Анне чӗре ăшши
Аннене, ачалăха тунсăхпа аса илсе
Анне хӗрӳ хӗвел çути ачашăн,
Анне вăл ăнланать те каçарать.
Ачисене лăпкать пуçран ачашшăн,
Анне ачашăн вăл чунне парать.
Анне вăл çепӗç, ăшă, ырă чунлă,
Анне çут тӗнчипе те чи хакли.
Анне пулсассăн пурнăç та татуллă,
Анне чӗри ăшши – кашнин валли.
Анне вăл хăй ачишӗн – чӗрлӗх шывӗ,
Çут тӗнчере кашнин пӗрре кăна.
Анне – чун-чӗрери илемлӗ кӗвӗ,
Анне ачашăн – шанчăк, ик çунат.
Анне алли çемçе вăл – шурă мамăк,
Анне юратăвӗ те чи вăйли.
Анне пулсан – ачашăн тинӗс вашмăк,
Анне кулли ялан чи илемли.
Сасси пылак та тӗрӗс ун сăмах –
Ачи çеç ӳстӗр ун тӗрӗс-тӗкел.
Анне пулсан сӳнмест кил-çурт вучах,
Анне вăл çӗр çинчи ялтра хӗвел.
Анне юратăвӗ вăл тӗпсӗр кӳлӗ,
Анне хăй чунӗпе вăл ăшăтать.
Анне пулсассăн – пурнăç ытлă-çитлӗ,
Аннесене калатпăр – пысăк тав!
Николай Ларионов-Йӗлмел.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев