Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Хур усрасси мана савӑнтарать

Пирӗн тăрăхра ял ҫыннисем мӗн ӗмӗртенпех хур нумай ӳстернӗ. Çак йăла халӗ те пурăнать

Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнчи Райна Хаярова ҫулсерен 100 ытла чӑх-чӗп, хур-кӑвакал, бройлер ӳстерет. Ку ӗҫпе вӑл тахҫантанпах аппаланать, кайӑк-кӗшӗк ӗрчетес ӗҫӗн мӗнпур вăрттăнлăхӗсене пӗлет.

– Халӗ хурсем илтӗм, 60 пуҫ. Унтан кая пулни çук. Унтан кӑвакал, чӑх-чӗп, бройлер чӗпписем илме шутлатăп. Хурсемпе чăрмавӗ нумай пулин те, вӗсене ӳстерни киленӗç кăна. Эпӗ вӗсене ачасем пек пăхатăп, вӗсемпе калаҫатӑп, пӗчченлӗхрен хăтарать... –  тет Райна Хаярова.

Хурсем пăхса ӳстес ӗҫре ӑна ялта пухнӑ опыт та пулӑшать. Райна аппа çак ял çынни.  Мӑшӑрӗпе Ингельпе 36 ҫул пурӑннӑ, 20 ҫул каялла вӑл чӗре чирӗпе вилнӗ. Тӑватӑ ачин те пӗрин хыҫҫӑн тепри ура ҫине тӑнă вăхăт. Вӗсене пулӑшмалла, пурнӑҫа та тытса пымалла пулать çав вăхăтра. Райна аппа мӑйракаллӑ шултра выльӑх, икшер ӗне, пӑрусем те нумай ҫул усрать. Ҫичӗ ҫул ялта халӑхран сӗт пухать, унтан таврӑнсан, чӗкӗнтӗр ани çине уйне каять. 3-5 гектар сахӑр чӗкӗнтӗрне ӗçе кӗртет. Юлашки ҫулсенче килти кайăк-кӗшӗк ӗрчетес ӗҫе пуҫӑнать. Паян вӑл пӗчченех пурӑнать.

– Ялта выльӑх-чӗрлӗхсӗр ӗҫ тухмасть, ҫавӑнпа пурӑнатпӑр та эпир. Эпӗ хам кăна пурне те ӗçлесе ӗлкӗреймен пулӑттӑм, манӑн ачасем – манӑн пулăшаканăмсем, – тесе калаçрӗ Райна аппа.

Кил хуҫи хӗрарӑмӗ 10-15 кунсенчи хур чӗпписене илсе ӳстерни ăнăçлă пулни çинчен калать. Вӑл хур чӗпписене суйласа илнӗ вӑхӑтра тимлӗ пулмаллине аса илтерчӗ.

– Ҫулне кура тӗрлӗ чӗпсем тӗл пулаҫҫӗ. Вӗсем те чӗрчунсем вӗт. Ҫавӑнпа та питӗ тимлӗ пулмалла. Хур чӗпписене яланах май уйӑхӗнче илетпӗр, кӗркунне вара  ӳссе ҫитӗнеҫҫӗ, – тет пултаруллӑ кил хуҫи.

Кунӗпех ирӗкре хурсем ҫӳреҫҫӗ, Райна аппа вӗсене пӗр минутлӑха та куҫран ҫухатмасть. Инҫех те мар хур юханшыв пур пулсан, вӑл вӗсене унта илсе кайса шыва кӗртет, умӗсенче те яланах шыв тӑрать.

Апат рационӗпе те питӗ тимлӗ. Вӑл хутăш апат (комбикормпа) пама  сӗнет. Ҫӗрулми пӗçерет, ăна ҫӑнӑхпа хутӑштарса парать. Ахаль меслетпе ӳстерни лайăхрах пулни çинчен те калать.

– Нумайӑшӗсем апат ҫине хурсем хӑвӑртрах ӳсчӗр тесе витаминсем хушаҫҫӗ, эпӗ çакна кирлӗ тесе шутламастăп. Вырӑн таса пулни хур ашне те витӗм кӳрет, тет. – Пӗтӗмлетсе каласан, хур вӑл тасалăха юратакан килти кайăк-кӗшӗк.

Чӑх чӗпписене кӗркунне шутлаҫҫӗ, текен каларăш та пур. Хурсем те ҫавӑн пекех. Райна аппа каланӑ тӑрӑх, вӗсене вырнаҫтарма йывăр мар. Ачисене парать, яланхи туянаканӗсем те пур иккен. Хур ашне, ӑшчиккине, ҫуне, мамӑкне-тӗкне ыйтакансем те пур. Кашни ҫулах темиҫешне тăварласа-типӗтсе те хурать.

Хур ҫӑвӗ те питӗ усӑллӑ, унпа пӗлсе ҫеҫ усă курмалла. Шӑнса чирлесен питӗ пулӑшать, унпа тӗрлӗ чир-чӗртен сипленме те пулать. Кунсӑр пуҫне тата куллен усă курсан та лайăх, чустана ҫемҫетет.

Хур мамӑкне те сая ямастăп. Чӑн та, ӗлӗк вӗсенчен минтерсем тунă, халӗ сутса кăна яратăп.

Сывлăхăм пур чухне, хур-кăвакалтан уйрӑлмастӑп-ха, – тет Райна аппа.

Кун пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫук. Ахаль ларакан, ăçтан-тăр килсе кӗрессе кӗтекен ҫын мар. Ӗçсӗр ларсан, чирлесе кайма та пултарăн.

Интереслӗ даннăйсем 

Килти  хурсем çинчен темиçе факт.

Хурсене ишессинчен ытларах утса ҫӳреме меллӗ иккен.

Килти хурсен хăмăр хуртан пулса кайнӑ

Хурсем 25-30 ҫул пурӑнаҫҫӗ. Апат шыраса 4-6 метр тарӑн шыв айне анма пултараҫҫӗ.

Хурсем хура çырла юратаççӗ.

 

Килти хурсемпе ҫыхӑннӑ легенда пур

Рим ҫине ӗлӗк яланах тӑшмансем тапӑнсах тăнă. Пӗр вăхăт вӗсем Рим патне килсе ҫитеҫҫӗ, хулара выҫлӑх пуҫланать, хула ҫыннисем мӗн çиме пуррине веçех ҫисе яраҫҫӗ. Пурӗ те сăваплă хурсем ҫеҫ юлаҫҫӗ. Вӗсем Юнона Туррӑн ҫуртӗнче пурӑннӑ. Ҫынсем ҫав хурсене питӗ ҫиесшӗн пулнӑ.

Пӗррехинче хулана хӳтӗлекен ҫар ҫыннисенчен пӗри хыттӑн шавланине илтсе вӑранать. Ку хурсен сасси пулнă. Салтак хулана хӳтӗлекен крепость патне ҫитсен, унта тӑшмансем килнине курнӑ.

Çар çынни çав галлӑна тӗртсе ярать, тӗртсе антарнă чух кӑшкӑрса ярать, хурсем ҫав сасса илтсе тата хытӑрах шавлама пуҫлаҫҫӗ, çапла вара, Рима хӳтӗлекенсем пурте вӑранаҫҫӗ. Ҫӗрле вара хулана туртса илес текенсен ирӗксӗрех каялла ҫаврӑнса каймалла пулать. Ҫапла вара, Рим ҫӗнтерӳҫӗ пулса юлать. Рима та тыткăна илесрен хурсем хăтарса хăвараççӗ.

Хур  усракансем валли  канашсем

Кайӑк-кӗшӗке ветеринарипе санитари хатӗрӗсемпе усӑ куракан пысăк кайăк-кӗшӗк фабрикисенчен, профессионалсенчен туянсан авантарах.

Хур чӗпписене машинăпа сутса çӳрекенсенчен туяннă чухне ҫыннӑн малтан машина ӑшне пӑхса илмелле. Таса-и вӑл, таса мар-и? Ҫакӑн хыҫҫӑн яланах пӗр шанчӑклӑ ҫынран илмелле. Хӑйне хисеплекен кайӑк-кӗшӗк сутакан машинӑна яланах таса та йӗркеллӗ тытать, хур-кăвакал, чăх чӗппи вырнаҫнӑ ещӗксене ҫуса тăрать.

Хур чӗппине туяннă чухнех пысăкраххине суйлама сӗнеҫҫӗ. Пӗчӗк хур чӗппи хур пулса хитӗнсен те, çаплах, пӗчӗк пулса çитӗнет. Ҫавӑн пекех чӗпӗсем ура ҫинче ҫирӗп тӑнине пăхмалла.

Хур чӗппин пуҫне хыçалалла май ачашласа пăхмалла. Енчен вӑл ӳкмест, ура ҫинче тӑрать пулсан, ку аван. Ӳкнӗ, тӑрас тесе нушаланакан чӗпӗ шанчӑклă мар.

Тепӗр хут сăнаса пӑхма пулать: месерле вырттарӑр та кӑвапине пӑхӑр. Енчен те, кăвапи шалалла кӗрсе тăрать тата тӗксӗм тӗслӗ пулсан, вăл чирлӗ е инкубаци тӗрӗс иртменнине пӗлтерет.

Хур чӗппи пурӑнакан вырӑн таса пулмалла. Килти чӗппе мӗнле пăхатăн, инкубатортан тухнӑ чӗпсене те ҫавӑн пекех пӑхмалла. Кайăк-кӗшӗк вырнаҫнӑ ҫӗрте сывлӑш лайӑх çӳремелле. Здани ăшӗ ӑшӑ пултӑр.

Хур чӗппи чирлесе ан ӳктӗр тесен профилактика мероприятийӗсене ирттермелле. Фабрикӑсенче пур кайăк-кӗшӗке те вакцинаци тӑваҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне, малтанхи виҫӗ кун хушшинче антибиотиксем палӑртаҫҫӗ. Ҫакна инфекцисемпе кӗрешме тӑваҫҫӗ. Ҫавӑнпа та сутуҫӑран: «Эсир антибиотиксем ӗҫтернӗ-и? – тесе ыйтӑр. Ӗҫтернӗ пулсан, илсе таврӑнсан, пыршӑ-пакартин микрофлорине лайӑхлатас тесе, вӗсене пилӗк-ҫичӗ кун хушши пробиотик парӑр. Ҫакӑн хыҫҫӑн витаминсем ҫине куҫӑр. Анчах кунта та ҫакна манма юрамасть: пӗр флаконра аминокислотсем те, витаминсем те пулмалла (вӗсем вунă тӗрлӗ пулсан, лайӑхрах та), кун пек пулсан результат чылай лайӑхрах пулать. Тепӗр икӗ эрнерен каллех, профилактика тӗллевӗпе, антибиотик паратпӑр. Ку инфекци йӑвана ҫӗнӗрен ан лектӗр тесе тата иммунитечӗсене ҫирӗплетме кирлӗ.

Хур чӗпписене хутăш апат çитеретпӗр. Хальхи вӑхӑтра чăхсен Богданович, Глазовский тата Самарăн чăхсен тулли рационлă хутăш апачӗсем (комбикормсем) чи лайӑххисем шутланаççӗ. Хӑш-пӗр ҫынсем сӗлӗпе тулӑ хутӑшне те комбикорм теҫҫӗ. Ку тӗрӗс мар. Унӑн йышӗнче тӗрлӗ микроэлементсем, ӳсентӑран ҫӑвӗсем те пулмалла. Аталанӑвӑн кашни тапхӑрӗнче хӑйӗн рационӗ пур. Кунсӑр пуҫне хур чӗпписем умӗнче яланах апатпа шыв тӑмалла.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев