Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Закон хуралӗнче

Çемье ҫулталăкӗнче район прокуратури ачасемпе ҫамрӑксен прависене хӳтӗлесси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрӗ

Кăçалхи çулăн январӗн 12-мӗшӗнче прокуратура ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫавна май эпир район прокурорне Олег Гайнутдинова темиҫе ыйту патăмăр.

— Олег Шарифгалиевич, хăвăрпа паллаштарса иртсемӗрччӗ.

— Эпӗ 1976 ҫулта, Якути АССРӗн Вилюй шывӗ ҫинче гидроэлектростанци строительствин патӗнчи «Комсомол строительстви» ятлӑ рабочисен поселокӗнче ҫуралнӑ. Атте груз турттаракан машинăн водителӗ пулса ӗҫлерӗ, анне — химик-лаборант. Вӗсем мана çамрӑк гвардееца Олег Кошевоя хисеплесе Олег текен ят панă, пӗтӗмлетсе каласан, манӑн аттепе анне Пушкӑртстанри Караидель районӗнчен.
70-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче пирӗн ҫемье Челны хулине куҫса килчӗ, унта 1993 ҫулта эпӗ вӑтам шкултан вӗренсе тухрӑм. Ачаранпах спортпа туслашнӑ, малтан дзюдо, унтан грекла-римла кӗрешӳ енӗпе интереслентӗм, лайӑх вӗреннӗ.

— Эсир юрист пулма ӗмӗтленнӗ-и?

— Шкулта вӗреннӗ ҫулсенче историпе археологи вӗрентекенӗ пулма ӗмӗтлентӗм. Тутарстанра 80-90-мӗш ҫулсенче, уйрӑмах Челны тата Хусан хулисенче, преступниксен ушкӑнӗсем активланни палӑрса тăчӗ. Ачасенчен нумайӑшне ҫак процесса явăçтарнӑ, ачасен пӗр пайӗ ушкӑнӗсене е «конторăсене» лекет, ыттисем «общи взноссем» тӳлеҫҫӗ... Преступлени чечекленнӗ условисенче кашни кунах «конторщиксемпе» кӗрешме тӳрӗ килчӗ. Ҫапла вара, эпӗ хамӑн пурнӑҫа ачаранпах усалпа тата тӗрӗсмарлӑхпа кӗрешме халалланӑ пек пулса тухать.
Шкул пӗтернӗ хыççăн, Челны мэрийӗ мана Хусанти патшалăх университечӗн юридически факультетне вӗренме кӗме тӗллевлӗ направлени пачӗ. 

— Эсир пӗрремӗш ӗç хăнăхăвӗсене ӑҫтан илтӗр?

— 1998 ҫулта мана прокуратура следователӗ пулма ӗçе йышӑнчӗҫ, темиҫе ҫул хушши эпӗ çынна вӗлерни, должноҫсемпе тата экономика преступленийӗсемпе ҫыхӑннӑ уголовнӑй ӗҫсене тӗпчерӗм. 2023 ҫулччен преступленисене тӗпчесе тӗрӗслес енӗпе, Челны хулинче тата Хусан хулин районӗсенче, ҫавӑн пекех, 10 ҫул ытла республика прокуратурин тӗп аппаратӗнче тӗрлӗ вырӑнта ӗҫлерӗм. «За верность закону» паллӑна тивӗçлӗ пултăм. 2023 ҫулхи февралӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа эпӗ Ҫӗпрел районӗн прокурорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлатӑп.

— Пушӑ вӑхӑтăра мӗнле ирттеретӗр эсир?

— Ӗҫрен пушӑ вӑхӑтра туризмпа, парӑс спорчӗпе интересленетӗп, йӗлтӗр спортне юрататӑп, чупу енӗпе тата марафонсене хутшӑнатӑп. Манӑн ҫемье пур, эпир пӗр хӗрпе икӗ ывӑл ӳстеретпӗр.

— Хӑвӑрăр коллективăр ҫинчен те каласа иртсемӗрччӗ кăштах...

— Ҫӗпрел районӗн прокуратуринче 3 сотрудник ӗҫлет: прокурор, прокурор çумӗ тата прокурор помощникӗ. Ҫавӑн пекех пирӗн канцеляри заведующийӗ тата водитель те пур. Хальхи вӑхӑтра район прокурорӗн çумӗ вакантлă. 
Судра хутшӑннипе, Ӗҫ тӑвакан органсен ӗҫ-хӗлне тата вӗсем йышӑнакан йышӑнусене тӗрӗсленипе пӗрлех, эпир кашни кунах граждансемпе те йышӑну ирттеретпӗр. Йышӑнусем районти прокуратура ҫуртӗнче кӑна мар, ял тӑрӑхӗсенче те, предприятисенче те иртеççӗ. Унта правона пӑсни, ҫав шутра ӗҫ укҫи тӳлемен фактсем, ҫут ҫанталӑк сыхлавӗн законӗсене пӑсни палӑрать.
Пирӗн ӗҫӗн пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрӗсенчен пӗри — ҫул ҫитмен ачасемпе ҫамрӑксен прависене хӳтӗлесси пулса тӑрать. Прокурор ҫул ҫитмен ачасен ӗҫӗсен комиссийӗн пур ларӑвӗсенче те хутшӑнать, унта ашшӗ-амăшӗсемпе тата ачисемпе калаҫу ирттереҫҫӗ, законлă пулман йӗркен кăтартăвӗсене палӑртаҫҫӗ, пулӑшу сӗнеҫҫӗ.
Нормӑсӑр ӗҫ кунӗ — пирӗн ӗҫ условийӗ, ӑна прокуратура законӗсен требованийӗсемпе палӑртаҫҫӗ. Прокуратура ӗҫӗ -хӗлне Раҫҫей Федерацийӗн Тӗп Законӗнче пӑхса хӑварнӑ тата темиçе ҫул-йӗрпе характерланса тăрать: Раҫҫей Конституцине пӑхӑннине, ҫӗршыв территорийӗнче законсене пурнӑҫланине тишкерсе тăрасси, ҫын тата граждансен прависемпе ирӗклӗхне пурнăçланине тишкересси, ҫав шутра ачасен, ветерансен тата гражданинӑн прависене хӳтӗлесси, ӗҫ прависене хӳтӗлесси, уголовлӑ йӗрлеве пурнӑҫланине тата патшалӑх айӑплавӗсене хӳтӗлесси, преступленипе тата коррупципе кӗрешес енӗпе право сыхлавӗн органӗсен ӗҫ-хӗлне координацилесси тата ытти функцисем.

— 2023 ҫула мӗнле кӑтартусемпе вӗҫлерӗр?

— Ҫӗпрел районӗн прокуратури 2023 ҫулта правосене çӗклес тата законлăха ҫирӗплетес енӗпе тухӑҫлӑ ӗҫ пурнăçларӗ. Иртнӗ çул федераци тата регионти законсене пӑснине, ҫав шутра пенси законӗсене, инвалидсемпе ватӑ ҫынсен прависене хӳтӗлес, ӗҫ прависене, ҫул ҫитмен ачасен прависемпе интересӗсене пурнăçлас енӗпе, ҫавӑн пекех, экономика сферинче 550 закона пăснă факт палăрнă, ирттернӗ тӗрӗслев результачӗсем тӑрӑх 77 протест панӑ, палӑртнӑ закăна пăснисене пӗтерес тӗллевпе суда 31 шырав янӑ, 181 представлени тата 7 асӑрхаттару кӗртнӗ. Унсӑр пуҫне уголовлӑ процесс ӗҫне сӑнаса тӑрас шайра закона пӑснӑ 86 ҫынна тупса палӑртнӑ, 79 уголовлӑ ӗҫ пирки айӑплава ырланă.

— Ҫамрӑк ӑрӑва мӗн сӗннӗ пулăттăр эсир?

— Çамрӑк ӑрăва компьютерсемпе, гаджетсемпе килте лариччен, спортпа ытларах интересленччӗр тесе каланă пулăттăм. 2024 ҫулта, Çемье ҫулталăкӗнче, район прокуратури шăпах ачасемпе ҫамрӑксен прависене хӳтӗлесси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрӗ, пӗр вӑхӑтрах районти спорт тата обществăлла мероприятисене хутшӑнма ӗмӗтленетпӗр.

— Професси уявӗпе ӗҫтешӗрсене мӗн суннӑ пулӑттӑр эсир?

— Ӗҫтешӗмсене сывлӑх сунатӑп, граждансене вара пур тавлашӑва та законпа тата ырӑ кӑмӑлпа татса паччӑрччӗ тесе суннă пулăттăм.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев