Юратупа шанчăклăха упракансем
Районти ЗАГС уйрăмӗнче Кивӗ Чукал ялӗнче пурăнакан Халиулловсен ҫемйине чысларӗҫ. Уяв Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче иртрӗ
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Халиулловсен ҫемйине чаплӑ уявпа саламларӗ, вӗсем ҫӗпрел ҫыннисемшӗн тӗслӗх пулнине палăртса иртрӗ. Ачисен тата мӑнукӗсен тимлӗхне туйса пурăнма, ырлăх-сывлăх тата савӑнӑҫлӑ кунсем, çемьере килӗшӳлӗх сунчӗ. Уявра Марат Гафаров Халиулловсен çемйине «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медальпе чысларӗ, парнесем, чечексем пачӗ.
– Ҫемьен телейӗ, ҫемьен çирӗплӗхӗ, вӑйӗ – пӗр-пӗрне хисеплесе пурăннинче. Эсир питӗ телейлӗ ҫемье, пилӗк ача пăхса ӳстерсе, вӗсене пӗлӳ парса, тӗслӗхлӗ пулса пурӑнатӑр, – терӗ район пуҫлӑхӗ.
Гульсирапа Фиалит Халиулловсем иккӗшӗ те Кивӗ Чукал ялӗнче, нумай ачаллӑ ҫемьере ҫут тӗнчене килнӗ. Пурнӑҫ ҫулӗпе 1971 ҫулта пӗрле утма пуҫланӑ. Çитес ҫулăн январь уйӑхӗнче вӗсем мăшăрланнăранпа 50 ҫул çитнине, Ылтӑн туйне уявлӗç.
Фиалит Сибгатович 3 ҫул ҫар службинче пулать, Чистополь ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗренет. Ҫарта служить тăвичченех ялӗнчи «Чишме» колхозра, унтан «Сельхозтехникă»ра, «Агрохимсервис»ра автомеханик пулса ӗçлет. 1986 ҫултан пуçласа Кивӗ Чукал вăтам пӗлӳ паракан шкулӗнче географипе ӗҫ урокӗн учителӗ пулса ӗҫлет, çавăнтан тивӗҫлӗ канӑва тухать.
Гульсира Фатыховна ӗмӗрӗпе тенӗ пекех, 1970 ҫултан пуçласа 2007 ҫулччен, Кивӗ Чукал ялӗнче фельдшер, ФАП заведующийӗ пулса ӗҫлет. Паянхи кун вӑл – ялти ветерансен совечӗн ертӳçи.
Халиулловсен ҫемйи ялта тата районта хисеплӗ ҫемьесенчен пӗри. Вӗсем пилӗк ача, 4 хӗр тата 1 ывӑл воспитани парса ӳстернӗ. Тăрăшуллă ӗçпе, пӗр-пӗрне хисепленипе авторитет çӗнсе илсе, ачисен ырлӑхне, мӑнуксен савӑнӑҫӗсене туйса пурăнаççӗ. Пилӗк ачи те мăшăрланса хӑйсен вырӑнӗсене тупнӑ, аслӑ пӗлӳ илсе, ашшӗ-амӑшӗсен ӗҫ ҫулне малалла тăсаççӗ. Аслӑ хӗрӗ, Илсеяр, ялти шкулта нумай çулсем хушши учитель пулса ӗҫлет, паянхи кун тӗлне ял тăрăхӗнче секретарь тивӗçне пурнăçлать. Иккӗмӗш хӗрӗ – Эльза, амӑшӗн профессине малалла тăсса, нумай çул хушши район центрӗнчи больницăн терапи уйрăмӗнче аслă медсестра тата провизор пулса вăй хурать. Эндже те – медицина сестри. Пӑва районӗнчи ватăсемпе инвалидсен интернат-çуртӗнче вăй хурать. Тӑваттӑмӗш хӗрӗ – Наргиза – филологи наукисен кандидачӗ, доцент, Хусанти патшалӑхăн архитектурӑпа строительство университетӗнче акӑлчан чӗлхине вӗрентекен пулса ӗçлет.
Тăватă хӗр хыççăн, йăха тăсакан пулса çуралнă, Халиулловсен çемйинче пысăк савăнăç кӳнӗ ывăлӗ Газинур – район Совечӗн аппарачӗн пӗтӗмӗшле уйрăмӗн пай ертӳҫин тивӗçне пурнăçлать. Тӗп никӗсре те вӗсем ывӑлӗпе тата кинӗпе, вӗсен виҫӗ ачипе пӗрле пурăнаççӗ. Апла пулсан ҫемье хаклӑхӗсем те упранаҫҫӗ.
Гульсира аппапа Фиалит пиччене хăйсен ҫитӗнӗвӗсемпе 11 мăнукӗ те савӑнтарса тăрать. Телейӗр йăхран-йăха куçтăрччӗ, хисеплӗ Халиулловсем
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев