Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ялти урамсем хур чӗпписемпе тулнă вăхăт

Çерем кăштах симӗсленсен, кунсем ăшăнса пынă май, ял халăхӗ чӗпсем, хурсем, кӑвакалсем туянма пуçлать

Çакăнпа интересленес ӗç ăçтан килсе тухнă-ши? Истори даннăйӗсенчен çакă паллă, пирӗн мӑн асаттесем килти условисенче ҫав вӑрӑм мӑйлӑ, хӗрлӗ-сарă ураллă, какăлтатакан, пысăк çунатлă çакăн пек хур-кайăксене алла вӗрентнӗ. Ун хыççăн ӗнтӗ килти условисенче ӗрчетме пуçланă.

Ильгамия Мохитова, Кивӗ Шемӗршел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ:

– Пирте хур ӳстермен çын сайра. Кашни килтех темелле 15-20 хур усраççӗ. Вӗсен ҫумӗнче кăвакалӗ те, бройлер чӗпписем те пулаççӗ. Хам та, бэлеш, кукăль валли тенӗ пек,   килти-кайăк кӗшӗксенчен тӗрлине, сахал кăна пулсан та, туянатăп. Кӗркунне ҫитсен, тăвансене чӗнсе, хур тӗк татни те хăйне кура илем вӗт. Халӑхăн йӑлисене те çавна май сыхласа хăваратпăр.

Кайӑк-кӗшӗк туяннă чухне мӗн çине тимлӗх памалла, мӗнле суйламалла?  Лайӑх ӳстерес тесен, мӗнле пăхмалла? Мӗн çитермелле?  Кил хуҫи хӗрарӑмӗсене интереслентерекен ҫак ыйтусене эпир хурсем ҫитӗнтерес енӗпе пысӑк опыт пухнă Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи Резида Тухфатуллина патăмăр.

– Туяннӑ чухне эпир 800 грамм таякан хур чӗпписене суйлатпӑр. Кӑҫал та, июнь пуҫламӑшӗнче, 3000 пуҫ хур чӗппи илсе килме шутлатпăр. Паллах, ун чухлӗ хамӑршӑн ҫеҫ нумай пулать, ыйтакансене сутӑпӑр. Тӳреммӗнех илсе килсен, хакӗсем пасартисенчен каярах пулӗҫ.

Чи пахи – хур чӗпписем кирлӗ процедурăсене иртни. Кайӑк-кӗшӗк вакцинӑланнă, документлӑ регис-трациленнӗ, урӑхла каласан, мӗнпур ветеринари требованийӗсене пурне те иртнӗ пулмалла. Капла шанчӑклӑрах. Эпир вара çавăн пеккисене ҫеҫ туянатпăр.

Илсе килнӗ хыççăнах, хур чӗпписен умне шывпа апат лартатпăр. Ҫакна мӗн чухлӗ хӑвӑртрах тӑватӑр, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах. Чи малтанах витаминлӑ хутăш апатсем çитерме сӗнетӗп. Унта тӗрлӗ апат-сем, ҫусем пулмалла, унтан ӗнтӗ, ҫирӗпленсе çитсен, кӗркуннеччен тулă çитермелле. Эпир хамӑр ҫапла тӑватпӑр, 800 грамлă хур чӗпписем кӗркуннехи уйăхсем тӗлне 4 килограмлă тата унтан та ытларах пулса çитеççӗ.

Кивӗ Кахăрлă ялӗнче пурăнакан Римма Мифтахутдинова та çулсерен 50шар хур чӗппи илсе ӳстерет.

– Эпир хур чӗпписене сип-симӗс курӑк шӑтса тухсанах илетпӗр. Ҫапла вара, вӗсем ҫуллахи шӑрӑх кунччен, тӗрлӗ хурт-кӑпшанкӑ тухиччен, тӗрекленсе юлаççӗ, – тет Римма Мифтахутдинова.

Хур чӗппи туяннӑ чухне вӑл шултăрараххисене тимлӗхе илме сӗнет. «Пӗчӗк хур чӗппи хур пулсан та пӗчӗк пулса юлать. Ҫавӑн пекех хур чӗппи урисем ҫинче ҫирӗп пусса тӑни паха, – тет вăл.

Унчченхи çулсенче Тутарстанра темиҫе ҫул хушши кайӑк-кӗшӗк нумай усракансене субсиди те паратчӗç. Халӗ вара вăл вăйран тухнă. Кун ҫинчен эпир районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн специалистӗнчен Айваз Абязовран ыйтса пӗлтӗмӗр. «Субсидие иртнӗ çул ӗнтӗ пама чарăнчӗç. Кӑҫал та ҫав çавăн пек йышăну курăнмарӗ», – терӗ вӑл.

Ял халăхӗ субсидие пăхса тăмасть ӗнтӗ. Хурсене, килти кайӑк-кӗшӗке пирӗн патăрта 80 ҫулти кукамайсем те ӳстереҫҫӗ. Кун çинчен Кахăрлă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рустам Фаткуллин та:

–  Пирӗн ялти ӗҫчен ҫемьесем ҫуркуннерен пуҫласа мӗн хура кӗркуннечченех хур-кăвакал ӳстереҫҫӗ. Паллах, ку ҫемье бюджетне пысӑк пулӑшу. Кунсăр пуçне тата ялти урамсен сип-симӗс курӑкӗ çинче  сап-сарă хур-кӑвакал чӗпписем тулли пулни  – ӗлӗкхи пекех ялта пурнăç кӗрлесе малалла пыни çинчен калать. Кама – мӗнле, ял ҫыннисемшӗн çак курăну вара ӗнтӗ питӗ ҫывӑх!

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев