Виççӗн сак ҫинче
Калав
Ҫурхи хӗвел ӑшшипе киленме, Хыркассинчи кӳршӗри туссем сак ҫине тухса ларнӑ. Пӗр-пӗрне тахҫанах курман пек пӳле-пӳле калаҫаҫҫӗ. Хӗлӗпӗ юр тăкса ывӑннӑскерсем канса лараҫҫӗ. Хӗвелçаврăнăш вăррине кӗсйисене тултарса тухнӑ та шӗкӗлчеççӗ. Маруç çеç кавăн вăррине çисе ларать.
– Маруҫ кавӑн вӑррине кӑна çисе ан лар, ме тыт хӗвелҫаврӑнӑш, – терӗ Катерина чӑмӑр тулли тӗшӗ панӑ май.
– Кавӑнне те типӗтсе хунӑскерсене пӗтермелле. Хӗлӗпе ҫисен те пӗтереес ҫук. Тӗпсакайне сентре тулли кавӑн сӗткенӗ хатӗрлесе вырнаҫтарнӑ. Тепрехинче сире те сӑйлатӑп-ха, – терӗ савӑнӑҫлӑн Маруҫ.
– Нумай пулать курнӑҫманни манăн тусăмсем. Юр та ирӗлсе пӗтет акă, – пуҫларӗ Надюша калаçăва.
– Ара ҫав, хӗл те иртсе кайрӗ. Ир пулать, те каҫ пулать. Сехет пӗрмай шаккать. Урама тухас тенӗ чухне, кӑмӑл ҫук, кино курнӑ ҫӗртен тухса ҫӳрес те килмерӗ, е урăх сăлтав пулать, – тӑсрӗ малалла Катерина.
– Тупнă, пӗр вӗçӗм сериал курмалли вăхăтсем. Çак ăшă çанталăкра та пӳртре ларас килет-и? Часах пахча ӗçӗсем пуçланаççӗ. Ун пек чухне тухма вăхăт та пулмӗ, – тăсрӗ сăмах çăмхине Маруç. – Юрӗ-ха, сирӗн яланхи юрату, уйрăлу, çапăçу пирки сӳпӗлтетме. Ялти пурнăç ытларах интереслентерет. Пӗр кулӑшла пулӑм пирки каласа парас-ха. Кӗҫнерникун каҫмаран каҫнӑ чухне Лешкасри Ваҫҫан Славик ывӑлӗ пӑрӑҫ сӗрнӗ пек пысӑк хӑвӑртлӑхпа иртсе кайрӗ. Ҫаврӑнса пӑхрӑм та ҫырмара «Майта! Майта!», тесе такама чӗнет пек. Йытти «Найда» тухса кайнӑ-ши тетӗп? Ăнланса пӗтеймерӗм. Çавах сӑнаса тӑтӑм, киле кайма васкамарӑм. Пӗлес килет-ҫке-ха?
– Вара малалла мӗн пулчӗ? – сывламасăр итлесе ларакан Надюша сиксе тăрса ыйтрӗ.
– Тимлӗн итлӗр! Хӑшкӑлса ҫитрӗ каялла килнӗ май. Паш-паш сывлать. Ара, кама ҫав териех чӗнен, тетӗп, пӗлес килнипе. «Майта пӑйӑва. Кама ӗнтӗ?» – хуравларӗ хирӗҫ.
Селӗппӗн калаҫать, кулса ярас темерӗм, патакӗпе хирӗҫ ярӗ терӗм, – кулса ярас пек каларӗ Катерина.
– Марта тенӗрен. Канихвет Люҫҫи ӗни хӑҫан пӑрулассине те пӗлмен-ши? Шӑп та лăп мартӑн 8-мӗшӗнче ӗни пӑруланӑ. Тына пăрушне ирхине ӗнине сума тухсан курах кайнă тет, улашка пӑрăвӗ ӗни ҫумӗнче выртнине. «Марта» ятпа чӗнме пуҫланӑ тет, – хавхаланса илчӗ Маруҫ.
– Ав, чипер Натали ӗнине сӑвас килменнипе сутса янӑ. «Аллерги тарӑхтарчӗ» тенӗ упӑшкине. Алăсем çине вӗтӗ шатрасем тухса канăçсăрлантараççӗ, тенӗ.
– Укҫаран нимӗн те кӗҫетмест-ши? Укҫа тесен, шапа та аллине тӑснӑ теҫҫӗ, – тарӑхса илчӗ Катерина.
– Ирпе тутлӑ ыйха татса, камӑн тислӗк тасатас килтӗр? Ӗнене пӑхмалла, ай сарӑмне тасатмалла. Ӗçе кайиччен пур ӗçе те вӑхӑтра веҫ пурнӑҫламалла, кӑнтӑрлаччен ҫемҫе диван ҫинче ҫывӑрса выртмалла мар. Вӑрансан куҫӗсене уçнă-уҫман телефон ӑшне пуҫӗпех кӗрсе ӳкеҫҫӗ. Апат пӗҫермелли пирки мансах каяҫҫӗ. Хальхи ҫамрӑксем питех выльӑх тытасшӑн мар ҫавӑ, – терӗ Надюша кӑмӑлсӑррӑн.
– Телефонӗпех выртса ҫывӑраҫҫӗ. Анаткасри Ленук кулӑшла видеороликсем курса, пӑтти ҫунма пуҫланине те сисмен. Юрать-ха упӑшки ӗҫрен вӑхӑтра таврӑннă, кăнтăр апатне. Тӑн кӗртсе илнӗ, аванах пӑскӑртнӑ, тет. Пӗр эрне чӗнмесӗр ҫӳренӗ пулнӑ. Кавӑн Иришки тата ҫӑмарта пӗҫерме лартнӑ та диван ҫине кайса ларнӑ пулнӑ. Шатӑрт-шатӑрт тунипе ҫеҫ аса илнӗ, ҫӑмартисем хуралса кайнӑ, шывӗ вӗресе пӗтнӗ, савӑчӗ хăрăмланса кайнă пулнă. Самантлӑха мансах кайнӑ тет, плита ҫине пӗҫерме лартнине. Хунямӑшӗ аванах тустарса илнӗ, ӑс кӗртнӗ тет ҫамрӑк кинне.
– Иртнинче лавккана кайсан алӑкӗ ҫинче «сӗт-турӑх, тӑпӑрчӑ сутатӑп» тесе ҫырнӑ пӗлтерӳ пурччӗ. Туянакансене Тукасри Валя кӑшт йӳнӗрехпе сутать иккен. Ҫакна Света курнӑ та, тытӑннӑ тет тустарма. Сӗт витрине лартсах урам варринче хутлӑ сӑмахсемпе ятлаҫнă. «Сӗте йӳнеҫтерсе ан яр, манран яланхи туянакансене туртса илен, сан пата куҫма пултараҫҫӗ» тесе хӑртса тӑкнӑ тет. Сурчӑк сирпӗтсех тулашнӑ пулать. Хӗвекла каласа хӑварчӗ, сӗт пуҫтаракана сӗт пама тухсан курнине-илтнине.
– Урамра тухса ҫын ҫинчен култараççӗ. Кур-ха эс, «пиҫнесмен» Света, – каларӗ Катерина.
– Конкуренципе хӑратать, – лӗх-лӗх туса кулчӗ Маруҫ.
Такăш самантра хӗвеле пӗлӗтсем хупăрласа илчӗç. Тавралăх тӗксӗмленчӗ, вӗтӗ çумăр пӗрӗхме пуçларӗ.
– Çанталăка пӗлме çук. Улшăнсах тăрать, – терӗ Маруҫ.
Çул аяккипе Тимахви сунчăкпа утни курăнчӗ.
– Кур-ха, Катерина, сана шеллесе килет, – терӗ Надюша çаврăнса пӑхса.
– Киле кӗме шутламастăр-и-ха, пакăлтисем? – çилессӗн каларӗ Тимахви. – Эпӗ сана мунча тавра юр уҫан тесе. Вӗсем вара урамра пуҫтарӑннӑ, кашта ҫинчи чӑхсем пек лараҫҫӗ.
– Вӑхӑт ҫитсен веҫех ирӗлсе пӗтет, – терӗ Катерина тӳрре тухса.
– Пӗтичченех кӗтмелле-ши? Шыв картише ан кӗтӗр тесе уҫмалла ҫав, – Тимахви ӗҫ тухмасса ӑнланчӗ те аллисе сулса каялла уттарчӗ.
Катерина кӳршисемпе сывпуллашса тӑмасӑрах, ним чӗнмесӗр шыв сыпнӑн упӑшки хыҫҫӑн таплаттарса кайрӗ. Надюшпа Маруҫ ҫӑварӗсене карсах пӑхса юлчӗҫ.
– Вӑт Тимахви, пӑскӑртрӗ-и Катеринӑна? – пӗрремӗш чӗнчӗ Надюша. – Ӗҫне пӗтерсе тухнӑ пулсан вӑрҫӑнмастчӗ.
– Юрӗ апла, манӑн Толик та диван ҫинчен тӑрса тухиччен каяс пуль, – Маруҫ та васкаса кайрӗ.
– Ик айкки те тӑвайкки. Маншӑн пурпӗрех, кӑмӑлсӑрланса кӗчӗҫ пурте, – тесе утрӗ Надюша.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев