Ялсем пěтеççě пулмалла…
Поэзи
Кил-çуртсем хупăнаççě ялсенче,
Хыçа юлаççě пирěн ěмěтсем…
Илтеймěн пепкесен сассисене –
Эх! Вăрçăра вилеççě каччăсем.
Ирпе ялта курмастăн çынсене,
Ěç çук, халăх тухмасть халь урама.
Кăмакаран тěтěм тухнисене –
Курмăн! Веçех улшăнчě самана!
Колхоз та пěтрě, пěтрě чăннипех,
Калатчěç «Колхоз вунçиччěре» тесе!
Хирсем, выльăхсем те сиккипех
Веçех ак, куçрěç «хуçа» аллисене.
Пурнаççě ялсенче халь ваттисем,
Кайнă ачасем куçса хуласене.
Ваттисене çук пулăшакансем,
Хальте кураç ялти нушасене.
Ирпе илтместěн автан сассине,
Йытсем каçпа вěрсе вăратнине.
Курмастăн лашсем çулпа çӳренине,
Тракторсем те сасă кăларнине.
Кун пек пулсан ěçчен ял çыннисем,
Çухалěç çěр çинчен яланлăхах.
Епле çимесěр пурăнěç хуларисем –
Çěршывра сыхлантăрах тăванлăх!
Шанап, ялсем çěкленěç çěнěрен,
Сыхланěç çěр çинче ěçлекенсем.
Ялшăн пурте кар тăрěç кирлěрен,
Пире нихçан та манмěç ачамăрсем!!!
Виталий Мердеев, Матак ялě.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев