Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Чи нумай вуланаканни

Шăнкăрч йăви

Калав

Пиллӗкмӗш класра вӗренекен Матвей тахҫанах шӑнкӑрч йӑви тума ӗмӗтленчӗ. Пӗлтӗртенпе канӑҫ памарӗҫ шухӑшсем. Ашшӗпе те калаҫрӗ, вӑхăт ҫуккине каларӗ. Вӑл кашни самантра ҫуркунне пахчари йывӑҫ ҫине шăнкăрчсем валли ҫурт ҫакасса, унта хаваслӑ шӑнкӑрчсем вырнаҫасса куҫ умне кӑларчӗ. 
Пӗр кунхине интернетри ӳкерчӗксемпе паллашрӗ, хавхаланса Матвей ӗҫе тытӑнма шут тытрӗ.
Шӑматкун ирхине вӑл гаражра  кивӗ хӑмасем тупрӗ, мӑлатук, пӑта кӑларчӗ. Кӑранташпа виçрӗ, турткаларӗ. Матвей чертеж ӳкерме хӑтланчӗ, питех тирпейлӗ пулмарӗ, анчах шухӑшӗ паллӑ: тӑрӑллӑ, кайӑксем валли ҫаврака шӑтӑклӑ тӑваткал ҫурт.
Ӗҫе тытӑнчӗ. Вӑл хӑмасене пăчкăпа каскаларӗ, анчах йӗрӗсем тикӗс мар тухаҫҫӗ. Каснӑ пайсене ҫапса лартрӗ, вӗсем пӗр пек пулман, стенасем хушшинче хушӑксем курăнчӗç. Пӳрт тӑрри ниепле те пӗр пек тытӑнса тӑрасшӑн пулмарӗ. Матвей тем пекех тӑрӑшрӗ, тарларӗ, куҫ харшисене пӗрчӗ, анчах шӑнкӑрч йӑви кукӑр та тайкаланчӑк пулса тухрӗ. Тахӑш самантра вӑл кӑмӑлсӑрланчӗ те инструментсене айккинелле хучӗ.
Çак самантра гаража ашшӗ кӗчӗ. Вӑл Матвейӗн ӗçӗ ҫине ним чӗнмесӗр пӑхса илчӗ, йӑл кулса каларӗ:
– Ну, мӗнле, çамрăк маçтăр, кунта пулăшу алли  кирлӗ пулас? Атя-ха, пӗрле туса пӗтеретпӗр.
– Пулса пӗтереймерӗ çав, – терӗ Матвей ашшӗне.
Матвей ашшӗ  малтан тӗрӗс чертеж тума, пур татăксене те тӗп-тӗрӗс виҫме сӗнчӗ. Пӗрле вӗсем линейка, угольник тата кӑранташ илчӗҫ. Матвей ашшӗ хӑмасем ҫине палăртнă йӗрсем турткаланине интересленсе сӑнарӗ. Унтан ашшӗ пăчкăпа мӗнле тикӗс касмаллине кӑтартрӗ.
–  Халӗ ӗнтӗ йывăç татăксен ҫыхӑнӑвне тишкерер, –терӗ ашшӗ. – Вӗсене кирлӗ вырӑнсенче ҫапса, кӗтессем тӳрӗ пулнине тӗрӗслени пӗлтерӗшлӗ.
Матвей мӑлатук илчӗ, ашшӗ хӑмасене тытса тӑчӗ. Малтан тӳрех пулмарӗ: пӗрре пӑта авӑнчӗ, тепре алӑ чӗтрерӗ. Анчах ашшӗ хавхалантарчӗ:
– Нимех те мар, пӗрремӗш хут камӑн та пулин питӗ лайӑх тухмасть. Чи кирли – ӗçлесе пӑхасси!
Майӗпен ӗҫ хаваслӑрах пулса пычӗ. Матвей тирпейлӗн пӑта ҫапма вӗренчӗ, ашшӗ шăнкăрчем кӗмелли ҫаврака шӑтӑка пӑралама пулӑшрӗ, ун умӗнчи шалчана ҫирӗплетрӗ. Юлашкинчен вӗсем, кайӑксем ан аманччӑр тесе, хӗррисене кӑшт якатрӗҫ.
Шӑнкӑрч йӑви хатӗр чухне Матвей ун ҫине пӑхса савӑнса пӗтереймерӗ. Вӑл тирпейлӗ, ҫирӗп, илемлӗ те пулса тухнӑ!
– Вӑт ку ҫапла! – тӗлӗнчӗ Матвей. – Вӑл ӳкерчӗкри пекех! Тавах сана атте пулăшнăшăн. Пӗччен шăнкăрчсен йăвине туса та пӗтерейместтӗмччӗ.
– Мӗншӗн тесен эпир ӑна пӗрле ăсталарӑмӑр, – куҫ хӗсрӗ ашшӗ. – Иккӗн кирек мӗнле ӗç те хулпуҫҫи таран.
Тепӗр кунне ашшӗпе ывӑлӗ пахчари ҫӳллӗ йывӑҫ суйласа илчӗҫ те ун ҫине ҫӗнӗ шӑнкӑрч йӑвине шанчӑклӑ ҫирӗплетрӗҫ. Матвей кунта шăнкăрчсем мӗнле часах вӗҫсе килессине, йӑва ҫавӑрассине, хӑйсен юррипе пурне те савӑнтарассине кӗтрӗ. Вӑл телейлӗ те мӑнаҫлӑ пулса тухнӑ. Халӗ вӑл мӗн те пулин тӳрех ӗҫ тухмасан та юнашар пулӑшакан, вӗрентекен пуррине пӗлнӗ. Ашшӗ ывăлӗ ӗç патне туртăннине туйрӗ. Кайăксен чăн тусӗ пулнине шанчӗ.
Каçа хирӗç шăнкăрчсем вӗлле  çумӗнчи шалча çинче юрă шăрантарнине илтрӗ. Епле савăнчӗ Матвей. Темччен сăнаса тăчӗ çунатлă тусӗсене.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев