Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

90 ҫул тултарнă ятпа саламларӗç

Раиса Александровна Юдинан 6 мӑнук тата 8 кӗҫӗн мӑнук пур

Алешкин-Саплăк ялӗнче пурӑнакан Раиса Юдина хӑйӗн 90 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ.
Юбилей ячӗпе ăна районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Радик Багаутдинов тата Алешкин-Саплăк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Петр Артемьев, ялти ветерансен совечӗн ертӳçи Валерий Марков саламларӗҫ. Ҫавӑн пекех, ялти Культура çурчӗн представителӗсем те килнӗччӗ. Хӑнасем юбиляра ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх, вӑрӑм та телейлӗ кун-ҫул сунчӗҫ, район пуҫлӑхӗн Марат Гафаровăн ячӗпе саламлӑ ҫыру, парнесемпе чечексем пачӗҫ.

Раиса Юдина 1935 ҫулхи декабрӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шăхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Пилӗк ачаллă çемьере ӳссе çитӗнет вăл. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче Раиса Александровна 5 çулта кăна пулнă пулин те, вӑрҫӑ ҫынсемшӗн хӑрушӑ инкек пулнине питӗ ӑнланнӑ. 

Раиса Александровнан ачалӑхӗ ҫӑмӑл пулман. Пӗчӗк Рая 1943-мӗш ҫулта пӗрремӗш класа каять. Вӗренӳпе пӗрлех вӗсене, ачасене, колхоз ӗҫне те явӑҫтарнӑ. Уйра вӗсем пучах пуҫтарнă, вăй-халӗсенчен килнӗ ытти ӗҫе те пурнăçланă, ҫӑпата тӑхӑнса ҫӳренӗ. 

Вӑрҫӑ пӗтнине те лайӑх астӑвать вӑл. Вӗсене, вӗренекенсене, ун чухне икӗ хутчен ял ҫыннисене лайӑх хыпар пӗлтерме янӑ, пӗрремӗш хут, майăн 7-мӗшӗнче, вӗсем ял ҫыннисене вӑрҫӑ часах пӗтесси ҫинчен пӗлтернӗ, майăн 9-мӗшӗнче вара, ял халӑхне вӑрҫӑ ҫӗнтерӳпе вӗҫленни ҫинчен хыпар пӗлтереççӗ.

— Ун чухне пӗтӗм халӑх савӑнчӗ, пурте ташлаççӗ, юрлаççӗ, йӗреççӗ, — тесе аса илчӗ çав çулсене Раиса Александровна. 

Раиса Александровна, 1959 ҫулта, хӑйӗнчен пӗр ҫул аслӑрах Алешкин-Саплăк ялӗн каччипе Михаил Юдинпа çемье çавăрать. Килӗштерсе, лайăх пурӑнаҫҫӗ вӗсем. Çемьене туллилентерсе тӑватӑ ывӑл ҫут тӗнчене килет. Мăшăрӗ колхозра завхоз, кладовщик, трактор бригадинче учетчик пулса нумайччен ӗҫлет. Шел пулин те, Михаил Николаевич, 85 ҫул тултарсан, ҫӗре кӗрет. Улттӑмӗш ҫул Раиса Александровна мăшăрӗсӗр пурӑнать. Ывӑлӗсем ӑна манмаҫҫӗ. Асли, Борис Михайлович, Алешкин-Саплӑк шкулӗнче физкультура учителӗ пулса ӗҫлет, амăшне хирӗç çуртра кăна пурӑнать. Чи кӗҫӗнни те ялтах юлнӑ, анчах унӑн шӑпи трагедиллӗ пулать, унăн пурнăçӗ 35 ҫултах татăлать. Тата икӗ ывӑлӗ, Владимирпа Юрий, Ульяновск хулинче çемйисемпе пурӑнаҫҫӗ. 

Раиса Александровна ӗмӗрӗ тăршшӗпех лавкка заведующийӗнче вӑй хурать. Вӑл яваплӑ ӗҫлени, пысӑк пӗлӳллӗ пулни, калаçуранах палăрать. Вӑтам професси пӗлӗвне вăл Пӗкӗлме хулинчи училищӗре илет. Вӗренсе пӗтерсен лавккара ӗҫлеме пуҫлать, мӗн тивӗçлӗ канăва тухичченех ҫак должноҫа йышӑнать.

— Ӗлӗкрех хальхи пек пулман. Эпир пӗчӗк упаковкӑсемпе суту-илӳ туман. Михӗсемпе, питӗ йывӑр тиев йӑтаттӑмӑр, ҫавӑнпа, тен, урасем те ыратаççӗ, — тет ӗçленӗ çулӗсене аса илсе Раиса Александровна.
Раиса Александровна хальхи вăхăтра килӗнче пӗчченех пурӑнать, ывӑлӗсем ӑна хӑйсем патне илсе каясшăн, анчах вӑл килӗшмест. Хӗл каçма кăна ывӑлӗ патне куҫать, ҫуркунне вара каллех хӑй килне, мăшăрӗпе пӗрле пурӑннӑ, ача-пӑча ӳстернӗ тӑван килне таврӑнать.

Раиса Александровнана паян 6 мӑнук тата 8 кӗҫӗн мӑнук савăнтарса пурăнаççӗ.

Раиса Александровна хӑнасем килнӗшӗн питӗ савӑнчӗ. Вӑл ҫак куна хӑйшӗн тата ҫемйишӗн чӑн-чӑн уяв туса пама тӑрӑшакансене пурне те тав турӗ, хӑнасене тӑнӑҫлӑх, тулӑх пурнӑҫ тата ӗҫре ӑнӑҫу сунчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев