Халӑх пухӑвӗсем пуҫланчӗç
Ертӳçӗсен ялсене кайса, халăхпа тӗл пулассине ҫулталӑкра икӗ хут йӗркелеҫҫӗ
Ҫак эрнере ялсенче халӑхпа тӗлпулусем ирттерме пуҫларӗҫ. Вӗсенчен пӗри, йӑлана кӗнӗ тăрăх, Çӗнӗ Йӗлмел ял тӑрӑхӗнче пулчӗ. Тӗлпулусем эрне хушшинче Кивӗ Чукал, Анат Чакă, Хулаçырми, Аслă Аксу, Чăваш Çӗпрел, Матак, Шланка, Марс ялӗсен тăрăхӗсенче иртрӗç.
Халӑхпа тӗлпулусенче ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсен ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетӳ тӑваҫҫӗ, малашлӑх плансене ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫаксене пурне те районти ертӳçӗсем, Хусантан килнӗ хисеплӗ хӑнасем, организацисен, предприятисен представителӗсем хутшӑннипе сӳтсе яваҫҫӗ.
Районти ҫӗнӗ хыпарсем, ҫитӗнӳсем, пулнă майсем ҫинчен информаци параҫҫӗ. Паллах, халӑха хумхантаракан ыйтусене те манмаҫҫӗ.
Юлашки ҫулсенче республикӑра наци проекчӗсен шайӗнче чылай ӗҫ пурнăçланчӗ. Районсенче социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене юсанӑ: шкулсене, сывлӑх сыхлав учрежденийӗсене, ача сачӗсене т. ыт. те. Çулсем хывнӑ, кил-ҫуртсене пахалӑхлӑ ӗҫмелли шыв кӗнӗ тата ытти ҫавӑн пек ӗҫсем паян та малалла пыраççӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, ял ҫыннисем те хуларисенчен кая мар пурӑнаҫҫӗ.
Ҫавӑнпа та ял пухӑвӗсенче халăхран тав сӑмахӗсем ҫеҫ илтӗнеҫҫӗ. Кулленхи пурнӑҫ ыйтӑвӗсене те ҫӗклеҫҫӗ. Калăпăр, Çӗнӗ Чукал ялӗн çыннисем ватӑ çынсене, вилнӗ хыҫҫӑн, касма илсе каясси пек проблемăна хускатрӗç. Çакăншăн вара кӳршӗри района кайма, канмалли кунсенче тӳрӗ килнӗ чухне, вилене моргран илессине кӗтсе тăма тӳрӗ килни, ҫакӑ вара хушма тӑкак ыйтни пирки, те калаçрӗç. Тӗлпулусенче пай çӗрӗсем, хӑйсене тивӗҫлӗ тӳлев виҫи, пыл хурчӗсем вилни, льготăпа паракан эмелсем ҫинчен те калаҫрӗҫ. Ертӳçӗсем пур ыйтăва та регистрацие илсе, ҫырса, вӗсене малашне татса пама шантарчӗç.
— Пухусем сирӗнпе курса калаçассишӗн, пур ыйтăва та татса парассишӗн питӗ кирлӗ. Ҫавӑнпа та ҫак майсемпе усӑ курӑр, — терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Ринатович, тӗлпулăва пухӑннисене чӗнсе каласа.
Тепӗр эрнере халӑх пухӑвӗсем Алешкин-Саплăк, Упи, Кӗçӗн Чăнлă, Кивӗ Шемӗршел, Пăрăнтăк, Звезда ял тӑрӑхӗсенче иртӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев