Манăн юлташăм
Николай Васильевич Акимова, çăмăл атлетика спорт мастерне халалласа
Матак ялӗнче çуралса ӳсрӗн,
Юлташăм, эсě маншăн чи хакли.
Ачаллах йывăрлăха эс тӳсрӗн
Аннӳпе пěрле, начар атте çукки.
Шкулта та тăрăшса эс вӗрентӗн,
Киревсӗр ӗç туман, пулман эс ял кулли.
Аçу пек патвар пулса çитěнтěн,
Ыр-кăмăлăх пулнă сан ялан тулли.
Çулла çерем çинче иксěмěр чупнă,
Хӗлле вара ярăннă йӗлтӗрпе.
Хоккейла та ăмăртса вылянă –
Нумай юрсем тасатнă çырмасенче.
Аннӳнтен ик çул аякра эс пулнă,
Салтакра, сывлăш-десант çар ретӗнче.
Командирсем пӗр май сана мухтанă,
Ятна яман, савăнать санпа тӗнче!
Ӗмӗр спорт вăййисене юратрăн,
Çаплах вӗрентӗн, илтӗн аслă пӗлӳ.
Мăшăрупа икӗ хӗр çуратрăр,
«Сывлăхпа пурăнăр!» – ку манран сӗнӳ.
Пенсире пулсан та вăй хуратăн,
Çынсен сывлăхне пулăшан упрама.
Спорт енӗсен уссине эс куратăн,
Паян кунчен тухса çӳретӗн урама.
Эс ман чи çывăх юлташсенчен пӗри,
Туслă пулар малашне те, ӗмӗрех.
Çамрăк чухнехи пек пул эс вӗри,
Ан сӳнтěр хăвату, ялан тăр хӗмленсе.
Виталий Мердеев,
чăваш халăх ăс-хакăлӗн
тава тивӗçлӗ ăсти.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев