Елизавета Ивановна Ярмушова 70 çул тултарать
Хăймалу ялӗнче пурăнакан хаклă та юратнă çыннăмăр – Елизавета Ивановна Ярмушова мартăн 2-мӗшӗнче 70 çул тултарать. Юбилейпе ăшшăн саламласа ырлăх, савăнăç, тулли телей сунатпăр.
Сывлăху çирӗп, ӗмӗрӳ сурпан пек вăрăм та илемлӗ пултăр. Çӗр çинче мӗнпур ырри, телей кӳрекенни санпа пӗр çулпа пытăр.
Юратнă çыннăмăр эс пирӗн,
Санран хакли çук çӗр çинче.
Турри нумай çул патăр сывлăх,
Санпа кăна кун-çул хитре.
Саламлаççӗ: мăшăрӗ, ывăлӗ, 2 кинӗ, 6 мăнукӗ, 4 кӗçӗн мăнукӗ, 3 йăмăкӗн, Кудрявцевсен, Ярмушовсен çемйисем тата çывăх тăванӗсем.
Нет комментариев