Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Чи нумай вуланаканни

Амăш юратăвӗ

Поэзи

Урамра ҫил-тӑман алхасать,
Пӳрт умне юр купи тӳпелет.
Пӗр анне ывӑлне тунсӑхлать,
Кантӑкран пӗрмаях тинкерет.
 
Ав ҫулпа пӗр мӗлке ҫывхарать,
– Тен, ку ҫын кил умне чарӑнать?
Ман ача вӑрҫӑран таврӑнать?
Ах, чӗреҫӗм лӑштах ман пулать?
 
Йӗр туса иртсе кайрӗ мӗлке,
Сукмакне час хупларӗ ак юр.
Ҫил ачи ҫеҫ ҫӳрет емпӗлкке,
Ашкӑнмалӑх ҫав вӑйӗ ун пур.
 
Салтак амӑш ларать кӗлтуса,
Хуйхине пусарать Турӑпа.
Ывӑнмасть ывӑлне вӑл кӗтсе,
Чӗри тулнӑ ун ҫут пехилпе.

Наталия Клементьева.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев