Юлашки икӗ ҫулта Тутарстанри çутӗç учрежденийӗсенче тата ача сачӗсенче 11 пушар тухнă
Ҫӗпрел районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ларусен залӗнче çутӗç учрежденийӗсен ертӳҫисемпе пӗрле чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва асӑрхаттарас тата пӗтерес, пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе комисси ларӑвӗ пулчӗ.
Лару ӗҫӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов хутшӑнчӗç.
Тӗп тема – шкулсенче, çаплах, шкул çулне çитичченхи ачасен учрежденийӗсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене пурнăçласси, пушартан сыхламалли оборудованисемпе тивӗҫтересси. Ку ыйту енӗпе çутӗç уйрăмӗн пуçлăхӗ Ильсур Халитов, Ҫӗпрелӗнчи пушар сӳнтерекен тата хăтару гарнизонӗн пуçлăхӗн ҫумӗ Ильвир Салахов, Пӑва тата Ҫӗпрел районӗсенчи надзор ӗҫ-хӗлӗ енӗпе районсем хушшинчи уйрăмӗн аслӑ патшалăх инспекторӗ Инсаф Шакиров, ҫавӑн пекех, Кивӗ Çӗпрелӗнчи 1 номерлӗ «Солнышко» ача сачӗн заведующийӗ Елена Нуртдинова тухса калаçнисене итлерӗҫ. Комисси, сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн, пушар сӳнтермелли автоматикăн ӗҫе юрăхлă пулнине «Стрелец-Мониторинг» организацийӗпе пӗрле тишкерме, актсем çырма, пушар автоматикин юсавсӑрлӑхне, пулнă çитменлӗхсене пӗтерме тата ҫак ӗҫе çутӗç учрежденийӗн ертӳçисене çирӗплетмелле текен решени кăларчӗ. Электрооборудованисем вырнаҫтарнӑ тата ытти техника пӳлӗмӗсене кирлӗ тӗллевсемпе кӑна усӑ курмалла: унта кирлӗ мар япаласем хумалла маррине те палăртса иртрӗ комисси. Унсӑр пуҫне, эвакуацилемелли çулсене яланах юртан тасатса тӑмалла, терӗç. Пӗлӳ паракан организацийӗсен ертӳҫисемпе персоналшăн пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене пурнăçлама тата пушар килсе тухсан ӗçе мӗнле йӗркелемеллине вӗрентекен ятарлă вӗренӳсем йӗркелеме те сӗнчӗç.
Справка
Юлашки икӗ ҫулта Тутарстанри çутӗç учрежденийӗсенче тата ача сачӗсенче 11 пушар тухнă. Пушарсен тӗп сӑлтавӗсем: кӗске замыкани, электричество сечӗсене ытлашши напряжени тӳрӗ килни, юсавсӑр электрооборудованисемпе усӑ курни.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев