Халӑх пухӑвӗсем пуҫланчӗç
Ҫак эрнере халӑхпа тӗлпулусем Çӗнӗ Чукал, Çӗнӗ Йӗлмел, Кивӗ Чукал, Чӑваш Паснапуç, Аслă Аксу, Чӑваш Çӗпрел, Тутар Шатăршан, Анат Чакă, Çӗнӗ Чакă, Хулаçырми, Тутар Паснапуç, Хураката, Шланка ялӗсенче иртрӗç
Йăлана кӗнӗ тăрăх, пухусенче ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем 2022 ҫулта ял тӑрӑхӗнче туса ирттернӗ ӗҫ, ял тӑрӑхӗн бюджечӗ ҫинчен доклад туса параҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех, ял халăхӗн умӗнче полици представителӗ, пушарпа ҫӑлав подразделенийӗн ӗçченӗсем те тухса калаçаҫҫӗ. Халӑх хăйне интереслентернӗ ыйтусене районти организацисемпе предприятисен ертӳҫисене пама пултарать, мӗншӗн тесен вӗсем те пухусенче хутшӑнаҫҫӗ. Пухура район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, вăл пулман чухне унӑн çумӗ Алексей Ярухин, Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов пӗтӗмлетӳ тăваççӗ. Район ертӳçисем, паллах, районӑн юлашки ҫулсенчи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗпе паллаштараççӗ, ҫитес ҫулсене мӗн палăртни ҫинчен каласа параççӗ.
Хӑйсен ялне аталантарассишӗн тӑрӑшакан ҫынсем ҫакӑн пек тӗлпулусене кăмăлласах ҫӳреҫҫӗ. Хӑйсене интереслентерекен ыйтусене те параççӗ.
Ҫак эрнере ирттернӗ пухусенче сӗт хакӗ пирки час-часах ыйтусем пулчӗç. Ҫавӑн пекех, ҫулсемпе кӗперсем тӑвас енӗпе проблемăсене те хускатрӗç, ялсенче пурӑнакансене тата мӗнле ҫӗнетӳсемпе улшӑнусем пуласси те интереслентерчӗ. Пухусенче ял тăрăхӗн пурнӑҫӗнче пулӑшса тăнă активистсене Тав ҫырӑвӗсем, нумай ялсенче парнесем те параҫҫӗ.
Ял ҫыннисене хӑйсене пӑшӑрхантарнӑ пекех, ертӳçӗсене те ялсенчи халӑх йышӗ чакса пыни пӑшӑрхантарать. Ҫӗнӗ Чукалпа Çӗнӗ Йӗлмел ялӗсенче, сăмахран, халӑх йышӗ 29-30 ҫын чухлӗ чакнӑ. Тӗрӗс, куҫса килнисем те пур. Ҫапах та, каякансем ытларах. Газ пур, ҫулсем тӑваҫҫӗ, килсене те шыв кӗртнӗ. Хулари пурнӑҫ та питех ҫӑмӑл мар. Ирӗклӗхе, илемлӗхе хӑнӑхса ҫитнӗ ялти ҫын хулари тӑвӑр хваттерте хӑйне телейлӗ туйма пултарӗ-ши?! Апла пулин те, ялти ҫын хӑйӗн ачине хулана вырнаҫтарса, хӑй кунта ӑна тӑрантарас тесе тар тăкса ӗçлессине малалла тӑсать. Кун пек ыйтусене те халӑхпа тӗл пулнă вăхăтра сӳтсе яваҫҫӗ.
Ҫитес эрнере халӑх пухӑвӗсем Алешкин-Саплăк ял тăрăхне кӗнӗ ялсенче, Аслă Чăнлă, Упи ял тăрăхӗсенче, Кӗçӗ Чăнлă ялӗнче, Пăрăнтăкра, Кивӗ тата Кӗçӗн Шемӗршел ялӗсенче, Хурăнвар-Шăхалӗнче, Ильмет-Чаткасра пулӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев