Фадей Алексеевичпа Полина Петровна Иноходцевсене ылтăн туй ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр
Поздравления

Фадей Алексеевичпа Полина Петровна Иноходцевсене ылтăн туй ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр

Тӗнчери чи хаклă çыннăмăра Алешкин-Саплăк ялӗнче пурăнакан Фадей Алексеевичпа Полина Петровна Иноходцевсене ылтăн туй ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр. Çирӗп сывлăх, вăй-хăват, канлӗ ватлăх сунатпăр. Эсир пирӗнпе юнашар пулнишӗн эпир савăнатпăр, сирӗнпе мухтанатпăр. Эсир пуррипе эпир телейлӗ, чун-чӗрепе пуян.

Сирӗн пурнăç – пирӗншӗн ыр тӗслӗх,

Ăмсанатпăр чӗререн сире,

Çут мерчен пек кӗмӗл тӗслӗ

Çӳçӗрсем çинче выртать тӗтре.

Кил тӗрекӗ – атте, чун тӗрекӗ – анне.

Йышăнсамăр тăван ачăрсен саламне,

Сиртен хаклă çынсем урăх çук тӗнчере,

Сирӗн çутă сăнарăр пирӗн чун-чӗрере.

Ылтăн туй ячӗпе саламлатпăр сире,

Килӗшӳллӗн тапайтăр ялан ик чӗре.

Саламлаççӗ: хӗрӗсемпе кӗрӳшӗсем, ывăлӗпе кинӗ, пилӗк мăнукӗ тата икӗ кӗçӗн мăнукӗ.

Нет комментариев