Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ырӑ сехет тӗлне пултăр, çӗр ӗçченӗ!

Тыр çи  пуçланчӗ.

Кӑҫалхи тыр çи вăхăтӗнче Çӗпрелӗн ҫӗр ӗҫченӗсене 38000 гектара яхӑн  лаптăк çинче ӳстернӗ пӗрчӗллӗ культурăсене вырса-пухма тӳрӗ килет. Уй-хирте тӗрлӗ маркăллă 76 комбайн ӗҫлет

Районта кăçалхи тыр çи ӗçӗсене «Ак Барс-Ҫӗпрел» агрофирмăн çӗр ӗçченӗсем пуçласа ячӗç. 

– Вӗсем хыççăн «Цильна» общество, «Низамов А.А.» тата «Махмутов И. Ф.» фермер хуçалăхӗсен комбайнерӗсем тухрӗҫ. Паянхи кун тӗлне 603  гектар çинчи тырӑ культурисене пухса çапрӗç, йышӑнмалли пунктсене тата йӗтем çийӗсене 1872 тонна тырӑ пушатрӗç. Кашни гектартан вӑтамран 31 центнертан ытла тухӑҫ тухать, – тет агроуправлени начальникӗ Талгат Халитов.

Упи тăрăхӗн уй-хирӗсенче

Кунти уй-хирсем  унччен те пулӑхлӑ пулнӑ. Кӑҫал та ҫӗр ӗҫченӗсен тӑрӑшуллăхӗ сая кайман. Лайăх ӳснӗ тырă анисем тинӗсе аса илтереççӗ.

– Ҫуркунне пуҫламӑшӗнче тӑпрана ӗçе кӗртессине тата акана хăй вӑхӑтӗнче ирттертӗмӗр. Пӗтӗм техника «П.В. Дементьев ячӗпе хисепленекен агрофирмӑн», ютран пӗр трактор та килмерӗ. Йӗкӗтсем питӗ тӑрӑшуллӑ пулса тухрӗҫ, ҫурхи хир ӗҫӗсене кӗске сроксенче вӗҫлерӗмӗр. Кăтартăвӗ те куç умӗнче. Паянхи кун тӗлне урпан та, кӗрхи туллăн та кашни гектарӗнчен вӑтамран 35 центнер тӗштырӑ çапса илетпӗр, – тет уй-хир отраслӗн специалисчӗ  Фанис Мударисов.

«Ак Барс-Ҫӗпрел» агрофирма тӳрремӗнех çапнă тырра Пăрăнтăк станцийӗнчи элеватора ăсатать. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, тыррӑн нӳрӗлӗхӗ стандартлӑ требованисене тӳрӗ килет. Кунсем шӑрӑх тăнăран тырпул хăвăрт ӗлкӗрет.

Комбайнсем çапса иртнӗ лаптăксене пӑхатпӑр. Тăкăннă тырӑ курӑнмасть. Апла пулсан, çӗр ӗҫченӗсем иртнӗ ҫулсенчи пекех хăйсен хир карапӗсене вырса-пухма лайӑх хатӗрленӗ. Эпир кунта пулнӑ кун сакӑр комбайн 180 гектар çинче  акса ӳстернӗ «Казанская-560» сортлă кӗрхи тулла çапатчӗç. Комбайнсен ӗҫне чарса тӑрас марришӗн  вӗсем патне вунна яхăн «КамАЗ» автомашина палăртнă. Зеленодольск хулинчи автотранспорт предприятийӗнчен те тăватă «КамАЗ» прицеп çаклатса килнӗ. Вӗсенчен кашнийӗ кунсерен элеватора  3-4 рейс туса,  25-шер тоннăран ытла тырӑ турттарать иккен.

– Тырă аван тухать, – тет савăнса Зеленодольскран килнӗ  шофер Альберт Яфизов та. Унӑн ӗҫтешӗсем те Ҫӗпрел районӗнчи ӗҫ условийӗсем тивӗҫлӗ шайра пулнине каларӗç. Хирте ӗҫлекенсене икӗ хутчен вӗри апатпа тивӗçтереççӗ. Комбайнерсен те, шоферсен те ӗҫ кӑтартӑвӗсене шута илеҫҫӗ.

–Кунcем çакăн пек уяр тăрсан, районта тыр çи вăраха тăсăлмӗ, – теҫҫӗ ял хуҫалӑхӗнчи опытлă ҫӗр ӗҫченӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев