Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Хӑрушӑ чир

Календарьте дата

Мартăн 24-мӗшӗ – Туберкулезпа кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кун. Çак чир пирки районти тӗп больницӑн тухтӑрӗ А.Мальцева каласа парать.

Туберкулез – инфекци чирĕ. Чир чирлӗ ҫынран е чирлӗ чӗрчунран куҫма пултарать.

Паянхи кун туберкулезран пӗтӗмпех сывалма пулать. Анчах ку чире малтанхи  тапхӑрсенче пӗлни маларах диагноз лартма пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулать. Чире мӗн чухлӗ иртерех палăртатăн, ӑна сиплесси ҫавӑн чухлӗ хӑвӑртрах та ӑнӑҫлӑрах пулӗ. 

Туберкулез микобак-терийӗсем хӑйсен хӑш-пӗр хăйне евӗрлӗхӗсемпе ытти микробсенчен питӗ уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Тӗслӗхрен, вӗсем сивве чӑтӑмлӑ. 10 градус пулсан та вӗсем часах вилмеҫҫӗ. Организм тулашӗнче микроб ӗрчемест, анчах та чылай вӑхӑт çирӗплӗхне упрать. Тӗттӗм те йӗпе (нӳрлӗ) ҫуртсенче вӑл нумайччен упранать. Урам тусанӗнче икӗ эрне ытла пурӑнать. Вӗретсен, хӗвел пайӑркисем тивсен микроб хӑвӑрт вилет. Хăшпĕр хими ирĕлчĕкĕсем туберкулез палочкисене вĕлереççĕ, çавăнпа хлораминăн 5% ирĕлчĕкне сиенсӗрлентме –  дезинфекцилеме усă кураççĕ.

Туберкулезпа ҫынсем кӑна мар, чӗрчунсем те чирлеççӗ. Килти чӗрчунсем хушшинче ӗнесем, сыснасем, кроликсем, кушаксем чирлеҫҫӗ. Лашапа йытӑ туберкулеза питӗ чӑтӑмлӑ. Кайӑк-кӗшӗксенчен туберкулеза чӑхсемпе попугайсем ытларах парăнаççӗ.
Туберкулез микробӗсем чирлӗ ҫынран сывлăхлă ҫынна ытларах чухне (85-95%) сывлӑш ҫулӗ урлӑ куҫать. Ҫын ӳсӗрсен, апчуху тусан, калаҫсан та микроб сурчӑкпа сывлӑша тухать, ҫав сывлӑша сывласа илекен сывлӑхлӑ ҫыннӑн сывлав ҫулне те кӗме пултарать. Туберкулезӑн уҫӑ формипе чирлӗ ҫын микробсене тавралӑха нумай сарать. Чирлӗ çынпа сывӑ ҫыннӑн пӗр-пӗринчен 1-2 метр аяккарах тăрса калаҫмалла. 

Организмра туберкулез инфекцийӗ пуррипе ҫуккине Манту реакцийӗпе пӗлме пулать.


Чир паллисем

Температура ӳсет. Ҫыннӑн вӑйсӑрланни сисӗнет. Туберкулезпа чирлӗ ҫыннӑн аппетичӗ пӑсӑлмасть пулин те, вӑл майӗпен начарланса пырать. Ҫын хӑвӑрт тарлать. Тарлани ҫын ӗҫленипе е кунӗ шӑрӑх пулнипе мар, ҫӗрле çывăрнă вăхăтра, ытларах тул ҫутӑлас умӗн пулать. Сывлӑш пӳлӗнни, ҫурӑмра, хул калакӗ тавра тӑртанни сисӗнет. Ӳслӗк – туберкулезӑн палли. Анчах ӳслӗк шӑнса пӑсӑлсан та, ирсерен пирус туртакан ҫыннӑн та пулать. Ҫавӑнпа ӳслӗк вӑраха тӑсӑлнӑ чухне кӑкӑр клеткине рентгенологи тӗпчевӗ тума сӗнеҫҫӗ.

Справка
Паянхи кун ӳпке чирӗ самай сарӑлнӑ. Унпа ытларах 18 ҫултан пуҫласа 40 ҫула çитичченхи ҫынсем чирлеҫҫӗ. Кашни ҫулах ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче 10 миллион çынна учета илеççӗ, 1,4 миллион çыннăн пурнăçӗ татăлать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев