Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Жирновсен савăнăçӗ

Кивӗ Йӗлмелӗнче пурӑнакан Альбинӑпа Николай Жирновсем хăйсен пысăк савăнăçӗ çинчен пӗлтереççӗ – вӗсем ҫак кунсенче кӑна ӗçмелли шыва пӳртне кӗртнӗ

– Шыв çителӗклӗ пулманни питӗ пăшăрхантарчӗ. Паллах, пусă пур, унпа та усă куратпăр, анчах çак шыв  хытӑ тата ӗҫме юрӑхлӑ мар. Халӗ вара эпир питӗ савăнатпăр, крансенчен пахалăхлă шыв юхать, – тесе калаçрӗç хуçасем. Çак пулăшушăн Тутарстан Республикин Президентне Рустам Минниханова, район ертӳçисене  тав турӗҫ вӗсем.

Тӑванӗсен савӑнӑҫне пайлама Галинӑпа Владимир Лысов та килнӗччӗ. Вӗсем те шыв проблеми ҫинчен калаҫрӗç.

– Кунсерен район центрӗнчи колонкӑран ӗҫмелли шыв кӳретӗп. Яла шыв килсе çитсен, пӗрремӗшӗсем пулса пӳрте централизациленӗ шыв кӗртме кăмăл пуррине пӗлтертӗмӗр, – тесе палӑртса иртрӗç Лысовсем те.

Лысовсен ялта хӑйсен хресчен-фермер хуҫалӑхӗ те пур: ӗнесем, вӑкӑрсем усраççӗ, ял хуҫалӑх культурисем ӳстереççӗ. Ҫавӑнпа та вӗсемшӗн шыв питӗ кирлӗ.Çапла, шыв пурне те кирлӗ. Тепӗр тесен, кама шыв кирлӗ мар?! Нумай çула тăсăлсан та, çак проблемăна та районта татса параҫҫӗ авă. Ялсене нумайӑшне шыв пӑрӑхӗн сечӗпе çыхăнтарнă ӗнтӗ. Акӑ шыв Кивӗ Йӗлмелне те килсе ҫитрӗ.

Кивӗ Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн çумӗ Рамиль Низамов каланă тӑрӑх, паянхи кун Кивӗ Йӗлмел ялӗнчи 145 ҫуртран 79шне шывпа тивӗҫтернӗ. Ку енӗпе ӗҫ малалла пырать.

Ялти çуртсене мӗнле шыв кӗртнине, ял çынни çакăншăн мӗн тери савăннине курассишӗн Жирновсем патне район пуҫлӑхӗ Марат Гафаровпа пӗрле Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов та килчӗç. Çапла тӳрӗ килчӗ, депутат ӗç визичӗпе районтаччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев