Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Чи нумай вуланаканни

Асрах çав çулсен ахрăмӗ

Хисеплетпӗр, астăватпăр...

Çӗнтерӳ кунӗ  умӗн   Петр Дементьев музейӗнче Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернӗренпе 81 ҫул ҫитнине халалласа «Хисеплетпӗр, астӑватпӑр!» истори сехечӗ иртрӗ.

Тӗлпулура Пенсионерсен союзӗн  хастарӗсем хутшăнчӗҫ. Совет халӑхӗн паттӑрлӑхне асра тытасси пӗлтерӗшлӗ пулни çинчен калаçрăмăр, документлă кино пăхрăмăр. Пӗр минут шӑп тӑрса, ҫапӑҫу хирӗнчен таврӑнманнисене аса илтӗмӗр.
Экран ҫинче кинохроника кадрӗсем, вӑрҫӑ ҫулӗсенчи   сӑн ӳкерчӗксем тата геройсен портречӗсем ылмашӑнса пычӗç. 
Вӑрҫӑ ҫулӗсенчи: «Катюша», «Ҫӗнтерӳ кунӗ», «Тӗттӗм каҫ» юрăсем янӑрарӗҫ. Чуна тивмелле янăрарӗç. 

Хутшӑнакансем хавхаланса юрларӗҫ, хӑшӗ-пӗри куҫҫульне пытармарӗ. К.Симонов, А.Твардовский тата О.Берггольц совет халӑхӗн паттӑрлӑхӗпе ҫирӗплӗхне аса илтерекен сӑвăсене, тӗрлӗ çулсенче янă фронтовиксен çырăвӗсене вуларăмăр.

Хӑнасем ҫемье историйӗсене, ветеран-тӑванӗсем ҫинчен каласа пачӗҫ, Ҫӗнтерӳ кунӗн пӗлтерӗшӗ пирки шухӑшӗсене пӗлтерчӗҫ. 
«Паян эпир вӑрҫӑ ҫинчен аса кӑна илмерӗмӗр – ӑрусен ҫыхӑнӑвне туйрӑмӑр, – тесе палӑртрӗç хутшӑнакансем. – Кун пек тӗлпулусем иртни ҫинчен çӗнетсе, упраса пулас ӑрусене пама пулӑшаҫҫӗ». 

Ентешсен паттӑрлӑхне халалланă кураври сăн ӳкерчӗксенче чылайӑшӗ хӑйсен тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсене тупрӗ. 
Упи ял тăрăхӗнчен хутшăннă 45 хӗртен пурте тăван ене ырă-сывă таврăннă. Кашнин сăн ӳкерчӗкӗсене ятарлă папкăра упранаççӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев