Ҫамрӑк кӗтӳҫӗ
Калав
Саша иртенпех ашшӗпе пӗрле иртерех тӑма шутларӗ – ӗнесемпе сурӑхсене кӗтӗве илсе кайма кас кӗтӗвӗн вӑхӑчӗ ҫитрӗ. Хӗвел тин ҫеҫ сӑртсем ҫийӗн курӑнчӗ, тӳпене ачаш кӗрен те ылтӑн тӗссемпе сӑрларӗ. Сывлӑш уҫӑ, ирхи сывлӑмпа кӑшт нӳрӗ, таҫта инҫетре вӑраннӑ пӗрремӗш кайӑксем юрлани илтӗнет. Епле хитре тӑван тавралӑх!
Саша, ача кӑна пулсан та, кӗтӳҫ ӗҫӗсене начар мар чухлать ӗнтӗ. Пӗрре мар пулнӑ касура ашшӗпе пӗрле. Вӑл хӑвӑрт тумланчӗ, пит-куçне ҫурӗ. Пӗр татӑк кӑпӑшка ҫӑкӑрпа сӗт ҫисе ирхи апат турӗ те картишне тухрӗ. Ашшӗ мӗн кирлине пӗтӗмпех хатӗрлесе хунӑ ӗнтӗ: кӗтӳҫӗн вӑрӑм патакне, пушшине, шӑхличе тата пӗр кунлӑха ансат апат-ҫимӗҫ тултарнӑ сумкӑна.
– Ну мӗнле Сашук, хатӗр-и? – йӑл кулчӗ ашшӗ ҫурӑмӗнчен шаккаса.
– Паллах, хатӗр! – çӗкленӳллӗ кăмăлпа, йăл-кулăпа хуравларӗ Саша.
Вӗсем карта патне пычӗҫ. Саша хапхана уҫрӗ, ашшӗ выльӑхсене хӑваласа кăларма пуҫларӗ. Ӗнесем васкамасӑр урамалла тухрӗç, карӑнса илчӗç, шавлӑн ассӑн сывларӗç, çул хӗрри патӗнчех курӑка чӗпӗтме тытӑнчӗç. Кӳршӗри Мирунсем те ӗнисене хăваласа кил-çурт çумӗнчи çерем çине ячӗç. Сурӑхсем пӗр ҫӗре кӗпӗрленсе тӑчӗҫ, канӑҫсӑррӑн макӑраҫҫӗ, йӗри-тавра пӑхкалаҫҫӗ.
– Атя, утар аял касран кӗтӳ выльăхӗсем çитеççӗ, сурӑхсене сăнасарах пыр, – терӗ ашшӗ ăнлантарса, – сапаланса ан кайччӑр тесе ҫывӑхрах тыт вӗсене.
Саша ăнланса пуҫне сӗлтрӗ, сурӑхсен пысӑках мар ушкӑнне уя илсе каякан сукмак еннелле асӑрханса пăхса пычӗ. Ашшӗ хыҫалта утса, ӗнисене сӑнаса, кая юлнисене вӑхӑтран вӑхӑта шӑхӑрса пычӗ, хушăран пушшипе шапплаттарса хăратрӗ.
Ҫул пысӑках мар çырма хӗррипе пырать, унта йывӑҫсем ҫӗрлехи сывлӑм тумламӗсене упраҫҫӗ-ха. Хӗвел пайӑркисем ҫулҫӑсем витӗр тухаҫҫӗ, ҫӗр ҫинче тӗлӗнмелле тӗрӗсем ӳкереҫҫӗ. Саша таса сывлăша кӑкӑр тулли сывласа илчӗ, пыл хурчӗсем сӗрленине, шӑрчӑксем чӗриклетнине итлерӗ. Çӳл тӳпере тăрисем те вӗçсе иртеççӗ. Эх, епле аван-çке ялти пурнăç! Вӗсем сарлака çереме кӗтӗве çитсе тухсан ашшӗ чарӑнчӗ те каларӗ:
– Ак ҫакӑнта кӗтӳ кӗтӗпӗр те. Куратӑн-и, курӑк ҫӳллӗ, сӗтеклӗ, выльăхсене килӗшӗ. Эсӗ хальлӗхе сурӑхсене сӑнаса тӑр, эпӗ ӗнесем ытла сапаланса ан кайччăр тесе тепӗр вӗçне кайса тăратăп.
Саша кӗтӳн пӗр хӗррипе, хуçалăхăн тырă пусси еннелле кӗрсе ан кайччӑр тесе тимлӗн пӑхса тăчӗ. Пӗр пӗр сурӑх уçăм çине кӗрсе кайрӗ пулсан, вӑхӑтран вӑхӑта вӑл шӑхӑрса ячӗ. Ашшӗ ҫав вӑхӑтра ӗнисене сӗтеклӗ курӑка ҫисе ямалла пӗр çӗрелле пуҫтарчӗ те ывӑлӗ патне пычӗ.
– Маттур, Саша, лайӑх пурнăçлатӑн шанса панă вырăна, – мухтарӗ вӑл. – Куратӑн-и, ку ӗҫ ансат пек туйăнать, анчах тимлӗх ыйтать. Хире пӗр ӗне хыççăн пур кӗтӳ те кӗрсе каяс пулсан, акнă тыр пула таптаса, ашса пӗтерес хăрушсăрлах пур.
Арҫын ачан савăнса сăн-пичӗ ҫуталчӗ. Вӑл пӗлет-çке: ашшӗ ахаль час-часах мухтамасть. Эппин, вӑл чӑнах та чӑн-чӑн кӗтӳҫӗ пекех тытрӗ хăйне.
Кун хӑй еккипе малалла шурӗ. Хӗвел ҫӳлерех те ҫӳлерех хӑпарать, шӑрах пулса пырать. Уйăха яхăн çумăр çуманран, çӗрсем вырăнӗ-вырăнӗпе çуркаланса кайнă. Сашӑпа ашшӗ ӗнесене шыв ӗçтерме пӗвене антарчӗç, сурăхсем çырма çумӗнче канлӗн кавлесе выртрӗç. Пурте лăплансан апатланма ларчӗç. Иртенпе аванах выçнă хырăмӗсем. Амăшӗ Оля хатӗрлесе панă кутамккаран апатне кăларса çерем çине вырнаçтарса хучӗç. Çӑкӑрпа кăлпасси, панулми ҫырткаларӗҫ, кӗленче савăтран чей ӗҫрӗҫ. Сурӑхсемпе ӗнесем, хутран-ситрен пӗр-пӗринпе сас параççӗ, хăш-пӗр сурăх путеккисем çеç тӗрткелешсе лӑпкӑн ҫӳреҫҫӗ.
Каҫалапа, тӳпе хӗрелме пуҫласан, вӗсем кӗтӗве пуҫтарчӗҫ те васкамасӑр ял енелле çитеркелесе утрӗҫ. Саша ашшӗпе юнашар утса пычӗ, хӑш сурӑхсем итлеменни, хӑшӗсем ачаш пулни ҫинчен каласа пачӗ. Ашшӗ çакна тимлӗн итлерӗ, пуҫне сӗлтрӗ, тепӗр чухне пӗр-икӗ сӑмах хушрӗ, е канаш пачӗ, е хӑйӗн ачалӑхӗнчи кулӑшла пулăмсем пирки каласа пачӗ.
Кӗту хӗвел анас умӗн ялалла утрӗ. Çумăр тахçантанпа çуманран, ӗнесем хыçăн тусан тухса пычӗ. Хушăран курăнми те пулса пычӗç. Тӗрӗс тӗкел ӗнесем му-му! тесе касса кӗчӗç. Хуçисене киле çитетпӗр тенӗн систерчӗç.
Килте вӗсене амӑшӗпе кӗҫӗн йӑмӑкӗ Карина кӗтрӗҫ. Вӗсем килнӗ ҫӗре мунча хутса хунӑ, сӗтел çинче каҫхи апат хатӗр, кӗтӳҫсене йӑл кулса кӗтсе илчӗҫ. Саша ывӑннине туйрӗ, ҫав вӑхӑтрах калама ҫук телейлӗ пулчӗ: паян вӑл ашшӗне чӑннипех пулӑшрӗ, ҫитӗннӗ çын пекех пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче пысӑк утӑм тунăн турӗ. Диван ҫине выртнӑ - выртманах ҫывӑрса кайрӗ. Мунчана та ҫӑвӑнма каяймарӗ.
– Ывӑннӑ пуль паян кунӗпе, хӗвел ҫинче ҫан-ҫурӑмӗ те хӗрелнӗ, – терӗ амӑшӗ утиялпа витнӗ май.
– Манӑн пӗчӗк кӗтӳҫӗ, – терӗ ашшӗ пуҫӗнче шӑлнӑ май.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев