Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Ялти пӗрремӗш фермерсем

Утеевсем – Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче хресчен-фермер хуçалăхӗ йӗркеленӗ пӗрремӗш çемье. Вӗсем хуçалăхӗнче 40е яхăн мăйракаллă шултра выльăх усраççӗ

Бизнесăн пӗчӗк форми

Николай Ларионов-Йӗлмел

Людмила Ивановнапа Олег Никодимович 2007 çулта хăйсен ӗçне уçма шутлаççӗ. Хресчен-фермер хуçалăхне Людмила Ивановна ячӗпе регистрацилеççӗ.

– Шкул пӗтеричченех колхозра ӗçлеме тытăннă эпӗ, сысна кӗтӗвӗ те кӗтнӗ. Ялти шкул хыççăн Аслă Нагаткинăра СПТУра вӗрентӗм. Салтакра Украинăри Белград хулинче тăтăм, унтан 1984 çулта таврăнсан,  Ульяновск хулине кайрăм. Хулара виçӗ çула яхăн машинăпа çӳрерӗм, унтан сувенирсем тăвакан завода кайса кӗтӗм. Çак вăхăтра колхозра фермăра ӗçлекен атте чирлесе ӳкрӗ. Кил хуçалăхӗнче ун чухне аттепе анне – Никодим Николаевичпа Серафима Алексеевна  выльăх нумай усратчӗç, вӗсене çитермелле, пăхмалла вӗт. Çапла майпа аттепе аннене шеллесе тăван яла таврăнтăм, – аса илет çемье пуçлăхӗ.

Колхозра вăл каллех машина çӳретет, çуллахи вăхăтра вара комбайн çине ларса тырă пуçтарать. Комбайнпа 10 çул вăй хурать вăл, пӗр сезонра «Нива» ятлă хир карапӗпе пӗр пин центнер тырă çапни те пулнă.

– Малтан эпир ӗçе уйрăм предприниматель пулнă май пуçларăмăр. Ялпа кӳршӗллӗ Кивӗ Улхаш ялӗн (Ульяновск облаçӗ) 10 гектар çӗрне тара илтӗмӗр, унта чӗкӗнтӗр, çӗрулми акма пуçларăмăр. Хамăн машинăпа çӗрулми сутма Самар хулине çӳреттӗм. Темиçе çул çапла ӗçленӗ хыççăн хамăр колхозра та çынсене пай çӗрӗсене пама пуçларӗç. Çапла вара, эпир хамăрăн тата атте-аннен,  хуньăм-апайăн  пайӗсене (пурӗ 12 гектар) илтӗмӗр. Каллех çӗрулми нумай акма тăрăшрăмăр, кӗркунне пуçтарма ял çыннисем пыратчӗç, вӗсен укçа ӗçлесе илме май пурччӗ.  2011 çулта вара, çумăрлă çанталăка пула, 3-4 гектара пуçтарса илеймерӗмӗр, хире трактор та кӗреймерӗ. Çапла çӗрулми юр айне пулса, пире пысăк сиен кӳчӗ. Çак вăхăт тӗлне банкран пӗр миллион тенкӗ кредит илтӗмӗр, хамăр касăри пушă пӳртлӗ вырăна туянтăмăр та унта 25 ӗне выльăх валли ферма туса лартрăмăр. Тепӗр çул  Тутарстан Республикинче фермерсене пулăшмалли программа ӗçлесе кайрӗ, эпир вара «Утеева» хресчен-фермер хуçалăхӗ (КФХ) туса регистрацилерӗмӗр, – тет Олег Никодимович.

Пӗррехинче Олег Никодимович программăпа патшалăх пулăшăвӗ илес пирки пӗлес тесе Хусана çул тытать, ял хуçалăх министерствине кӗрет.

– Программа ыранччен кăна пырать вӗт, пӗтет. Ăçта документусем? Мӗн тăватăн? – тăрук хуравлаççӗ ăна.

Кил хуçи çав минутрах васкаса мăшăрӗ патне шăнкăравлать, документсене тупса, хатӗрлесе хума хушать. Хăй вара яла васкать. Тепӗр кун ир-ирех мӗнпур кирлӗ документсене пуçтарса каллех Хусана васкать, вӗсене юлашки кунра программа валли парса ӗлкӗрет.

– Фермине тунăччӗ ӗнтӗ, укçине эпир вăтам шкул патӗнчен тытăнса хамăр урама асфальтлă çул тăвассишӗн çеç ыйтса пăхасшăнччӗ. Урампа эпир кăна мар вӗт, ял халăхӗ те çӳрет. Ӗмӗрте пулманнине аппаланса пăхар-ха терӗмӗр.  Ачаранах тытăнса чӗркуççи таран пылчăк ашнă эпир, машинасем путса ларса темиçе сехет нушаланни те пулнă урамра, малашне хуть йӗркеллӗ çул пултăр-ха тесе шутларăмăр, – хутшăнать калаçăва Людмила Ивановна.

Халӗ Утеевсен хуçалăхӗнче мăйракаллă шултра выльăхсен шучӗ  39 пуçа çитнӗ. Вӗсенчен сăвакан ӗне – 15, паян вара Людмила Ивановна 11-ӗшне сăвать, сӗтне кашни кунах сӗт пуçтаракансем фермăна килсе илеççӗ. Талăкне вӗсем фермăран 130-170 е ытларах та килограмм сӗт ăсатаççӗ. Çӗр лаптăкне вара Утеевсем хальхи вăхăтра  23 гектара çитернӗ.

– Техника çителӗклӗ, машинăсем те, тракторсем те пур, комбайн кăна çук (тырçи вăхăтӗнче тара илетпӗр), ăна та туянма шухăш пур-ха пирӗн. Хире курăк тата урпа акатпăр, курăкӗ сутмалăх та юлать. Сăвакан ӗнесем валли тăтăшах Ульяновск хулинчи пиво заводӗнчен дробина турттаратпăр, вăл сӗт антарма пулăшать.  Жом та çитеретпӗр. Пирӗн паянхи чи пысăк ыйту – çӗр çитменни. Пулсан 100 гектар та, унран ытларах та илӗттӗмӗр.  Анчах ӗмӗтленмелли кăна юлать. Çӗрсӗр фермер алăсăр çын пекех ӗнтӗ вăл. Район администрацине кайса темиçе хут та хамăр нушана ăнлантартăмăр, –  тесе пăшăрханса калаçаççӗ Утеевсем.

Фермăри ӗçсене ме-ханизациленӗ: шыв пăрăх тăрăх килет, ӗнесене машина сăвать, фермăри тислӗке транспортер илсе тухать... Курăкне те тракторпа илсе килеççӗ, выльăхсене валеçсе параççӗ. Мӗнпур ӗçсене те Утеевсем пӗрле ӗçлеççӗ, май килнӗ чухне ачисем те пулăшаççӗ, çулла кăна кӗтӳçӗ тытаççӗ.

– Чăнах та, çăмăл мар ӗнтӗ пӗр чарăнми ӗçлеме. Анчах ăçта пур вăл çăмăл ӗç? Хамăршăн ӗçлетпӗр вӗт. Ирпе вăранатпăр та фермăна васкатпăр, «физкультура» тума тытăнатпăр – ыйхă самантрах вӗçсе каять. Пӗррехинче кӳршӗ хӗрарăмӗ эпӗ килтен  5-6 кил урлă вырнаçнă фермăна кайса килнине чӳречерен пăхса, сăнаса ларнă тет.  «Люся кăнтăрлаччен 25 хут, кăнтăрла хыççăн 13 хут кайрӗ», – тесе каласа панă тет вăл хамăр касă çыннисене кайран. Ун чухне эпӗ чăнах та, кунӗпе унта-кунта çӳрерӗм, мӗншӗн тесен ӗне пăруламаллаччӗ, – тесе шӳтлесе калаçрӗ Людмила Ивановна.

Утеевсем 1990 çулхи август уйăхне çемье çавăрса яраççӗ. Олег Никодимович ӗçленӗ хушăрах 1994-1997 çулсенче Теччӗри автомеханика техникумӗнче вӗренет. Мăшăрӗ вара çамрăклах Пăвари медицина училищинчен пӗлӳ илет. Çичӗ çул ялти фельдшерпа акушер пунктӗнче, каярахпа ача садӗнче те ӗçлет. Ял халăхӗ ăна паян та пулăшу кирлӗ пулнă вăхăтра чӗнсе илет, вăл кӗттерсе тăмасть, хăвăрт хушăра килсе çитет.  Утеевсем  виçӗ  ача пăхса ӳстереççӗ:  Леонид (врач-фтизиатр,  Ульяновск облаçӗнче ӗçлет), Лариса (иккӗмӗш аслă пӗлӳ илет), София (11-мӗш класа çӳрет).  Асаттепе асанне пулма та ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ – Леонидăн пиллӗкри ачи пур.

Утеевсем ял халăхне те пулăшса пурăнаççӗ. 2019 çулта Çӗнӗ Йӗлмелӗнче пӗрремӗш хут «Ял кунӗ» иртрӗ. Çак уява ирттерме Утеевсем те чылай укçа-тенкӗ уйăрса панă. Шкула, ача садне те тӗрлӗрен пулăшу парса тăраççӗ. Олег Никодимович хăйӗн тракторӗпе темиçешер гектар чӗкӗнтӗр, çӗрулми кăларса пани те пулнă. Çуркуннепе кӗркунне вара вăл хăйӗн тракторӗпе ял халăхӗн çӗрулми анисене сухаласа, акса-кăларса пама та пулăшать. Ӗлӗк çак ӗçсене лашасемпе пурнăçланă пулсан, халь çак ӗçсене тума ялта лашасем те юлманпа пӗрех. Тата самани те урăхла вӗт ӗнтӗ, техника самани. Çавăнпа та паян ялта фермер чи хисеплӗ çынсенчен пӗри пулса юлать.

Справка

Районта 101 хресчен-фермер хуҫалӑхӗ регистрациленнӗ. Район фермерӗсем акăнакан  мӗнпур ҫӗрсен пӗрре виҫҫӗмӗш пайне (27%) ӗçе кӗртеççӗ.

Фермер хуҫалӑхӗсенче 1248 мӑйракаллӑ шултра выльӑх усраççӗ, ҫав шутра 465 сăвăнакан ӗне пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев