Хăвăн историне пӗлмелле
«Ӗмӗрсен ахрăмӗ çемье историйӗнче» конкурсӑн муниципаллă тапхӑрӗ иртрӗ
Тӑван енӗн историйӗнче ҫутӑ йӗр хӑварнӑ çемьесем — пирӗн районăн мӑнаҫлӑхӗ. Ҫак конкурс та ҫавӑн пек ҫемьесене пӗрлештерет. Кун ҫинчен районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов пӗлтерчӗ.
— Районта пуян йӑх-несӗллӗ, несӗлсен йывăçӗсен турачӗсем йăвă пулнă ҫемьесем питӗ нумай, эпир вӗсемпе мăнаçланатпăр, — терӗ вӑл.
Тутарстан Республикинчи Патшалӑх архивӗн директорӗ Сергей Горохов:
— Ҫын хӑйӗн йӑх-несӗлӗн иртнӗ пурнӑҫне пӗлет пулсан, вӑл историе те лайӑх пӗлет, — тесе палăртса иртрӗ.
Конкурса районти ултӑ ҫемье хутшӑнчӗ: Кивӗ Шемӗршел ялӗнчен Абдракиповсем, Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнчен Нуруллинсем, Упи ялӗнчен Сердцевсем, Шланка ялӗнчен Халиловсем, Чăваш Ҫӗпрел ялӗнчен Мулендеевсем тата Хурăнвар-Шӑхаль ялӗнчен Михайловсем.
— Йӑхăмăра тӗпченӗ вăхăтра архив докуменчӗсенче «чакаланма» тиврӗ, — тесе калаçрӗ Наталья Мулендеева. — Наци йăли-йӗркисене, традицийӗсене, нумай тӑван-хурӑнташа пӗлмелле. Эпир пуҫланӑ ӗҫе, паллах, малалла тӑсăпăр.
Конкурса хутшӑнакан кашни ҫемье хӑйӗн программине тӑратнӑ. Сердцевсен çемйин йӑх-несӗлӗ, сӑмахран, вӗрентекен профессийӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӑл 300 ҫула тӑсӑлнӑ.
Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнчи Нурулинсем — «элӗкхи асаннесен арчин» чӗрӗ свидетелӗсем. Курав пайӗнче тутар халӑхӗн, ҫемйисен пуян традицийӗсене палӑртнă.
— Эпир вулама юрататпӑр. Ачасем те, мӑнуксем те хӑйсен историне пӗлччӗр, тесе тӑрӑшатпӑр, — терӗç Абдракиповсем те.
Жюри ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх муниципаллă тапхăрта Çердцевсен ҫемйи ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ. 2-мӗш вырӑнта — Нуруллинсем, 3-мӗш вырăнта — Михайловсем.
Справка
«Ӗмӗрсен ахрăмӗ çемье историйӗнче» республика шайӗнчи конкурса Тутарстан Республикин архивсен ӗҫӗ енӗпе Патшалӑх комитечӗ йӗркелет. Ӑна ҫемье ҫыхӑнӑвӗсемпе ăрусен çыхăнăвне ҫирӗплетме, анлӑ общественноçа Тутарстан тата ҫемьен историйӗсен тӗлӗшпе интересленессине ӳстерме янӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев