Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Хӑй йӑхне пӗлекен ҫын – телейлӗ çын

Районта «Эхо веков в истории семьи» ятлă фестивалӗн муниципаллă тапхӑрӗ иртрӗ

Конкурсăн муниципаллă тапхӑрӗнче виҫӗ ҫемье: Кивӗ Кахăрлăран Земфирӑпа Рустем Фаткуллинсем, Матак ялӗнчен Аленăпа Владимир Шумиловсем, Аслă Аксуран Марийăпа Виктор Лухмановсем хутшӑнчӗç.

Районти Культура çурчӗн фойинче ҫемьесем тулли содержаниллӗ курав йӗркеленӗччӗ. Конкурсантсем ҫемьен йăх-несӗлӗсем ҫинчен каласа пачӗҫ, асран кайми пулӑмсемпе историре паллӑ йӗр хӑварнӑ тӑванӗсемпе паллаштарчӗҫ, ӑруран ӑрӑва куçса пыракан йӑласене палӑртрӗҫ. Кунсӑр пуҫне тата унта хутшӑнакансем хӑйсен ҫемйисенче хатӗрленекен наци апачӗсене сӗнчӗç. Сӑмахран, Шумиловсен йӑхӗнче тӑванӗсем ҫӗр ӗҫӗпе аппаланнӑ, улмуҫҫи сачӗ ӳстернӗ çынсем.  Алена Шумилова, хӑй енчен йӑх-несӗле пуррипе ҫуккине тӗпчесе пӗлнӗ, кӗмӗлтен хатӗрленӗ мӑй ҫыххи ҫинчен каласа пачӗ, мӑй ҫыххи пӗр ӑруран тепӗр ӑрӑва амӑшӗнчен кӗҫӗн хӗрӗ патне куҫнине палăртрӗ. «Мӑй ҫыххи, еткер пулнă май, ман пата куҫрӗ, эпӗ хамăн хӗрӗме парнелӗп», – терӗ.

Лухмановсен ҫемйинче вара Вӗрентекен профессине юратни, хисеплени ӑруран ӑрӑва куҫать. Лухмановсен династийӗн педагогика стажӗ 200 ҫул ытла шутланать.

Фаткуллинсен ҫемйинче те мăнаçланма пултаракан еткере юлнă пурлăх ҫителӗклӗ пухӑннӑ. Вӗсен аслашшӗ-кукашшӗсем, ашшӗсем Тăван çӗршывăн Аслӑ вăрçинче хутшăннă, нумай медале тивӗçнӗ, вӗсен хыççăнхи ӑру та, республикăра чыслăн ӗҫлесе пурăнаççӗ. Вӗсенчен пӗри – Агзам Губайдуллин, «Тутарстан Республикинчи муниципаллă пӗрлӗхсен Совечӗ» Ассоциацин ертӳçи.

Мероприятие хутшӑнакансене тата хӑнасене Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров саламларӗ. «Çак фестиваль нумай ӗмӗрлӗ историйӗ пулнă ҫемьесене тупса палӑртма пулӑшать. Ҫӗпрел районӗнче те хисепе тивӗçлӗ, мăнаçланмалăх çемьесем пурăнаççӗ.  Шӑпах ҫемье хаклӑхӗсем пулнăран ăруран ăрăва куçса пынă май,  тутар, чăваш тата районта пурăнакан ытти халӑхсен йӑли-йӗрки, чӗлхи, наци упранать», – терӗ.

«Ӑрусен астăвăмӗ кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑнать.  Хӑйсен тымарӗсене, историне тата йӑлине пӗлекен ҫын ҫак пӗлӗве пулас ӑрусене пама пултарать», – тесе палӑртрӗ Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ искусство деятелӗ, социологи наукисен докторӗ, профессор Диля Давлетшина та.

ТР Патшалăх архивӗн представителӗ Алмаз Хафизов вара: «Хӑйӗн йăх-несӗл тымарӗсене пӗлекен ҫын, вăл  – телейлӗ çын», терӗ.

Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Аслă Аксу ялӗнчен Лухмановсен ҫемйи ҫӗнтерӳçӗ пулчӗ. Ҫак ҫемье апрель уйăхӗнче районта иртекен  «Эхо веков в истории семьи» ятлă йӑх-несӗл фестивалӗн зона тапхӑрӗнче хутшăнӗ.

Справка

ТР Патшалăх архив ӗҫӗн комитечӗ çулсерен ирттерекен «Эхо веков в истории семьи» ятлă йăх-несӗл фестивалӗ çемьери хутшăнусене тата ăрусен çыхăнăвне çирӗплетессине, анлӑ общественноçа Тутарстан историйӗпе тата хӑйӗн ҫемйипе интереслентерессине шута илет. Фестиваль 2019 ҫултан пуçласа чи малтан районта, каярах районсем хушшинче, унтан республика шайӗнче иртет.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев