Ӗҫ пӗтсен, канма та юрать
Калав
Каç кӳлӗм виҫӗ тус анкарти вӗҫӗнчи ҫырмара пухӑнчӗҫ. Пахча ӗҫӗсене вӗҫлесен канма шутларӗҫ. Симӗс курӑк ҫине кавир сарчӗҫ, апат-ҫимӗҫсем вырнаҫтарса хучӗҫ. Епле савӑнмастӑн, никам чӑрмантаракан та ҫук.
Чие шӗвеке тутаннӑ хыҫҫӑн пуҫларӗҫ янраттарма. Каҫ пулсан шӑплӑха сирсе çырмара сасӑ ян каять. Ялти пурнӑҫ ӗҫленинче кӑна мар, канма та вӑхӑтра пӗлмелле.
– Маруҫ, атя яр «плинтусна»,– пуçларӗ сăмахне Катерина.
– Мӗнле «плинтус»? Блютуз пуль, – терӗ Маруҫ ӑнлантарса.
– Савӑнар кӑмӑлтан. Çӗрулмипе сухан лартнӑ. Кишер акнӑ,– авкаласа илчӗ Надюша.
– Ывӑнтарчӗ пулсан та шӑм-шаксене ҫемҫетме музыка яратӑп, ташласа илер, – терӗ Маруҫ.
– Кӳршӗри Клавтисем пек, савӑнмалӑх пире те юрать, – терӗ Катерина. – Кашни кун тенӗ пекех, кӑвар ҫинче аш пӗҫереҫҫӗ.
– Ан та кала. Мӗн вӗсенчен эпир кая-и? – мӑкӑртатса илчӗ те Надюша, телефон ҫинчи сассине хытӑрах ячӗ.
– Эпир Ялтӑна та, Хургадӑна та каяймастпӑр. Пирӗн ялти пурнӑҫ ҫулла пахчара иртет, – терӗ кӑмӑлсӑр Маруҫ. – Миллионер та мар.
– Эй, ялта та аван. Хураката ялӗ ҫумӗнче вӑрмана кӑмпана кайсан та аван, – ахăлтатрӗ Катерина.
– Канихвет Люҫҫи пек хаклӑ йышши канихвет туянмастпӑр, – шавларӗ Натюша. – «Коровка» туянса та ҫырлахатпӑр.
– Тьфу-тьфу-тьфу пурне те. Эпир чӑнкӑр-чанкӑрсем мар, – янраттарчӗ Маруҫ.
Пуҫларӗҫ авкаланма, енчен-енне тӗрлӗ хусканусем туса ташлама. Кам мӗнле пӗлет, ҫапла явкаланаҫҫӗ. Хыттӑн юрласа та илеҫҫӗ. Каҫхи шӑпчӑксен юррисем те илтӗнмерӗҫ. Туссен сасси ҫеҫ. Ҫурҫӗр ҫитеспе ҫеҫ лӑпланчӗҫ.
Килте Катерина ҫуккипе, упӑшки урама тухса пӑхрӗ. Нимӗнле сасӑ та ҫук. Маруҫсен еннелле утрӗ. Унта та никам курăнмарӗ. Натюш упӑшки сак ҫинче пирус мӑкӑрлантарнине курчӗ.
– Ваҫҫили, санӑн мӑшӑру килте-и? – ыйтрӗ Тимуш.
– Ара, вӗсем Маруҫсен хыҫӗнчи ҫырмана, канма анатпӑр терӗҫ. Иккӗшӗ те ҫавӑнталла утса анчӗҫ.
Ҫаксем хӑтланӑвӗсене Тимушпа Ваҫҫили курчӗҫ. Йывӑҫ ҫумне тайӑнса сӑнаса тӑчӗҫ. Каярахпа тухрӗç тăчӗç, кусем никама та кӗтменскерсем, чӗнме аптăраса кайрӗç.
Пуҫланчӗ асар-писер. Пӑскӑртрӗҫ кӑна арӑмӗсене.
– Пирӗнсӗр савӑнма шутларӑр-и? – терӗ Тимуш çиллессӗн.
– Сирӗн шав вӑхӑт ҫук, телевизорти пурнӑҫ ытларах илӗртет, – терӗ Катерина хирӗҫ.
– Натюш, эп эсӗ ҫак вӑхӑтчен таврӑнманнипе пӑшӑрхантӑм. Ăҫта-ши манӑн чӗкеҫӗм çӳрет-ши? – тесе шырама тухрӑм. – Йӗкӗлтесе калаҫрӗ Ваҫҫили.
– Имеем право на отдых, – терӗ Натюша кӑмӑлсӑррӑн. – Эс юлташусемпе картла выляма кайсан сана шыраман вӗт.
– Пӗрре хӗрсемпе расна канма шутларăмăр та, тӗнче йăтăнса аннă пек пулчӗ? – мăкăртатрӗ Маруç.
Япалисене пакетсем ҫине чиксе хучӗҫ. Пуҫтарӑнчӗҫ те виҫӗ хӗр тус, нимӗн чӗнмесӗр, ҫавӑтӑнса утрӗҫ. Ваҫҫилипе Тимуш хыҫалтан ятлаҫса пычӗҫ.
Тӑкӑрлӑкран пӑрӑнсанах «Упӑшкана юрас тесе» юрӑ шӑрантарма пуҫларӗҫ.
– Лӑпкӑрах, мӗн янратӑр, – тесе вӑрҫрӗ Тимуш.
Хӑйсеннех турӗҫ, никама та итлемерӗҫ. Калани кӑлӑхах пулчӗ. Кашни пӗр-пӗринпе сывпуллашса саланчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев