Аннесĕр ӳснĕ хĕрача
Поэзи
Эп кĕтрĕм аннене ирхине,
Куç хупмарăм сĕм каçхине.
Килĕ, терĕм, хĕвел çутипе,
Ялан кураттăм ăна тĕлĕкре.
Улмуççи пахчине тухаттăм,
Итлеттĕм шăпчăк юррине,
Йывăç çулçине тăнлаттăм,
Хушăран калаçаттăм каçхине.
Уяр каç тӳпене пăхса
Çăлтăрсем пуххине кураттăм,
Хушăран мана курса,
Вылятчĕç вĕсем алхасса.
Тен, анне, шыран мана,
Тен, çухатнă ыйхăна,
Ĕмĕтленетĕн шыраса тупма,
Мана тупса каçару ыйтма.
Тунă пулĕ çамрăк чух
Йăнăш утăм пурнăçра.
Тен, чунтан ӳкĕнсе,
Каçармастăн çав йăнăша.
Пĕлетĕн, ачан айăп çук,
Вăрçатăн хăвна çапла.
Именетĕн курăнма çынна,
Çӳçӳсем кайрĕç шуралса.
Мана ӳстерчĕç ют çынсем,
Аттепе аннене ылмаштарса.
Каламастăп начар пăхнине,
Ӳкĕнместĕп унта лекнипе.
Тав таватăп çав çынсене,
Пехиллетĕп вĕсене ĕмĕре.
Турă патăр сывлăх, телей,
Ырă кун-çул ватлăхӗсенче.
Пурпĕр шанатăп çак пурнăçра
Аннепе иксĕмĕр тĕл пуласса.
Курăн пĕчĕкле хăварнă хĕрне,
Курăн аннесĕр хĕр çитĕннине.
Эс туйăн ман куçсенче
Малтан çилĕ, кайран каçару.
Куççульпе çуса тасатăн
Çамрăк чух йăнăшнине.
Эс ӳкĕн чĕркуççи çине,
– Каçар мана, хĕрĕм, – тейĕн,
Шăлса пит çинчи куççульне,
Урăх ним калама çук енне.
Сана çĕклĕп урайĕнчен
Хавшанă хулпуççинчен тытса.
Пĕркеленнĕ пит-куçна шăлса,
Хуллен çупăрлăп хам çума.
Манăн пулнă пĕчĕк чухне,
Калас килетчĕ «анне» тесе.
Туяс килетчĕ анне ăшшине,
Пуçа хурса кăкăру çине.
Кăштах çитĕнсен вăхăтпа
Йĕреттĕм шăппăн минтер çине.
Шутлаттăм, мĕншĕн çынсем пек
Çукчĕ аттепе анне ман çумра?
Эп кураттăм тантăш хĕрсене,
Ашшĕпе амăшĕ çавăтса утнине.
Пăхаттăм хыçалтан вăрахччен,
Шăпăртатрĕ куççуль пит çинчен.
Куçрĕ пĕр май сехет йĕппи,
Иртрĕç кунсем, уйăхсем,
Çул хыççăн çул васкаса.
Йĕрсе типрĕç манăн куçсем.
Мĕн калас сана, анне,
Тупас çук кирлĕ сăмах,
Ӳкĕтлес çук сана, анне,
Пуçăнта шур çӳçне курса.
Петр Мулеев, Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев