Канашлуçăсем
Калав
Катерина авкаланса, аллисене тӑсса кама-тӑр вӑрҫса утрӗ. Урамра калаҫса тӑракан – Маруҫпа Надюш – патне ҫитрӗ.
– Мӗн пулнӑ сана, Катерина? Кама ҫав териех ҫиленнӗ? – ыйтрӗ Надюша.
– Кама пултӑр ӗнтӗ? – тарӑхса илчӗ. – Тимуша пахчана типнӗ ҫулҫӑсенчен кӗреплеме тух-ха терӗм. Пӗлетӗр-и, мӗн каларӗ?
– Ара мӗн терӗ? – ыйтрӗ Надюша.
– Манӑн вӑхӑт ҫук, ху тух та тасать, терӗ. Каяннӑй. Тек апат пӗçерсе çитермеп-ха ăна.
–Вăт сана хисеплеççӗ, – кăмăлсăр каларӗ Маруç. – Хытăрах тытмалла, шав телевизор курса выртаççӗ.
– Ман Тимуш «ВДВ»шник вӗт, – терӗ Катерина кăшт лӑплансан.
– Мӗнле пӗлтерет тата ку сӑмах? – тӗлӗнсе кайрӗ Надюша.
– Кӗскен каласан, «внутри диванные войска». Илтмен-и? – кулса каларӗ кайран.
– Пачах та пӗлместӗп, – терӗ Маруҫ.
– Ир-каҫ диван ҫинче пульта пусса ҫеҫ тӑрать. Спутник антеннине вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн пушӑ вӑхӑтсем пачах сахал. Хӑйне ҫав териех ӗҫлӗ ҫын пек тыткалама пуҫларӗ. Сыхӑ тӑмалла ирттерсе ямалла мар, криминал, спорт, сунар пирки кӑтартакан передачӑсене. Унсӑрӑн вырӑнсӑр юлма пултарать. Кӑнтӑрла лайӑхрах апатланать, кайран харӑлтаттарса ик сехете яхӑн ҫывӑрать. Эп те канлӗн ларатӑп вара, шӑплӑхра, шӑнасем кӑна ан вӗҫччӗр тетӗп.
– Ну Катерина пӗр сывлайми итлесе тӑтӑм, чӑтӑмлӑхӑнтан тӗлӗнсе каймалла. Ӑннӑ сана упӑшка енчен, – сӑмахне хушрӗ Маруҫ.
– Элита ҫар пуҫӗ пекех Тимуш. Эпир вара виссӗмӗр те информаци «ҫарӗнче» тимлесе тӑрӑшатпӑр. Ялта пулса иртекен ӗҫ-пуҫ пирки тӗплӗн сӳтсе яватпӑр, тӗпчев ӗҫӗ ирттеретпӗр.
– Иртне эрнере чӗлӗм Ванькки сыпӑсем ыратнипе пульницана кайнӑ. Тухтӑрӗ рентгент тутарма каланӑ. Аран-аран уткаласа ҫӳренӗ кабинетсем тӑрӑх. Ыратнине пӑхмасӑр веҫех пурнӑҫланӑ, тет. Стационарта выртма вырӑн ҫуккине ӑнлантарнӑ. Ванькка коридорти черетре тӑракан чирлекенсем укҫа памасӑр, ан та кӗт тенӗ.
– Вӑт, хальхи пурнӑҫра пачах та чирлемелле мар, – тарӑхса калаҫрӗ Катерина.
– Мӑйӑр Ҫинука упӑшки тӑрӑлтаттарнине илтнӗ-и эсир? – тӑсрӗ малалла Маруҫ.
– Ҫук. Пачах та илтмен-ха. Каласа пар мӗн пулнӑ? – ыйтрӗ Надюш.
– Ҫуркунне сиплев курсне ирттерме тухтӑр ӳт ăшне ямалли инкьекци ҫырса панӑ. Кӑнтӑрлахи стационар ҫӳреме пуҫланӑ. Пӗр кунхине такӑш самантра медсестра кун ҫинчен мансах кайнӑ тет, вӑхӑт самаях иртнӗ пулнӑ, тумласа пӗтнӗ кӗленче савӑтри шӗвекӗ. Ҫинук чӗнес тенӗ, вӑй-халӗ ҫук тет. Лешӗ пӗртте аптӑраса тӑман. Ыйхи килнӗ-ши, канлӗн хартлаттарса ҫывӑрнӑ тет. Медсестра апата кайна пулнӑ, ӗҫтешӗсемпе калаҫса ларнӑ тет. Кун пирки мансах кайнӑ пулнӑ. Аса илсен Ҫинука аран вӑратнӑ тет. Вӑт ҫапла сипленме кайсан, канса та илнӗ. Ваҫҫа вара Ҫинука час таврӑнманнипе хирӗҫ шырама утнӑ пулнӑ. Ҫул тӑршшӗпех, мӑшӑрӗ вӑрҫнине хӑлхине те чикмен тет, шарламасӑр хыҫҫӑн пынӑ тет.
– Нимӗн чӗнмесен аванрах та ҫав, – терӗ Катерина.
– Ӗнер Маруҫпа пенси укҫине карттӑ ҫине куҫарсан, пӗрремӗш хут банкомата кайрӑмӑр. Ялта вырнаҫтарса хуни питӗ лайӑх, кашни уйӑхра райцентра ҫити, такси тытса кайма тӑкаклӑ. Ялтах пуррипе савӑнсах кайрӑмӑр, – калама пуçларӗ Надюш. – Картине «укҫа» кӑмакине чиксен, тӑруках ҫӑтса та илчӗ. Шарт тӗлӗнтерчӗ хӑрасах кайрӑмӑр вӗт. Сиссе те юлаймарӑмӑр. Пароль ыйтать. Пусрӑмӑр, мӗн çырнине пурнӑҫларӑм. Юлашкинчен «ҫӑварӗнчен» хут укҫасем кӑларчӗ те пачӗ. Эй, хаваспах лӑскаса илтӗм, ату каялла илме пултараҫҫӗ. Кайран экран ҫине «до свидания» тесе ҫырнӑ. Веҫех пӗлеҫҫӗ эпир киле кайнине. Мӗнле сума сӑваҫҫӗ вӗт-ха, ватӑ ҫынсене. Хисеплени палӑрать. Питӗ хӗпӗртерӗмӗр. Ӑҫта та чыс та хисеп пире.
– Эсир иксӗр те «поздний зажиганисем», айванскерсем тесен те юрать. Электрон тытӑмне программӑланӑ, ҫавна та ӑнланаймастӑр ахӑр, – тӑнлав тӗлӗнче шӗвӗр пӳрнипе ҫавӑрттарса кӑтартрӗ Катерина.
– Эпир пурне те ӑҫтан пӗлсе пӗтерер-ха? – терӗ ӑнланмасӑртарах Маруҫ.
– Малашне вӗренетпӗр ӗнтӗ,– ҫирӗппӗн каларӗ Надюш. – Йӑнӑшсем тумасӑр.
– Иксӗр те тăнкăр-танкăрсем, паянхи самана таппинчен тӑрса юлнӑскерсем. Е лаша лавӗнчен ӳксе юлнӑ та чупса ҫитеймен, – кулса ячӗ Катерина.
– Каяс пуль пахчара тасатса пӗтереймен вырăнсем юлнăччӗ, – терӗ Катерина, – Тимуша кӗтсе илеймӗн.
– Калаçма пуçласан нумая тăсăлать, – терӗ Маруç та кайнă май.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев