Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

90 ҫул – ӑслӑлӑх, ӑшӑлăх тата юрату!

Олимпиада Андреевна Измайлован пӗтӗм пурнӑҫӗ Ҫӗпрел районӗпе уйрӑлми ҫыхӑннӑ

Июлӗн 5-мӗшӗнче педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, Аслă Аксу ялӗнче пурӑнакан Олимпиада Андреевна Измайлова хӑйӗн 90 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ.

Ҫак паллӑ кун Олимпиада Андреевнана район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин, Аслă Аксу ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виктор Митрошкин тата ялти вӑтам шкул директорӗ Юрий Мутин та  ăшшăн саламларӗç.  Юбилей ячӗпе хăйне саламлама килнӗшӗн савăнчӗ, пурне те тав турӗ.

Хӑнасем Олимпиада Андреевнӑна район пуҫлӑхӗн Марат Гафаровăн саламлӑ ҫырăвне, асӑнмалӑх парнесем тата чечек ҫыххи пачӗҫ, ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр, хастарлӑх тата ҫемье ӑшши сунчӗҫ.  

Олимпиада Андреевнан пӗтӗм пурнӑҫӗ Ҫӗпрел районӗпе уйрӑлми ҫыхӑннӑ. Вӑл Анат Вӑрманай Шăхаль ялӗнче вӗрентекенсен Андрей Федоровичпа Анна Степановна Каргинсен ҫемйинче ҫуралнӑ. Пулас педагогӑн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ ашшӗ-амӑшӗ ӗҫленӗ Чӑваш Ҫӗпрел ялӗнче иртет.

Вӑтам шкултан вӗренсе тухсан, 1953 ҫулта, Олимпиада Измайлова И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш педагогика институчӗн ют чӗлхесен факультетне вӗренме кӗрет. 1957 ҫулта вӑл Алтай крайӗнчи ҫерем ҫӗрсене уçнă ҫӗрте хутшӑнать, ҫавӑншӑн ӑна «За освоение целинных и залежных земель» медальпе тата «За освоение новых земель» паллӑпа чыслаççӗ.

1958 ҫултан пуҫласа 1994 ҫулччен Олимпиада Андреевна Аслӑ Аксу вӑтам шкулӗнче нимӗҫ чӗлхине вӗрентет. Ҫавӑнтах унӑн мăшăрӗ те, Михаил Семенович, математика учителӗ пулса ӗçлет. Унӑн пӗтӗмӗшле педагогика стажӗ – ҫӗршер тав тӑвакан вӗренекен, вун-вун награда, вӗсен хушшинче: «Ӗҫ ветеранӗ» медаль (1978 ç.), «РСФСР халӑх ҫутӗҫ отличникӗ» (1988 ç.) тата «Социализмла ăмăрту çӗнтерӳçи» (1975 ç.) паллӑсем, ҫаплах, ТАССР Çутӗҫ министерствин Хисеп хучӗ (1978 ç.) пур. 
Олимпиада Андреевна мӑшӑрӗпе Михаил Семеновичпа пӗрле виҫӗ хӗр ҫитӗнтернӗ, вӗсене тивӗçлӗ пӗлӳ илме, пурнӑҫ ҫулне суйлама пулӑшнӑ. Аслӑ хӗрӗ Людмила Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ, бухгалтерта ӗҫлет. Вӑтам хӗрӗ Ирина ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ – математикӑпа физика учителӗ пулса тӑнӑ. Кӗҫӗн хӗрӗ Татьяна финанс институтӗнчен вӗренсе тухнă, хăйӗн специальноҫӗпе ӗҫлет.

Паян юбилярӑн пысӑк та туслӑ ҫемье: 5 мӑнукпа 6 кӗçӗн мӑнук, вӗсем хӑйсен кукамӑшне, мăн кукамăшне  питӗ юратаҫҫӗ, ун патне час-часах килсе ҫӳреме тӑрӑшаҫҫӗ. 

Юбилей кунӗнче  тулăх сӗтел хушшине пӗтӗм пысӑк ҫемьепе ҫывӑх тӑванӗсем те пухӑннă. Вӗсем пурте чун-чӗререн Олимпиада Андреевнана сывлӑх тата нумай-нумай ҫутӑ кунсем суннă.

Олимпиада Андреевнана çак паллӑ кунпа чун-чӗререн саламлатпӑр! Кашни кунхи савӑнӑҫ, ҫывӑх ҫыннисен ӑшшине, юратăвне, тимлӗхне, телейлӗ пурнăç çулӗ сунатпăр!

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев