Ҫӗтнӗ чун
Поэзи
Кун иртрӗ. Хӗвел те анчӗ.
Каҫ сӗмӗ хуплать ҫӗре.
Уйӑх та таҫта ҫухалчӗ,
Кассӑн-кассӑн ҫил вӗрет.
Урамра сулхӑн та нӳрлӗ –
Юр пӗтмен-ха ирӗлсе.
Ыйха путнӑ ялӑм мирлӗ
Ҫывӑрать ҫӗн кун кӗтсе.
Шӑплӑхра тӑма асамлӑ,
Чӑрмав ҫук шухашлама.
Иртсе кайрӗ ман ачалӑх,
Шуратать ҫӳҫ пуҫӑма.
Тем самант – хам та сисмерӗм,
Ҫитсе лартӑм ҫак куна.
Телейне мӗнне пӗлмерӗм,
Йӑшкаттарать вут чуна.
Кӑлӑхах, тен, хурланатӑп?
Ырӑ-сывӑ-ҫке, чӗрех.
Ҫук! Тӗллевсӗр пурӑнатӑп.
Сая ярса ӗмӗре.
Кам калать, телей мӗнре-ши?
Ырлӑха мӗнле тупас?
Пурнӑҫ тӗлӗшне пӗлсессӗн
Мӗн виличчен савӑнас.
Николай Андреев,
Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев