Реклама
Тӗп хыпар
Журналистсен Сабантуйӗ
Çакăн пек мероприятие кӑҫал пӗрремӗш хут йӗркелерӗç, ăна «ТАТМЕДИА» обществăн 15 ҫуллăхне халалларӗç
Хула типӗнчи Богатые Сабы ялӗнче Тутарстанри хыпар хатӗрӗсенче ӗçлекенсем валли ирттернӗ культурӑпа спорт мероприятийӗ «Сабантуй» комплексӗнче «ТАТМЕДИА» филиалӗсен 600 яхăн ӗçченне пуҫтарчӗ. Мероприятие эпир те хутшӑнтӑмӑр.
Уяв пулнă май, мӗнпур традицисем сыхланчӗç. Чи малтан парнесем пухрӗҫ, саламлă сӑмахсем янӑрарӗҫ, Сабантуй вӑййисем кӗрлерӗҫ.
Уяв хӑнисем: Тутарстан Республикин Патшалăх Совечӗн ертӳçин çумӗ, Тутарстан Республикин Президенчӗ çумӗнчи тутар чӗлхине упрас тата аталантарас ыйтусемпе ӗçлекен комисси ертӳçи Марат Ахметов, Саба муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Расих Закирзянов, «ТАТМЕДИА» агентствин ертӳҫи Айдар Салимгараев тата «ТАТМЕДИА» обществӑн генеральнӑй директорӗ Шамиль Садыков, ҫакăн пек масштаблă мероприятие пӗрремӗш хут ирттернине палӑртса, журналист профессийӗн уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен каласа пачӗҫ.
«Тутарстанăн пурнӑҫне «ТАТМЕДИА» обществăсăр, журналистсемсӗр пуçне куç умне кăларса тăратма пулмасть. Шӑпах массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫченӗсем пирӗн нумай нациллӗ халӑхӑн культурине, йӑли-йӗркисене ҫутатаҫҫӗ, унӑн проблеми ҫинчен каласа параҫҫӗ. Эсир халăхăн тусӗ те, правительствӑпа халӑх хушшинче посредник та. Ҫавна пула пирӗн республика аталанать, çӗнелет, ку малашне те ҫаплах пултӑр», – терӗ Марат Ахметов, творчествăра ăнăçусем сунса.
Айдар Салимгареев ҫак форматра тӗлпулӑва традицие кӗртме кирлине те каларӗ. «Кашни мероприятирех журналистсем ыттисем мӗн тунине кӑтартаҫҫӗ, ҫӳреҫҫӗ, ҫыраҫҫӗ, сăн ӳкереҫҫӗ. Паян вара, хăвăра та кӑтартма май пур, канӑпӑр», – терӗ вӑл.
«Журналист – талӑкӗпех ӗҫре. Ку – пирӗн пурнӑҫ йӗрки. Ҫав вӑхӑтрах журналист – вăл чи интереслӗ, чи илемлӗ професси. «ТАТМЕДИА» обществăра хӑйсен пурнӑҫне журналистикӑна халалланӑ 1600 ҫын ӗҫлет. Паянхи мероприяти те журналистсен команди Тутарстанра мӗн тери вӑйлӑ та туслӑ пӗр коллектив пулнине ҫирӗплетет, – тесе палӑртрӗ Шамиль Садыков та хӑйӗн сӑмахӗнче.
Сабантуй лаптăкӗнче чӳлмек ватасси, кашӑк ҫине ҫӑмарта хурса чупасси, кӗвентепе шыв йăтса чупасси, алă вăйне виçесси, сумо, кӗрешӳ пек ăмăртусем те, канат турттарасси, йӗлтӗрпе курӑк ҫинче çӳресси, вутӑ касасси, волейбол пек команда вӑййисем те иртрӗҫ. Пирӗнтен нихӑшӗ те йăлăнтарса тăмарӗ – кашни ӑмӑртӑва черет тăрса хутшӑнчӗ.
«Туган як» («Тӑван енсем»), урӑхла каласан, эпир те кăтартусемпе мухтанма пултаратпăр. Нумай парнесем илнисӗр пуçне, мас-рестлинг (йӗтӗр туртса кӗрешесси) енӗпе пирӗн команда арҫынсем хушшинче 2-мӗш вырӑна çӗнсе илчӗ. Пирӗн редакцин шоферӗ Рашит Нуртдинов ку ӑмӑрту енӗпе чи вӑйли пулчӗ. Эпӗ вара хӗрарӑмсем хушшинче, ҫак спорт вӑййинче, пӗрремӗш вырӑн йышӑнтӑм.
Генеральнӑй директор ячӗпе парнелени, паллах, питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ. Кӗрешӳре Сабантуйӑн тӗп паттăрӗ «Шахри Казан» хаҫат журналисчӗ Фарид Салихов пулса тӑчӗ – такана унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине йăтса хучӗҫ.
Кунӗпе ӗҫтешсем пурте ывăнчӗç, анчах чун канӑҫне илсе творчество ӗҫӗ-хӗлӗ валли вӑй пухрӗç.
Справка
«ТАТМЕДИА» акционерсен обществи 2007 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче Тутарстан Республикин пӗрремӗш Президенчӗ Минтимер Шаймиев Указӗпе йӗркеленет. Хальхи вӑхӑтра Тутарстанри чи пысӑк регионти медиакомпани пулса шутланать.
«ТАТМЕДИА» акционерсен обществи 65 филиала пӗрлештерсе тӑрать. Вӗсем: район, хула тата республикӑри пичет кӑларӑмӗсен редакцийӗсем, телерадиокомпанисем, «Тутар-информ» информаци агентстви тата «Идель-Пресс» полиграфипе издательство комплексӗ.
«ТАТМЕДИАРА» 1685 ҫын ӗҫлет.
Акционерсен обществин медиаресурсне 98 район, хула тата республика хаҫачӗ, 17 журнал, 19 телеканал, 14 радиоканал, Интернет сетӗнчи 79 сайт тата социаллӑ сетьсенчи 350 ытла ушкӑн кӗрет.
Хаҫатсем тутарла, вырӑсла, чӑвашла тата удмуртла пичетленеҫҫӗ. 42 хаҫат вырӑсла, 50 – тутарла, 5 – чӑвашла тата 1 – удмуртла пичетленсе тухать; 1 журнал («Хусан») – вырӑсла, 10шӗ – тутарла, 3шӗ («Тутарстан», «Идель», «Чаян») тутарла тата вырӑсла тухать. Телерадиовещани Тутарстан Республикин икӗ патшалӑх чӗлхипе илсе пырăнать.
«ТАТМЕДИА» акционерсен обществине пăхăнса тăракан мӗнпур пичет изданийӗсен тиражӗ – 270509 экземпляр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев