Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Чи нумай вуланаканни

Ман йăва

Поэзи

Çак пуян çӗр çинче
Пур ман пӗчӗк йăва,
Тăван кил – савнă çурт,
Чӗнтӗрленӗ хапха.

Сад пахчи, сар чечек
Е чие йывăççи –
Пӗтӗмпех – ман кӗтес,
Пӗтӗмпех – чун уççи.

«Кил», «çемье» сăмахсем
Маншăн хаклă паян.
Тен, çулсем иртнӗçем,
Çакна çирӗп туян.

Хам тăван йăвара
Эп канатăп чунпа.
Куç тулли ачамсем,
Савнă мăшăр çумра.

Çак кашни кӗтесрех
Юрату пурăнать.
Çурт сыхлан пирӗшти
Пур пекех туйăнать.

Юрататăп сана,
Юрататăп чунтан.
Ман тирпейлӗ йăвам,
Сан патах туртăнам!

Людмила Семенова-Ульянова.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев