӗҫӗн Аксу ялӗнче пурӑнакан Владимир Николаевич
Митрофанов 90 ҫулхи юбилей ячӗпе саламсем йышăнчӗ.
Вӑл ҫӗршыв пурнӑҫӗнчи нумай пулӑма курса, хутшӑнса, пурнӑҫӑн ҫӑмӑл мар ҫулне тивӗҫлипе утса тухнӑ. Вӑл вӑрҫӑчченхи йывӑр ҫулсенче, 1935 çулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Мӗн пӗчӗкрен ӗç мӗн иккенне пӗлсе ӳснӗ. Ашшӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче хутшăнать.
Владимир Николаевич пурнăçра ачаранах тăлăха тăрса юлать. Ашшӗ маларах, ун хыççăн амăшӗ те пурнăçран уйрăлса каяççӗ. Владимир тата унӑн тетӗшӗпе йӑмӑкӗ мăнакăшӗн хӳттинче тăрса юлаççӗ. Чире пула тӑватӑ класс ҫеҫ вӗренме тӳрӗ килет. Çулӗ çитсен вара, çарта виҫӗ ҫул хӗсметре тӑрать. Ҫартан таврӑнсан ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван колхозра, стройкӑра, платникре ӗҫлет.
Мӑшӑрӗпе Вера Ильиничнапа вӑрӑм та телейлӗ ҫулсем пурӑнаççӗ. 6 ача ҫуратса ӳстереççӗ. Вӗсен ачисем тантӑшӗсемпе юлташӗсемшӗн яланах тӗслӗх вырӑнӗнче пулаççӗ, тӑрӑшуллӑ, лайӑх вӗреннӗ. Владимир Николаевичпа унăн мăшăрӗн хуйхи те нумай пулать. Пӗр ывăлӗн, салтакра чухне, хăрушă трагедире пурнăçӗ татăлать, ун хыççăн тата икӗ ывăлӗн те кунӗсем кӗске пулаççӗ. Икӗ хӗрӗ Ульяновск хулинче, хӑйсен ҫемйисемпе пурӑнаҫҫӗ, мӑнукӗсем вара, кукашшӗне, аслашшӗне ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтараҫҫӗ. Вӗсем пурте хăйсен хаклă çыннине юбилей ячӗпе саламлама килнӗччӗ.
Шел пулин те, 23 ҫул каялла, мăшăрӗ Вера Ильинична пурнăçран уйрăлса каять. Хальхи вӑхӑтра юбиляр ывӑлӗпе Николайпа, кинӗпе Аленапа тата мӑнукӗсемпе пӗрле, вӗсен хӳттине туйса пурӑнать.
Аслă çулсене çитсен те, Владимир Николаевич ырӑ та уçă кӑмӑллӑ, пурнӑҫпа интересленсех тӑракан ҫын пулса юлнӑ. Хӑйӗн ачисем, мӑнукӗсем ӑнӑҫлӑ пурӑннӑшӑн савӑнать.
Владимир Николаевича 90 ҫул тултарнӑ ятпа саламлама район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин, ял тăрăхӗн Ӗҫ тӑвакан секретарӗ Нургизя Блохина килнӗччӗ. Хӑнасем вӑрҫӑ ҫулӗсенчи тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи тапхӑрти ӗҫӗсемшӗн юбиляра чӗререн тав сӑмахӗсем каларӗҫ, район пуҫлӑхӗн Марат Гафаровăн чи ӑшӑ сунăмӗсене пӗлтерчӗç, парне, чечек пачӗҫ.
Владимир Николаевичӑн ҫуралнӑ кунӗ савӑнӑҫлӑ уяв кунне çаврăнчӗ, вӑл ӑна лайӑх кӑмӑл-туйӑм, хастарлӑх парнелерӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев